АКСУРА ХӖРАРĂМ МУНЧАРА ÇУНСА КАЙНĂ

Ирпе ирех хӗрарăм мунча кӗнӗ-ши, мӗншӗн тухса ӗлкӗреймен? Çакна пӗлес шутпа ял çыннисемпе телефонпа çыхăнтăмăр. Вӗсем каланă тăрăх, трагеди пӗрре те кӗтменлӗх пулман иккен кунта...
Çак кунсенче Аксу районӗнчи чăваш ялӗнче Кӗçӗн Акташра пысăк трагеди пулнине хыпарлать ТР МЧС пресс-служби. Январӗн 9-мӗшӗнче ирхине 6.10 сехетре ял çыннисем экстреннăй службăсен телефонӗ çине шăнкăравласа ялта мунча çуннине хыпарланă иккен. Çăлавçăсем хăйсене нумай кӗттермен, пушара сӳнтерме вӗсене 10 минут та çитнӗ. Шел те, 50-ри хӗрарăма çăлса хăварайман вӗсем, кил хуçи çунса вилнӗ...
Ирпе ирех хӗрарăм мунча кӗнӗ-ши, мӗншӗн тухса ӗлкӗреймен? Çакна пӗлес шутпа ял çыннисемпе телефонпа çыхăнтăмăр. Вӗсем каланă тăрăх, трагеди пӗрре те кӗтменлӗх пулман иккен кунта. Елена (çунса вилнӗ хӗрарăм шăпах çакăн ятлă пулнă) çурчӗ пур çӗртех темшӗн мунчара пурăннă. Çынсемпе питех хутшăнман, тумӗ те хăйне евӗрлӗ пулнă имӗш. Вăл мунчара пурăннине те пурте пӗлнӗ ялта. Кӳршисем Елена пурнăçа ырăпа вӗçлемессине сиснӗ пекех, вырăнти ял хутлăхне пӗрре мар пӗлтернӗ. Анчах яланхи пекех, вырăнти власть вăхăтра мерăсем йышăнман курăнать. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, мунчара тухнă пушарăн сăлтавӗ – юсавсăр кăмака. Ирӗксӗрех çакăн пек ыйту çуралать – пушар надзорӗ ăçта пăхнă? Хутса ăшăтмалли сезонра вӗсем çуллен профилактика мероприятине ирттереççӗ вӗт. Нивушлӗ мунчара пурăнакан патне çитмен вӗсем? Халь тин айăплине шыранин усси çук-тăр, мӗн пуласси пулнă. Кун пеккине малашне инкек патне çитерес марччӗ. Сăмах май, çӗнӗ çул пуçланнăранпа республикăра пурӗ 75 пушар тухнă, вӗсенче 3 çын çунса вилнӗ. Вут-кăварпа асăрхануллăрах пуласчӗ, юлташсем!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
19 января 2021 - 21:20Вакцина тӳрех ӗҫе кайса пырать Пӗр кун хушшинче Тутарстанра пине яхӑн ҫынна коронавирусран прививка тунӑ2400
-
19 января 2021 - 20:29Православи календарӗ - 2021 Январӗн 19-мӗшӗ – Хăва тӗмӗнче Турă курăнни. Иисус Христос шыва кӗнӗ кун – Кăшарни4000
-
19 января 2021 - 20:24Фарид Мухаметшина Раҫҫей Президенчӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ Тивӗҫлӗ награда2400
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр5600
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.5500
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ38600
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.100400
-
17 января 2021 - 11:232021 çулта Тутарстанра 2,6 миллион ытла тăваткал метр çурт-йӗр хута яраççӗ ТР Президенчӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ социаллă ипотека программипе 161 çурт (5159 хваттер) тума палăртнă. Хальлӗхе 6 çурта хута янă.15600
-
19 января 2021 - 10:58Лениногорскри чӑвашсем Пушкӑртстанра мала тухнӑ Экспертсем лайӑххисен шутне Лениногорскри Геннадий Садовников ертсе пыракан "Шурӑ хурӑн" ансамбле те кӗртнӗ14800
-
18 января 2021 - 19:12Тукай районӗнчи яла выльӑхсен урнӑ чирне пула карантина хупнă Ҫакӑн ҫинчен калакан указа Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ13501
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика