Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнче ыран Уяв пуçланать

Чăваш халăхӗн чи илемлӗ тапхăрӗсенчен пӗри – Уяв. Ӗлӗкрен ăна Питравччен туса ирттернӗ. Çурхи ӗçсене вӗçленӗ те çамрăксем ял çумӗнчи уйра пуçтарăнма тытăннă. Çакăнта вӗсем пулас мăшăрне шыранă. Тури чăвашсем 19-мӗш ӗмӗрте Уявсене ирттерме пăрахнă. Анатрисем вара паян кунччен те манмаççӗ.

Мӗн авалтан пыракан йăлана чăвашсем туса ирттереççех. Аксу районӗнче хӗрсех республика шайӗнчи Уява ирттерме хатӗрленеççӗ. Мероприяти онлайн майӗпе пулсан та ӗçӗ нумай. Фольклор ансамблӗсем уя тухса карталанса юрлаççӗ. Аксу муниципаллă районӗн Культура çурчӗн директорӗ Ольга Копанева пӗлтернӗ тăрăх, республикăри Уяв июнӗн 29-мӗшӗнче пуçланать те июлӗн 11-мӗшӗчченех пырать. Ансамбльсенчен заявкăсем килме пуçланă ӗнтӗ. мероприятин йӗркипе эпир сире паллаштарсах тăрăпăр. 

О.Копаневапа Аксу районӗн Культура çурчӗн сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество