Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел шкулӗнче Паттăрлăх орденне тивӗçнӗ Алексей Айдова халалласа «Паттăр партти» уçнă

Февралӗн 25-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗнче кунта вӗреннӗ, ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрла пуç хунă Алексей Витальевич Айдов аслă лейтенанта халалласа «Паттăр партти» уçрӗç. Мероприятие пуç хунă паттăрăн амăшӗ Нина Георгиевна Айдова, тăванӗсем, районтан та хисеплӗ хăнасем – воспитани енӗпе муниципаллă куратор Наталья Хайруллина, Аксу район пуçлăхӗн коррупципе кӗрешес ыйтусемпе ӗçлекен пулăшаканӗ Эльмира Крайнова, çул çитменнисен ӗçӗсен инспекторӗ Фоат Абдуллин, Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Надежда Айдова, «Орлята России» юхăм хастарӗсем, юнармеецсем, педагогсемпе вӗренекенсем хутшăнчӗç.

Паллах, мероприяти Раççей Федерацийӗн гимнне юрланипе пуçланчӗ. Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗн директорӗ Любовь Гаврилова «Паттăр парттине» уçнин пӗлтерӗшӗ пирки каларӗ, Алексей Витальевичăн паттăрлăхӗ пулас ăрусемшӗн те тӗслӗх пуласси çинчен иккӗленменнине пӗлтерчӗ.

«Пирӗн хамăр çӗршыв паттăрӗсене яланах асра тытмалла, ку пирӗн тивӗç. Алексей пирӗн ялтан мобилизаципе ятарлă çар операцине кайнă пӗрремӗш çын пулчӗ. Вăл 2023 çулхи декабрь уйăхӗнче пуç хунă», – терӗ Любовь Владимировна. 

Мероприяти программине ертсе пыракансем – директорăн воспитани енӗпе советникӗ Лидия Чернова тата акăлчан чӗлхине вӗрентекен Ольга Охотникова – хамăр ентешӗмӗрӗн пурнăçӗпе паттăрлăхӗ пирки каласа пачӗç, ăна асăнса сăвăсем вуларӗç. 

Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Надежда Айдова та хамăр тăрăхри, çӗршыври паттăрсене пӗлмелли çине пусăм турӗ хăйӗн сăмахӗнче, вӗренекенсене Алексей Айдов пек хăюллă, хастар пулма, ăна асра упрама сӗнчӗ. Кивӗ Ӳсел шкулӗнче историпе обществознани вӗрентекен Борис Захаров  Алексейӗн класс ертӳçи пулнă, вăл вӗреннӗ вăхăтри интереслӗ самантсене аса илчӗ. Унтан Алексей Айдова тата çар тивӗçне пурнăçланă чух пуç хунă ытти салтаксене сума суса пурте пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç. 

Алексей Айдовăн «Паттăр парттине» унăн амăшӗ Нина Георгиевна тата ятарлă çар операцине хутшăнакан, халӗ кӗске отпуска килнӗ Никита Молоткин уçрӗç. Çак самантра Любовь Гаврилова «Журавли» юрра юрларӗ. Паттăр партти хушшине чи малтан ларма вара шкулта вӗренекен хастар ачасем – Алексей Айдовăн пӗртăванӗн ачи, 9-мӗш класра вӗренекен Антон Айдов тата нумай олимпиадăсен çӗнтерӳçипе  призерӗ, 7-мӗш класра вӗренекен Дмитрий Титов тивӗçрӗç.

Сăмах май, çак мероприяти ятарлă çар операцийӗнчен отпуска килнӗ Никита Молоткинăн çуралнă кунӗпе пӗр килчӗ. Ăна пухăннисем пурте юбилей ячӗпе ăшшăн саламларӗç, çирӗп сывлăх тата Çӗнтерӳпе хăвăртрах киле таврăнма сунчӗç. Никита пурне те чӗререн тав турӗ, ачасене ырă сӗнӳсем пачӗ.

«Алексей Айдов – чăн-чăн паттăр, Тăван çӗршыва, пире хӳтӗлесе пуç хунă. Ăна эпир яланах асра тытăпăр. Пирӗн пурнăçра яланах мир хуçалантăрччӗ, кашни çӗнӗ кун пурне те телей, савăнăç, хаваслă кăмăл, ачасен янраса тăракан куллине кăна парнелетӗрччӗ», – терӗ Наталья Хайруллина. 

Паттăр ентешӗмӗре халалланă мероприятире сăмах калакансем пурте хумханса, Тăван çӗршывра мир пултăр тесе хăйӗн пурнăçне шеллемен паттăр ентешӗмӗре хисеплесе калаçрӗç. Пуç хунисене асра тытни – кашни çыннăн тивӗçӗ. Иртнине манни вара Тăван çӗршыв чысӗшӗн пуç хунисене сутниех пулать. Çавăнпа та хамăр паттăрсене асра тытар!

Лидия ЧЕРНОВА,

Кивӗ Ӳселӗнчи вăтам шкул директорӗн воспитани енӗпе канашçи. 

Аксу районӗ.

Автор  архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО