Ачасем чăвашла акцентпа калаçаççĕ. Мĕншĕн?
Шкул ачисен наукăпа тӗпчев конференцийӗ вӗренекенсемшӗн пысăк праçник евӗр. Унта хутшăнасси чăннипех чыслă.
Çамрăк ăсчахсен тӗпчевӗсене уйрăм кӗнекен кăларни хăйне пӗр пысăк çитӗнӳ. Унсăр пуçне вӗренме кӗнӗ чух та наукăпа практика конференцийӗсене хутшăннине шута илсе хушма балл параççӗ. Çавăнпа тăрăшаççӗ те унта лекме. Хăш-пӗри кашни çул хутшăнма тăрăшать. Ун пеккисен тӗпчев темисем çуллен кăткăсрах та интереслӗрех пулса пыраççӗ. Тӗрӗссипе, вăл ачасен наукăлла тӗпчевре тунă пӗрремӗш утăмӗ пулса тăрать.
Кун пирки конференцие уçас церемоние хутшăннă ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Наци вӗрентӗвӗн управленийӗн пуçлăхӗ Ильгиз Халиков та палăртса хăварчӗ.
«Тӗпчевпе наука сферинче ӗçленӗ май кашнинче мӗн чухлӗ нумайрах пӗлетӗн, çавăн чухлӗ ытларах пӗлменнине тата вӗренмеллине ăнланса илетӗн. Ку ӗç пысăк йывăçăн хунавӗсем пек, çӗннине пӗлсе пынă май вăл пысăкланса та капмарланса пырать. Çак конференци сирӗншӗн малалла аталанмалли никӗс пулса тăрать. Эпир те сиртен çӗнӗ пӗлӳ илме тăрăшатпăр, кӗтетпӗр. Кӳршӗллӗ республикăсенчен килекенсене, туссемпе юлташсене, партнерсене курма питӗ хавас, нумайăшне лайăх паллатпăр, мӗншӗн тесен кашни çул хутшăнма тăрăшаççӗ. Тӗрӗссипе, çулталăк тăршшӗпе те уйрăлмастпăр пулӗ, кăçал сăмахран, Санкт-Петербургра, Карачаево-Черкессинче е Мускавра тăтăшах тӗрлӗ мероприятисенче тӗл пултăмăр, — терӗ Ильгиз Халиков. Наци вӗрентӗвӗн управленийӗн пуçлăхӗ малалла тăван чӗлхе кирлӗлӗхӗ çинче чарăнчӗ. — Пирӗн тăван чӗлхесем чи малтан хамăра кирлӗ. Хамăрăн ăнтăлăвăн калăпăшне (масштабне) кăтартмасан тăван чӗлхесене упраса хăварасси мӗн тери кирлине тата пӗлтерӗшлине çирӗплетсе параймăпăр. Раççей вăй-халӗ, пуянлăхӗ унăн тӗрлӗлӗхӗнче, поликультуринче, полиэтнолăхӗнче, — терӗ Ильгиз Халиков вӗренекенсене конференцире ăнăçу сунса.
Ытти çулсенчи пекех наукăпа практика конференцийӗн ӗçӗ 7 секци çине пайланса иртрӗ: чăваш, вырăс, тутар, пушкăрт, мари, мордва, удмурт филологийӗсен уйрăмӗсем йӗркеленсе.
Жюри йышӗнче пысăк улшăнусем çук, çыннисем çавсемех, шутне кăна чакарнă. Чăваш секцийӗнче ялан виçӗ эксперт ӗçлетчӗ, кăçал иккӗшне хăварнă. Çапла атьсен ӗçӗсене ЧР Вӗренӳ институчӗн чăваш чӗлхипе литературин кафедрин ертӳçи Анна Егорова тата эпӗ тӗрӗслерӗмӗр.
Иртнӗ номерте çырнăччӗ — кăçал финала тухнă 11 ачаран 5-шӗ çеç килейрӗç. Ыттисем тӗрлӗ сăлтава пула çитеймен. Шел, списокра интереслӗ ӗçсем пайтахчӗ.
Çапла хăйсен тӗпчевӗсемпе Антон Салюков (Элкел районӗ, Кивӗ Матакри вăтам шкул, 9-мӗш класс, вӗрентекенӗ Ольга Петровна Салюкова), Мария Копьева (Çӗпрел районӗ, Хулаçырминчи вăтам шкул, 8-мӗш класс, вӗрентекенӗ Наталья Ильинична Тарасова), Евгения Синдюкова (Çӗпрел районӗ, Чăваш Çӗпрелӗнчи вăтам шкул, 9-мӗш класс, вӗрентекенӗ Валентина Николаевна Петрова), Ксения Семенова (Çӗпрел районӗ, Алешкин Саплăкри вăтам шкул, 9-мӗш класс, вӗрентекенӗ Надежда Васильевна Григорьева), Анастасия Волкова (Теччӗ районӗ, Пухтелӗнчи тӗп шкул, 9-мӗш класс, вӗрентекенӗ Алена Николаевна Торгашова) паллаштарчӗç.
Антон ку конференцие пӗрремӗш хут хутшăнмасть, çине тăрса тăрăшать вăл. Ытти конкурссенче те палăрма ӗлкӗрчӗ, коррупцие хирӗç темăпа иртекен сочиненисен конкурсӗнче те ун ятне пӗрремӗш çул кăна мар асăрхатăп. Пултаруллă ача. Кăçал вăл хăйӗн тăван ялӗн — Тепелкей-Матак историне, унтан тухнă паллă çынсен кун-çулне тӗпченӗ. Ял ячӗ ăçтан тухнине, сăмах этимологине тӗпчесе тӗрлӗ верси сӗннӗ пулсан, тӗпчеве тарăнлатнă ку ӗç çӗнтерӳшӗн тупăшма пултаратчӗ. Антон лауреат ятне тивӗçрӗ.
Ксенийăн ӗçӗ те интереслӗ пулчӗ. Вăл Çеçпӗл Мишшипе Червякован юратăвне тимлӗхе илнӗ. «Червяковăна юратни поэта савăнăç туйăмӗ е ырату парнеленӗ?» — çапла ыйту лартнă çамрăк тӗпчевçӗ хăй умне. Ксенийăна мухтамалла, чăвашла вăл питӗ таса та илемлӗ калаçать. Шел те, хăйпе хăй пулмалли япалана эпир халь çапла тимлесе йышăнатпăр. Тăван чӗлхепе урăхла мӗнле калаçмалла-ха ӗнтӗ? Çук вӗт, атьсем акцентпа калаçаççӗ. Ку йăлтах çемьере, хăйсен хушшинче вырăсла калаçса ӳснипе. Хăçантанпа çапла тăван чӗлхе чăрмав пулса тăчӗ? Эпир ӳснӗ чух ун çинчен шутламан та, калаçнă та калаçнă чăвашла, пуçа урăххи килмен. Ытти чӗлхене вӗренме те пӗрре чăрмантарман, вӗренме кӗнӗ чух экзаменсене те йӗркеллех панă. Тӗрӗссипе, тăван чӗлхене лайăх пӗлекен кăна тепӗр чӗлхене тӗрӗс вӗренет. Ксения тепӗр лауреат пулчӗ.
Тата çакна та палăртса хăварас килет: РФ халăхӗсен тăван чӗлхисемпе тӗпчев конференцийӗ шкул ачисен вулавӗ пек те шутланать. Çавăнпа ӗçе такăнмасăр каласа пани, хатӗрленӗ видеопрезентаципе усă курни, ыйтусене туллин хуравлани, тӗпчев терминӗсемпе пӗлсе усă курни — пурте питӗ кирлӗ. Асăннă кашни критери хаклав оценкине витӗм кӳрет. Çакна асра тытмаллах.
Мария Копьевапа Анастасия Волкова призер ятне илме тивӗçрӗç. Мария хăйӗн тăван районӗнчи çыравçăсен кун-çулӗпе ӗç-хӗлне тӗпченӗ. Анастасия чӗлхе аталанăвӗнчи сăпка юррин пӗлтерӗшӗпе интересленнӗ. Питӗ кăсăклă ӗç, хăй енчен нумай çӗннине кӗртнӗ çак темăна.
Евгения Синдюкова тивӗçлипе çӗнтерӳçӗ ятне çӗнсе илчӗ. Хăй тӗпчевне лайăх хăтларӗ, видеопрезентаципе те ăнăçлă усă курчӗ. Хӗрача тăван районӗнче тухса тăракан хаçат историне тӗпченӗ, вӗренекенсен хушшинче ыйтăм та ирттернӗ.
Çӳлерех çырнăччӗ ӗнтӗ, наукăлла ӗçре тӗрлӗ литературăпа усă курнисӗр пуçне харпăр тӗпчев туни, тӗплӗлӗх, малашне вӗренӳшӗн усăллă пулни пӗлтерӗшлӗ. Евгенийăн ӗçӗ пур енӗпе те тивӗçтерчӗ.
Пысăк тав сăмахӗсем Анна Егоровăна каламалла. Чăваш Республикинче ытти регионсенче те чăваш чӗлхине вӗрентесси кирлӗ шайра пулса пытăр тесе вăл нумай тăрăшать. Ун пеккисем сахал паян. Тутарстанри чăваш чӗлхи учителӗсене вăл пултарнă таран пулăшса пырать, çӗнӗлӗхсене пӗлтерсе тăрать. ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе те ӗçлӗ çыхăнăва тытса пырать.
«Тутарстанри Вӗрентӳпе наука министерствин сотрудникӗсемпе ытларах та тӗл пулатăп пулӗ, Чăваш Енри министерствăри ӗçтешсемпе танлаштарсан», — шӳтлерӗ Анна Семеновна кун пирки.
Конференцие хутшăннă кашни вӗренекен диплом илме тивӗçрӗ. Мероприяти чаплă лару-тăрупа вӗçленчӗ. Атьсене саламлама ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Минзалия Закирова, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев, Тутар наци конгресӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Ирек Шарипов, ТР Туслăх Çурчӗн директорӗн çумӗ Наталья Мясникова килчӗç.
Кашни тăван чӗлхене вӗренме кирли çине пусăм туса калаçрӗ, ачасене вӗренӳре çитӗнӳсем сунчӗ.
«Чи кирли ман шутпа паян — халăхсем пӗр-пӗринпе ăнланса туслă пурăнни. Çавна пурне те сунатăп», — терӗ министр çумӗ Минзалия Закирова.
Мероприяти яланхи пек концертпа хупăнчӗ. Унта тӗрлӗ халăх ачи-пăчи хутшăнчӗ. Чăваш хӗрӗ Анастасия Андреева «Шыв юхать» юрра акапелла юрласа пурне те тӗлӗнтерчӗ.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев