Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Акрелӗнче пăр хула ӳссе ларнă

Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗнче пултаруллă скульпторсем пурăннине халӗ пӗлетпӗр. Çак района командировкăна кайсан, паллах, Акреле кӗрсе тухмасăр пултараймарăмăр. ЧНКЦ ертӳçи Лидия Квакова хăйсен ӗçӗпе паллаштарса унччен сăнӳкерчӗксем ярса панччӗ. Анчах пирӗн йăлт хамăрăн куçпа курас килчӗ. Мăшăрӗ Михаил Кваков сăмахӗсенчен, тупă перет те иккен, пăр кăмакара вара шашлык ăшалама та пулать тет. «Кăмакана туса пӗтерсенех кăвайт чӗртсе ярса тӗрӗслесе пăхрăмăр, вучӗ çунать, тӗтӗмӗ мăрйинчен тухать... Ӗненместӗр пулсан килсе курăр», – терӗ вăл.

Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗнче пикенсех Çӗнӗ çула хатӗрленеççӗ. Ялти хастарçăсем тăрăшнипе Культура çурчӗ умӗнче пăр хула ӳссе ларнă. Пăр кермен, пăр кăмакапа тупă та, 2021 çулăн хуçи Вăкăр та пур кунта. Республикăри ытти чăваш ялӗсенче кун пеккине курманччӗ-ха, ытларах юр кӗлеткесем туса ял тӳремне илемлетеççӗ.

– Районта Çӗнӗ çула ял урамӗсене илемлетессипе конкурс пуçланă. Хутшăнас терӗмӗр. Пирӗн ялсем питӗ пултаруллă, ал ӗç енӗпе ăста. Тем те шутласа кăлараççӗ. Кăçал çырмаран пăр касса кăларса тӗрлӗ кӗлетке тума шутларăмăр, – клуб умӗнчи тӳреме кăтартнă май каласа парать Культура çурчӗн директорӗ Лидия Квакова. 

– Миçе тонна пăр касрăр?

– Ой, нумай, виçепе калаймастăп. Николай Ефимов, Валерий Наратов, Сергей Мензелин, Алексей Краснов, Владимир Красильников, Валерий Красильников, Иван Орешев, Михаил Кваков, Анатолий Артемьев питӗ тăрăшса ӗçлерӗç. Тӗп скульпторӗ вара Николай Петров. Вăл каласа, кăтартса тăнипе ăсталарăмăр çак илеме, – тет Лидия Дмитриевна.  

Çарăмсанри Акрель ялӗнче эпир декабрӗн 11-мӗшӗнче пултăмăр. Шăпах районти культура уйрăмӗнчен комисси килес умӗн. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене, паллах, каярах тăваççӗ, пӗтӗм ялсене пăхса çаврăннă хыççăн. Акрельсем çӗнтерессе шанса тăратпăр.   

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев