Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Акрелӗнчи кукамай-асаннесем салтаксем валли чăлха-нуски çыхаççӗ

Черетлӗ гуманитари пулăшăвне ăсатассине пӗлсен, Акрель ял хӗрарăмӗсем салтаксем валли ăшă чăлха-нуски çыхса ăсатас пуçарупа тухнă. Хӗлле окопра салтакăн ал-ури шăнасран чунтан пăшăрханаççӗ аннесемпе кукамай-асаннесем. Акрелӗнче пурăнакан 47 хӗрарăм ял клубне пухăнса 9 кунра 80 ытла мăшăр чăлха-нуски çыхса ӗлкӗртнӗ.

Йăвашкел ял хутлăхӗнче пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан хамăр салтаксене май килнӗ таран пулăшма тăрăшаççӗ. Январӗн 18-мӗшӗнче Çарăмсан районӗ ăсатнă черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ валли кулленхи чи кирлӗ япаласем, апат-çимӗç тата ăшă тумтир, пурӗ 24 коробка, пухса хатӗрлерӗ. Пулăшăва ун чух Йăвашкел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Аркадьевич Емельянов та леçме кайнăччӗ. 19-мӗшӗнче ял çыннисем тепӗр пулăшăва, хальхинче Акрель салтакӗсем валли адреслă посылкăсене, Элметре пурăнакан ентешӗ Сергей Евгеньевич Евлеев урлă парса ячӗç.

Черетлӗ гуманитари пулăшăвне ăсатассине пӗлсен, Акрель ял хӗрарăмӗсем салтаксем валли ăшă чăлха-нуски çыхса ăсатас пуçарупа тухнă. 47 хӗрарăм ял клубне пухăнса 9 кунра 80 ытла мăшăр чăлха-нуски çыхса ӗлкӗртнӗ. Лавкка çиппинчен çыхнă нуски ăшă тытманнине лайăх пӗлекен ваттисем ку çиппе малтанах яхăнне те яман. Çăмран кăна çыхма йышăннă. Пархатарлă ӗç валли çăма Акрелӗнчи Ольга Ивановна Ефимова – 3, Юрий Георгиевич Ефимовпа Галина Афанасьевна Маркелова – 2-шер, Йăвашкелӗнчи Елена Ивановна Кудряшовăпа Кармăшри Зульфира Хазятовна Шарифуллина пӗрер михӗ кӳнӗ.

Хӗрарăмсем çăма пурте пӗрле чавнă, арланă, пӗтӗрнӗ, çуса çăмхаланă. Пӗр кунра ӗçлемелли ӗç мар ку, ытла та чăкăлтăш. Çавăнпа хӗрарăмсем ӗçе киле илсе кайса çӗрӗ-çӗрӗпе çыхнă. Ялти чи ватă кинемейсенчен пӗри, 94-ри Анастасия Яковлевна Кирилова та хӗрринче юлман. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче те фронтрисем валли алсиш-нускисем çыхнă вăл. Çак ӗç патне тепӗр хут таврăнма тивни хурлантарать. Мӗншӗн тесен мирлӗ пурнăçшăн ун чух миçе çын пурнăçӗ татăлнине, мӗн чухлӗ нуша тӳснине манман вăл. Çавăнпа салтаксем валли çыхнă нускийӗсенче чун ăшшипе пӗрле çӗнтерӳпе хăвăртрах таврăнма, тăшман пульлинчен сыхланма пилӗ те. Сăмах май, ваттисен пилӗ салтаксене çав тери кирлӗ халӗ. Украинăри ятарлă çар операцийӗнче Йăвашкел ял хутлăхӗнчен паянхи кун 18 салтак Донбасс халăхӗн ирӗклӗхӗшӗн тата Раççей пуласлăхӗшӗн кӗрешет. Ват çыннăн пилӗ çитекенччӗ, хальхинче те çапла пултăрччӗ.

 Йăвашкел ял хутлăхӗн халăхӗ пухнă гуманитари пулăшăвӗсене, кучченеçӗсене пирӗн салтаксем илнӗ те ӗнтӗ. Тав туса видео ӳкерсех янă вӗсем. Тепӗр гуманитари пулăшăвӗпе ăсатмашкăн Акрелӗнчи кукамай- асаннесем 50 ытла мăшăр нуски çыхса хунă. Кирлӗ-тӗк пӗр лăш курмасăр тата та çыхма хатӗр, салтакăн ал-ури кăна ан шăнтăр. (Л.Квакова сăнӳкерчӗкӗсем) 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

4

0

0

0

1

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество