News by date 9 March 2025
-
П.В.Дементьев ячӗллӗ музейре аслă ӳсӗмрисен хушшинче шашка турнирӗ иртнӗ
Нарăсăн 26-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалласа аслă ӳсӗмрисен хушшинче шашкăлла вылякансен туслăх турнирӗ иртрӗ. Ăмăртăва аслă çултисене сывă пурнăç йӗркине явăçтарас, канăва усăллă ирттерес тӗллевпе ирттереççӗ. Хальхинче Упи тата Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗсенче пурăнакан шашкăлла выляма юратакансем тӗл пулчӗç.
-
«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» 11-мӗш хут иртрӗ
Çуркуннен пӗрремӗш кунӗнче «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» 11-мӗш хут иртрӗ. Йӗркелӳçӗсене районсен хушшинчи шайри ăмăртăва ирттерме пулăшакансем нумайăн пулчӗç кăçал. Ăмăрту пулассине пӗлсенех спонсорсем укçа ярса пама тытăнчӗç. Унсăр хальхи пурнăçра ним те тума çук çав… Пысăкран та пысăк тав Беловка ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ тӗрлӗ хуласенче пурăнакан ентешсене – Сергей Якимова, Алексейпе Игорь Улановсене, Владимир Терентьева, Нурлат районӗнчи Пухтел ялӗнче пурăнакан Владимир Кузьминпа Евгений Кашкарова тата çак ялтан тухнă, хальхи вăхăтра Хусанта пурăнакан Вячеслав Панкова, ял хастарӗсене Елена Кожемановăна, Людмилăпа Юрий Алексеевсене çак уява йӗлтӗрçӗсене парнелеме, чи пахи пӗчӗк шăпăрлансене телейлӗ тума пулăшнăшăн. Евгений Пименов вара çӗнӗ баннерсем парнелесе илем кӳчӗ ăмăртăва. Питӗ шел, спонсорсенчен пӗри те уявра пулаймарӗ.
-
Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел шкулӗнче Паттăрлăх орденне тивӗçнӗ Алексей Айдова халалласа «Паттăр партти» уçнă
Февралӗн 25-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗнче кунта вӗреннӗ, ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрла пуç хунă Алексей Витальевич Айдов аслă лейтенанта халалласа «Паттăр партти» уçрӗç. Мероприятие пуç хунă паттăрăн амăшӗ Нина Георгиевна Айдова, тăванӗсем, районтан та хисеплӗ хăнасем – воспитани енӗпе муниципаллă куратор Наталья Хайруллина, Аксу район пуçлăхӗн коррупципе кӗрешес ыйтусемпе ӗçлекен пулăшаканӗ Эльмира Крайнова, çул çитменнисен ӗçӗсен инспекторӗ Фоат Абдуллин, Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Надежда Айдова, «Орлята России» юхăм хастарӗсем, юнармеецсем, педагогсемпе вӗренекенсем хутшăнчӗç.