Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ачасене лагере яма юрать

Республикăри ача-пăча лагерӗсенче кăçал çӗр пин ытла шкул ачине йышăнма хатӗр. Роспотребнадзор паяна 79 лагере ӗçлеме ирӗк панă.

Тутарстанра ку вăхăтра 79 ача-пăча лагерӗ ӗлеме пуçланă. Каникул вăхăтӗнче унта пӗтӗмпе 12 пин ача канать. Кун пирки ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Дамир Фаттахов Андрей Кузьмина «Галстуксăр интервьюра» пӗлтернӗ. «Пурӗ республикăра 119 ача-пăча сывлхне çирӗплетмелли лагерь. Вӗсем пурте ӗçлеме хатӗр. Анчах малтан ятарлă сертификацие иртмелле. Енчен те мӗнпур критерисене, пандеми вăхăтӗнчи санитари нормисене тивӗçтерсен Роспотребнадзор вӗсене ӗçлеме ирӗк парать», – тенӗ министр. Енчен те эпидемиологи лару-тăрăвӗ стабильлӗ тăрсан кăçалхи çулла лагерьсенче 100 пин ытла ача канма пултарать.   

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев