Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Александр Носик: «Пирӗн çамрăксене паха кино ӳкерме вӗрентмелле»

– Театр училищине вӗренме кӗнӗ чух кашнине итлесе пăхаççӗ. Ман вара мӗн ачаран юрлас килетчӗ. Вӗренме илнӗ чух комиссин пӗр пайташӗ итлесе пăхрӗ те: «Нихăçан та юрламӗ. Илтес туйăмпа сасă хушшинче координаци пач та çук», – тесе çырса хучӗ. Пӗлетӗр-и, çав педагог патнех лекрӗм те. Çак паттăрла хӗрарăмăн тăватă çула яхăн пынă ӗçӗ кăлăхах пулмарӗ. Пулать вӗт çавăн пекки, эп лекнӗ курс – юрлакан курс пулчӗ.  Тăваттăмӗш курсра экзамен панă чух хăшӗ «Призрак оперынчен», теприсем мюзиклсенчи партисене юрлаççӗ. Ман мӗн тумалла? Юлташсем пулăшрӗç, виçӗ номер таранах хатӗрлерӗмӗр. Вокалпа «5» паллă лартсан шанас килмерӗ.

«Чун çинчен шутлама вăхăт çитнӗ» çапла ятпа ирттерчӗ творчествăлла тӗлпулăва Раççейӗн паллă кино тата театр актерӗ Александр Носик. Куракансем ăна «Спецназ», «Возвращение мухтара», «Боец», «Большая прогулка», «Путейцы», «Дикий», «Семейные обстоятельства», «Страж закона», «Берега», «Последний шанс» тата ытти сериалсемпе боевиксем тăрăх пӗлеççӗ. Кӗрнеклӗ хул-çурăмлă, илемлӗ сăн-питӗ актера куракансем те, режиссерсем те вăл вылянă пӗрремӗш картинăсем хыççăнах лайăх астуса юлнă.
Александр Валерий Носикпа Мария Стерникова актерсен çемйинче çуралнă. Вăл тăхăр çулта чухне ашшӗпе амăшӗ уйрăлнă. Каярах амăшӗ Алексей Кудинович актерпа пӗрлешнӗ. Арçын ача творчествăлла атмосферăра ӳснӗ пулин те актер пулма ӗмӗтленмен. Ăна математика, экономика илӗртнӗ. Çавăнпа пулӗ Плеханов институтне кӗме ӗмӗтленнӗ. Анчах экзамен панă чух балсем çитменнипе кӗреймен. Вара математикăпа экономика техникумне вӗренме кӗнӗ. Çавăнтан салтака кайнă. Таврăннă хыççăн тăван ашшӗ ăна Щукин училищине кӗрсе пăхма сӗннӗ. Пӗрремӗш хутӗнченех ăна ăннă. Пӗтӗмпе унăн фильмографийӗнче 59 кинороль, 20  яхăн театр постановкине хутшăннă.

 

Александр Носик творчествăлла тӗлпулăва «Чун çинчен шутлама вăхăт çитнӗ» тесе ахаль ят паман. Ун шучӗпе чи кирли – хупа ху шайлашура пурăнни. Тӗлпулура вăл хăй юратнă поэтсен – Иосиф Бродскин, Леонид Филатовăн, Алексей Фатьяновăн, Раиса Котован сăввисене нумай вуларӗ.
– Творчествăлла тӗлпулусем хуть хăçан та хумхануллă. Хăш чух ман неврастениксене, психсене выляс килет. Эпӗ вара ялан автоматпа чупатăп. Творчествăлла тӗлпулусенче вара хăвна килӗшекен материалпа ӗçлеме пултаратăн. Сăвăсем питӗ юрататăп вулама, – терӗ актер мероприятие уçса.  
– Эпӗ нихăçан та актер пулма ӗмӗтленмен. Ку професси питӗ те теветкеллӗ, çын психологине питӗ пысăк витӗм кӳрет. Эс хăвна çынсен, режиссерсен шухăш-кăмăлӗпе юратăвне кура туятăн. Пурне те килӗшме тăрăшмалла. Анчах калăр-ха мана: йӗркеллӗ, чăн-чăн арçын кама та пулин килӗшес тесе  тăрăшать-и? Çук паллах. Кунта вара арçынлăхпа професси хушшинче шайлашу шырамалла. Çавăнпа экономика институтне çара кайиччен те, таврăнсан та кӗме тăрăшрăм. Анчах начартарах вӗреннӗ пулмалла, кӗреймерӗм, – йăл кулчӗ актер.
– Çапла актера вӗренме кӗтӗм. Тӗрӗссипе атте хистенипе. Худрук каланă тăрăх, эпӗ театр училищине вӗренме кӗрекенсен списокӗнче чи кайри пулнă. Темиçе хутчен кăларса яма та тăнăччӗ. Енчен те камăн та пулин залран тухса каяс килсен, тархасшăн, – шӳтлерӗ актер. – Сăлтавӗ, эпӗ театра çар служби хыççăн килнипе çыхăннă. Çартан эсӗ улшăнса, шухăш-кăмăл енчен хытса таврăнатăн. Агресси те пур. Театрта вара эмоцисем кăтартмалла, уçă пулмалла. Педагог санăн харпăр территорие сӗкӗнсе кӗнине агрессивлă йышăнатăн. Пысăк тав Людмила Ставскаяна, тӗлӗнмелле педагога (Людмила Ставская – Совет тата Раççей театр педагогӗ, режиссер, актриса, РСФСР искусстăвсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ. - Авт.). Вăл ялан капăр çӳретчӗ: прическăпа, сăрланса. Тӗлӗнмелле хӗрарăм. Вăл мана «комиссар» хушма ят пачӗ. «Каллех комиссар сцена çинче-и? Юрӗ, пулăшăпăр ăна çын пулма», – тетчӗ репетицие килсен. Виçӗ çул хушшинче манран эмоцисемпе уçăрах студент тума пултарчӗ. Тепӗр темиçе çултан педагогсенчен пӗрне «Щукăра» курсан маттур тесе каласан тин ку çулпа хам ахаль мар кайнине ăнланса илтӗм. Актер вăл ӗмӗр вӗренекен, пысăк вăй-халлă çын. Мӗншӗн тесен куракан экран çинчи картинăна шантăр тесен малтан унăн хăйӗн çак иллюзие шанмалла. Ăна тума шалти вăй кирлӗ. Актера спортсменпа танлаштарма пулать. Иккӗшӗ те виçесӗр эгоцентрик. Манран хăш-пӗри: «Ман хӗрпе ывăл актера каясшăн. Мӗн тумала-ши?» – тесе ыйтаççӗ. «Нихăçан та», – тетӗп кӗскен.        
Хăйне Леонид Филатовпа паллашма тӳр килнине актер чăн пысăк телей тесе шутлать. Вăл паллă актерăн, çыравçăн «Про Федота-стрельца, удалого молодца» халапӗнче Федот сăнара вылять.   
– Леонид Филатова чӗррӗн курнипе, унпа ӗçлеме май килнипе питӗ мăнаçланатăп. Çав тери хăватлă, пысăк тавракурăмлă, ăслă, капашсăр вăй-халлă çынччӗ вăл. Театрта «Про Федота-стерльца, молодого удальца» постановкăна лартма хатӗрленнӗ чухне репетицие килнӗччӗ. Инсульт хыççăн пулсна та, ăс-тăнӗпе питӗ чӗрӗччӗ. Чӗптӗм чухлӗ те хăйне йывăррине кăтартмарӗ, унра шалти вăй питӗ пысăкчӗ, – ӗçтешне аса илчӗ актер.
Александр хăй те характерӗпе вăйлă та хӗрӳ çын. Ахальтен мар пуль  ăна киносенче паттăрсен рольне выляма параççӗ. Хăй вара лирикăпа драма сăнарне выляма ӗмӗтленет.
– Режиссерсем ялан боевиксене выляма чӗнеççӗ. Çар çыннисем мана хăйсен çынни вырăннех хураççӗ. Пӗррехинче пысăк чинлă çар çынниех манпа хӗрсех хăйсен ӗç-пуçне сӳтсе явма тытăнчӗ. «Эп вӗт актер», – тетӗп кăна. «А, мансах кайнă», – терӗ çавскер кулса. Манăн вара хăш чух япăх сăнара та выляс килет, кăштах ухмахланса илес килет, – тет Александр кулса. – Рольпе çыхăннă чи пысăк ӗмӗт – вăрçă çинчен кинора ӳкерӗнесси. Вăрçă этемлӗхшӗн пысăк трагеди, çухату, вилӗм, юн, хаярлăх. Çавăнпа ăна тӗрӗс кăтартмалла. Унта каяс ан килтӗр çамрăксен. Кадрта илемлӗ вилекен актер вăрçа улталаса сăнлать. Илемлӗ вилмеççӗ вăрçăра. Ун пек кăтартни  уйрăмах çамрăк яш-кӗрӗме улталантарать. Кино пăхса ларакан вара: «А, мӗн, эп те пултарап кун пек, çиччас каяп та пурне те кăтартап», – тет çăмăлттайлăн. Кино ӳкернӗ чух кун çинчен лайăх шутламалла.  
Актерăн тепӗр ӗмӗчӗ юрлассипе çыхăннă.
– Театр училищине вӗренме кӗнӗ чух кашнине итлесе пăхаççӗ. Ман вара мӗн ачаран юрлас килетчӗ. Вӗренме илнӗ чух комиссин пӗр пайташӗ итлесе пăхрӗ те: «Нихăçан та юрламӗ. Илтес туйăмпа сасă хушшинче координаци пач та çук», – тесе çырса хучӗ. Пӗлетӗр-и, çав педагог патнех лекрӗм те. Çак паттăрла хӗрарăмăн тăватă çула яхăн пынă ӗçӗ кăлăхах пулмарӗ. Пулать вӗт çавăн пекки, эп лекнӗ курс – юрлакан курс пулчӗ.  Тăваттăмӗш курсра экзамен панă чух хăшӗ «Призрак оперынчен», теприсем мюзиклсенчи партисене юрлаççӗ. Ман мӗн тумалла? Юлташсем пулăшрӗç, виçӗ номер таранах хатӗрлерӗмӗр. Вокалпа «5» паллă лартсан шанас килмерӗ.
Юрлаймасть тесен те Александр Носик хăй ӗмӗтӗнчен пăрăнман. Актер 15 çула яхăн вокал педагогӗ патне вӗренме çӳрет. Ӗмӗтленни пурнăçлантăр тесен тăрăшма тивнине Александр хăй тӗслӗхӗпе кăтартса парать.   
Паянхи кино пирки каласан, Александр Носик цензура кирли çинчен каларӗ. Çав шутра куракансен енчен те.
– Ухмахлăхпа талант çуккине хирӗç цензура пулмаллах. Пирӗн çамрăксене паха кино ӳкерме вӗрентмелле. Кинокартина е искусствăн ытти жанрӗ пахалăхпа начар пулсан кураканра вăл йӗрӗнӳ туйăмӗ çуратмалла. Йышăнмалла мар ун пеккине.  Фильм пусмăрланине, хаярлăха, вăрçа, курайманлăха пропагандăлать пулсан ăна çул памалла мар. Нумай чухне çак япаласем пӗрре пăхма лайăх киносенчех пытаннă. Çавăнпа цензура кирлех. Паха ӗç тума пултарулăх, талант кирлӗ. Кино – кăткăс форма. Чылай чухне автор юриех фильма агрессивлă тăвать, ырри вара вӗçӗнче палăрать. Анчах пур куракан та ăна хăй ăс-тăнӗпе ăнланса çитереймест. Çавăнпа хăш-пӗр фильм куракансен пӗчӗк ушкăнӗ валли кăна. Кинон тепӗр задачи – çынсене шутлаттарма вӗрентни. Юлташсем, акă эсир, комедисем ытларах ыйтатăр, – терӗ Александр залра ларакансем çине пăхса. – Эпир антрепризăсенче çивӗч те кирлӗ япаласем выляма пăрахрăмăр. Эсир ун пек постановкăсене çӳреместӗр! Каçарăр, ку сăмахсене пурне те сирӗн урлă каланăшăн. Комеди ыйтатăр. Эп комедие хирӗç мар. Анчах кăмăл-сипет енчен тарăн япаласем те кирлӗ-çке? – хӗрӳллӗн калаçрӗ паллă актер.
Сехет çурă вăхăта тăсăлнă творчествăлла тӗлпулу шутлă минутсем пек иртсе кайрӗ. Шел те, кинофестивалӗн формачӗ ăна вăрăмрах тума май памасть. Хамăр ыйтусене те пурне те парса ӗлкӗреймерӗмӗр. Александр Носика Хусанти куракансем харпăр пурнăçа кӗменни, ытларах актерăн творчествăлла шăпипе çулӗ интереслентерни килӗшрӗ. Чылай чухне çак сăлтава пулах вăл журналистсемпе  тӗл пулма юратмасть. Хавхаланнăскер Хусана творчествăлла каç ирттерме тепӗр хут килме те хатӗррине пӗлтерчӗ.
Сăнӳкерчӗк kazan-mfmk.com сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: кинофестиваль