АЛЕКСЕЕВСКИ ÇӲП-ÇАП СОРТЛАМА ТЫТĂНАТЬ

Республика çӳп-çаппа кӗрешме пуçларӗ. Алексеевски районӗнче çӳп-çап тирпейлекен станци тума хатӗрленеççӗ. 2022 çулччен кун пек станцисем Тури Услонпа Арскра та пулмалла.
Çитес вăхăтра Алексеевски районӗнче çӳп-çапа сортлакан станци туса хумалла. Кун валли 200 миллион тенкӗ инвестици хывма палăртнă. Вырăнти «Заря» хаçат пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра станци хăш вырăнта пулас ыйтупа ӗçлеççӗ. План тăрăх, уйăрнă çӳп-çапăн 10-15% Хусана ăсатмалла, ыттине çутçанталăк сыхлавӗн законӗпе килӗшӳллӗн вырăнтах тирпейлемелле. Урăхла каласан пресласа брикетсем туса пытармалла. Çапла майпа пухăннă çӳп-çапри кирлӗ компонетсене (макулатура, пластик упаковка, метала тата кӗленчене) уйăрма пулать имӗш. Алексеевски районне çӗнӗ станци 80 çынна ӗçпе тивӗçтерме те шантарать. Хаçат 2022 çулччен кун пек станцисем тата Арскпа Тури Услонра та тума палăртнине хыпарлать. Çапла майпа малашне çӳп-çапа полигонсене вуçех те тăкмалла мар тесе тӗллев лартнă.
Анчах Хусанта çӳп-çап çунтаракан пӗртен-пӗр завод (ăна шăпах кăçал çулла тума пуçламалла) пӗтӗм республикăри çӳп-çапа çунтарса пӗтерейменни те паллă. Эппин, кун йышши завод промышленность аталаннă регионта пӗрре кăна та пулмасси куçкӗрет, хальлӗхе вӗсем ăçта вырнаçасси паллă мар-ха. Çырчалли пирки кăна сас-хура çӳрет. Анчах та Хусан тӗслӗхне тӗпе хурсан, вӗсем ăçтарах пулассине тавçăрма та йывăр мар пек. Кунта та малтан халăха хумхатас мар тесе малтан çӳп-çап сортлакан станци турӗç, кайран завод пирки те сăмах тухрӗ. Вырăнти халăх тем чухлӗ хирӗç пулсан та, ун сассине çӳлтисем илтмӗш туса ӗçе малаллах тăсрӗç, тăсаççӗ те. Çав вăхăтра таврана варалакан полиэтилен, пластик упаковкăсене сахаллатас тесе çăвар уçакан вара хальлӗхе çук-ха. ( А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
23 января 2021 - 19:07Тутарстанра пысăк вырăнта ӗçлекен «куккасăрах» лайăх карьера тума май пур халь Пуçаруллисене, пултаруллисене аталанма, пурнăçра хăй вырăнне тупма пулăшакан проекта республика валли вăйлă кадрсем хатӗрлемелли шкул теме те пулать. Унта лекнӗ çамрăксене тренерсем çулталăк тăршшӗпех вӗрентеççӗ, çак вăхăтра вӗсемпе мастер-классем, тренингсем ирттереççӗ, республика лидерӗсемпе тӗл пулаççӗ. Çапла майпа сезон вӗçленнӗ тӗле кандидат хăйӗн проектне хатӗрлеме кăна мар, ăна мӗнле тӗрӗс пурнăçа кӗртмеллине те хăнăхса çитет. 2020 çулта кăна, тӗслӗхрен, проектăн X тата XI сезонӗсене хутшăннисем хăйсен проекчӗсемпе 6000000 тенкӗлӗх грант çӗнсе илнӗ. Паллах, чи пултаруллисем республикăн кадрсен резервне лекеççӗ. Шăпах вӗсемпе çӗнелсе пырӗ те республикăн ертӳлӗхӗ. 2009 çултанпа проекта хутшăннă 12600 çамрăкран 2170-шне вӗрентсе кăларнă (вӗсем пурте проектăн финалне çитнӗ). 210-шне республикăн патшалăх тата муниципаллă власть органӗсене ӗçе илнӗ, 260-шне – промышленноçпа коммерци секторне. Çак вăхăтра проекта хушăннисен 75 проекчӗ пурнăçа кӗнӗ, 2350 социаллă акци, 350 ытла интерактивлă вӗрентӳ мероприятине ирттернӗ.3600
-
23 января 2021 - 18:56«Дакар – 2021» ралли-рейдра штурмансене кăçал Сауд Аравийӗн çутçанталăкӗпе киленме май пулман Шăп пӗр эрне каялла, январӗн 15-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче Халăхсен хушшинчи «Дакар – 2021» ралли-рейд вӗçленчӗ. Массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлетпӗр ӗнтӗ, кăçал грузовиксен хушшинче малтанхи виçӗ вырăна та Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда йышăнчӗ: пьедестал çинче пирӗннисем тăчӗç, чыслав церемонийӗнче Раççей гимнӗ янрарӗ. «КАМАЗ-мастер» тепӗр хут Раççей автомобилӗсем чи шанчăклине, хăватлине, спортсменӗсем чи чăтăмлă тата опытлине кăтартса пачӗ. «Сувар» вулаканӗсем асăннă командăн йышӗнче хамăрăн ентешӗмӗр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин пулнине аван пӗлеççӗ. Кăçал вăл тăваттăмӗш хут А.Шибалов экипажӗн йышӗнче штурман пулса «Дакара» хутшăнчӗ, виççӗмӗш хутчен çак ăмăртуран призлă вырăнпа таврăнчӗ. Кăçал экипаж 2-мӗш вырăн йышăнса «Кӗмӗл бедуина» тивӗçрӗ. Сауд Аравийӗнчен таврăнсанах эпир Дмитрий Никитинпа тӗл пултăмăр, вăл хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.4301
-
23 января 2021 - 10:17Яла çӗклеме Иван Иванович Казанков пулăшрӗ Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялне Тутарстанра питӗ лайăх пӗлеççӗ. Кунта çын валли ӗç те, пурăнма çурт та, сипленме хуларинчен кая мар больница та, вӗренме хăтлă шкул та – йăлтах пур. Хăв кăна ан ӳркен. Ытти тăрăхра çамрăк çемьесен шучӗ чакса пырать пулсан, кунта ӳсет. Çаксем пурте йăлтах пӗр çын – Сиктӗрме-Хусанкайӗнчен тухнă Иван Казанков тăрăшнипе пулнă. Хăй вăл Марий Элти Звениговăра пурăнать, унта йӗркелесе янă совхоз вара Раççей шайӗнче кӗрлесе тăрать.6700
-
22 января 2021 - 20:13Тӗрӗсленӗ машинасенчен 96-шӗ ҫӗмрӗк пулнӑ Тӗрлӗрен ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн таксистсене 1,5 пин штраф ҫырса панӑ8601
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ4100
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр2600
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне2800
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.114300
-
21 января 2021 - 18:45Тутарстан Президенчӗ хуласене юртан хӑвӑртрах тасатма хушнӑ Влаҫ вертикалӗн ҫитменлӗхӗсенчен пӗри – пуҫлӑх хушмасӑр нукерсем йӑшӑлтатма пуҫламаҫҫӗ11100
-
21 января 2021 - 17:29Пӗччен ӗҫлекенсен тупӑшӗ ӳссе пырать Тутарстанра вӗсен шучӗ 102435 ҫынна ҫитнӗ9900
-
21 января 2021 - 18:25Ача ҫуралассипе пирӗн республика мала тухнӑ Демографи статистики ҫине ҫуралакансем кӑна мар, вилекенсем те витӗм кӳреҫҫӗ9700
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика