Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Алексей Наумовăн çӗнӗ тыткăналакан юрри тухнă

Тата мӗнле «тутлă кукăльсем» кăларать-ши композитор хăй кăмакинчен?

Официаллӑ Раҫҫей Валентин уявне паллӑ тума шутламасть пулин те, халӑхра февралӗн 14-мӗшне малтанхи пекех савакансен кунӗ тесе уявлаҫҫӗ. Ара, унччен 20 ҫул паллӑ тунӑ та... Юрӑҫсем те ҫак кун тӗлне хӑйсен ҫӗнӗ пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерме тӑрӑшрӗҫ. Алексей ятлисен ку пулчӗ те теес килет. Тӗслӗхрен, Шупашкарта пурӑнакан Алексей Мосовскийӗн хуравсӑр юрату темипе ӳкернӗ кулӑшла "Чи лайӑх чӑваш клипӗ" февралӗн 14-мӗшӗнче соцсетьсенче ҫиҫӗм хӑвӑртлӑхӗпе саланчӗ.

Хусанта пурӑнакан Алексей Наумов та ӑшӑ хӗле пула "ыйхӑран вӑранчӗ" пулмалла. Февраль пуҫламӑшӗнче вӑл музыкӑри хальхи тенденцисемпе ҫырнӑ "Вулкан" юрӑпа тӗлӗнтерчӗ итлекене. Юратакансен кунӗ тӗлне ак тепӗр шедевр тухрӗ юрӑҫ-композиторӑн студийӗнчен. "Ан вӑтан" юрра юрлама ӑна хальхинче Нурлат пики Олеся Шерникова пулӑшрӗ. Хӑйне евӗрлӗ дуэта итлекенсем тӗрлӗрен хакларӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, каччӑсен хуравӗсем пӗрешкелтерехчӗ –"пӗрремӗш юратӑва аса илтерет". Хӗрсен хӑш-пӗр хуравӗсемпе сире те паллаштарас килет.

Регина, Пӑва:
«Шел пулин те, Олесян пултарулӑхӗпе хальтерех паллашманччӗ. Питӗ интереслӗ юрӑ хатӗрленӗ вӗсем Алексей Наумовпа. Арӑмӗпе упӑшки пекех сассисем пӗр евӗрлӗ янраҫҫӗ.»

Ирина, Патӑрьел:
«Епле ҫепӗҫ юрӑ. Пӗр-пӗр америка юмахӗ е мультикӗнчи пекрех туйӑнать. Алексей Наумов унчченхи пек роковый мар. Тӗлӗнмелле вокал, илентерес. Мӗнле юрласа кӑларнӑ? Ҫак юрӑ пӗр-пӗр чӑваш мелодрами валли ҫырнӑ саундтрек пек туйӑнать.» 

Анна, Шупашкар:
«Питӗ хитре. Оранжировка, инструментсем, сӑмаххисем те! Юррине те хитре юрлаҫҫӗ. Хӗрачин сасси вайл
ă!»

Надина, Елчӗк:
«Хӑйне евӗрлӗ дуэт, асра юлать, ман шутпа. Ҫиелтен пӑхсан, сӑвви ансат пек туйӑнать, анчах та темиҫе хут итлесе пӑхсан, кӗввипе килӗшӳллӗ.»

Татьяна, Мускав:
«Малтан итлесен арҫыннин сасси пӗрешкелтерех пек. Чӑваш эстрадинче ун пек юрлакансем нумай. Хӗрӗн сасси вара таса, шыв пек юхать – итлеме кӑмӑллӑ. Пурпӗр ку дуэт мана савӑнтарчӗ. Чуна тивекен юрӑ! Кӑмӑла кайрӗ.» 

Ольга, Аксу:
«Питӗ хӑватлӑ! Ҫӳҫентерет. Туйӑмсене ҫӳле кӑларать. Сӗрме купӑс сасси чуна пырса тивет. Сӑмахӗсенчи р - сасӑ: "вут-кӑвар", "кирлӗ мар" юрра вӑйлатса янравлӑ тӑвать.» 

Ирина, Ҫарӑмсан:
«Юррин самахӗсем питӗ хитре. Кӑштах тӑстарӑннӑ пек туйӑнать пулсан та, кӗвви питӗ кӑмӑллӑ. Мӗнпе-тӗр Алексей Шадриковӑн юррисене аса илтерет, ҫавӑн пекех лӑпкӑ та шухӑшлӑ.»
 

Оксана, Çӗпрел:

«Ку юррă ӗçсе тăранайми çăл шывӗ пек, итлес те итлес килет ăна. Хамăн телефонри будильник кӗввине лартрăм «Ан вăтана». Вăранма интереслӗ унпа. Пачах та тăрас килмест вырăн çинчен, итлесе выртас килет.»

Анастасия, Теччӗ:

«Алексей Наумов пӗрремӗш йӗркесене юрласа ярсанах çан-çурăм çӳçенет. Кантăкран пăхатăп та çуркунне ,юрату вăхăчӗ çитнӗ пек. Лайăх парне ку юратакансемшӗн.» 

Мӗнех, «Хусан чăвашӗсем» проектран Алексей Наумов пӗчӗккӗн уйрăм юрлакана тухса пыни куçкӗрет. Çакна пӗлтӗр тӗрлӗ стильпе çырнă «Ку вăл вăйă мар», «Тӗрленӗ галстук», тата «Жанна» юрăсем те, «К кельтам» вырăсла юрă та (вӗсем пурте Алексей Наумовăн Вконтактери страници çинче пур) çирӗплетеççӗ. Тата мӗнле «тутлă кукăльсем» кăларать-ши композитор хăй кăмакинчен – вăхăт кăтартӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев