АЧАСЕМ ВАЛЛИ – ХӖЛЛЕ ÇИНЧЕН
Валентина Тарават чăваш поэчӗсен сăввисене вырăсла куçарса кӗнеке хатӗрленӗ
«Çунуна çулла хатӗрле, урапуна – хӗлле», – тенӗ ваттисем. Çакна шута илсе эпир, шкул ачисем тӗрӗслев ӗçӗсем çырса каникула кӗтнӗ вăхăтра, тар кăларсах «Озорница зима» кӗнекене кун кăтартас тесе тăрăшрăмăр. Кӗçӗн çулхи шкул ачисем валли Чăваш кӗнеке издательствинче тин кăна кун çути курнă çӗнӗ кăларăм шăпах çавăн пек ятлă. Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ тата куçаруçи – паллă чăваш çыравçи Валентина Тарават. Ӳнерçи – Наталия Андреева, редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 800 экземпляр.
Кăларăма чăваш поэчӗсен – Валентина Тараватăн, Нина Артемьеван, Василий Давыдов-Анатрин, Раиса Сарпин, Лидия Саринен, Людмила Смолинан, Николай Ытарайăн, Анатолий Ыхран тата Петӗр Ялкирӗн – сăввисем кӗнӗ. Чăвашларан вырăсла сăвăсене Валентина Тарават куçарнă. Пӗтӗм Раççейри куçаруçăсен II конкурсӗнче поэтесса «Ачасем валли вырăсла куçарнă сăвăсем» номинацире çӗнтернӗ.
Кӗнекере çутçанталăкăн ачасем пит кăмăллакан вăхăчӗ – хӗлле – çинчен çырнă сăвăсем нумай. Ачасем йӗлтӗрпе, ту çинчен çунашкапа е «ватрушкăпа» ярăнни, Хӗл Мучие кӗтни, çил-тăман алхасни, юр пӗрчисем пите кăтăклани, çил пуçтахланни... – мӗн пирки кăна вуласа пӗлме çук-ши кӗнекере?.. Паллах, теттесене те тимлӗх уйăрмасăр иртмен поэтсем. Тӗслӗхрен, Нина Артемьеван «Дом» сăввинчи хӗрача пукани валли пӳрт тунă та унта «çутă кӗртнӗ» – пукане ан хăратăр тенӗ:
– Очень быстро я смекнула –
К стулу нитку протянула.
Ну, а чем не провода?!
Будет свет гореть всегда.
Тимушка вара, Василий Давыдов-Анатрин «Игрушкам больно» сăввинчи тӗп сăнар, хăйӗн теттисене пӗртте упрамасть:
Проколол слону он ушко,
Поцарапал белке брюшко.
Он порезал зайцу лапу –
Тот хромым стал, косолапым.
Пӗчӗк вулакансем ку сăвва вуласан Тимушка пек усал ача пулмалла маррине ăнланса илеççех.
Тепӗр арçын ача, Саня, сивӗрен хăрать, чӳрече умне ларнă та çуллана кӗтет (Раиса Сарпин «Комнатный цветок» сăвви). Тепӗр сăвăри сăнар килне уйăха илсе кӗме ӗмӗтленет, çӗрӗпе сыхлатăр тет (Анатолий Ыхран «Сторож луна» сăвви). Людмила Смолинан «Котенок» сăвви пӗчӗк туссене шеллеме, юратма вӗрентет: унччен кушак çури килсӗр, çинçешке пулнă, халӗ вара унăн Таня ятлă тусӗ пур. Мӗнле телей!
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев