Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Алексей Трофимов пирӗн асра çутă сăнарӗпе упранса юлӗ

Cентябрӗн 17-мӗшӗнче, каçпа, Шупашкартан хурлăхлă хыпар çитрӗ. Чăваш çыннисен хушшинче пӗрремӗш искусствоведени докторӗ, ученăй-теоретик, Раççей Федерацийӗн, Чăваш Республикин, Тутарстан Республикин искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Алексей Трофимов ӗмӗрлӗхех пиртен уйрăлса кайрӗ. 

Алексей Александрович питӗ пултаруллă, тухăçлă ӗçлекен, ырă кăмăллă çынччӗ. Чăваш халăхӗшӗн питӗ нумай ӗç турӗ. Чăваш искусствоведенин никӗсне вăл йӗркеленӗ тесен те йăнăш мар. Халăх прикладной искусствине вăл аваллăхран пуçласа паян куна çитиччен, чăваш ӳнерçисен творчествине тӗпченӗ. Искусствоведенин наука орбитине вăл çӗнӗ темăсемпе юхăмсем кӗртнӗ.

Алексей Александрович Тутарстанра пурăнакан чăвашсен ентешӗ. Вăл 1935 çулхи январӗн 28-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Чăваш Киреметӗнче çуралнă. 1969 çулта И.Е.Репин ячӗллӗ СССР Ӳнер академийӗн живописьпе скульптура, архитектура институтӗнчен вӗренсе тухнă. 1954-1957 çулсенче Германире хӗсметре тăнă. Унта вăл Совет çарӗсен Офицерсен çуртӗнче художник-оформитель пулса ӗçленӗ.

1969 çултан пуçласа Чăваш Енӗн Министрсен Канашӗ çумӗнчи Чӗлхе, литература, историпе экономика наукăпа тӗпчев институтӗнче ӗçлет. 1974 çулта аслă наука сотрудникӗ пулса тăрать. 1983 çулта – искусствăсен уйрăмӗн заведующийӗ. 1996-2002 çулсенче институт директорӗнче ӗçлет. 2002 çултан пуçласа искусствоведени уйрăмӗн тӗп наука сотрудникӗ пулса тăрать. 

Кандидат диссертацине 1981 çулта СССР Художество академийӗн ӳнер искусствисен теорийӗпе историйӗн институтӗнче хӳтӗлет, 1994 çулта Раççейри Художество академийӗнче – доктор диссертацине.

Алексей Александровичăн ӗçченлӗхӗ питӗ тӗлӗнтерет. Хăй пурнăçӗнче вăл 200 ытла наука ӗçӗ, 17 наука монографийӗ, 8 художествăлла альбом хатӗрленӗ.  Ӗçне кура чыспа хисепӗ те пысăк. Алексей Александрович Раççей Ӳнер академийӗн хисеплӗ академикӗ, Чăваш Республикин Патшалăх премийӗсен лауреачӗ тата ытти те. Унăн ӗçӗсене Вырăс патшалăх музейӗн наука ӗçӗсенче, çавăн пекех Болгарири, Венгрири, Германири музейсенче те, пичетленӗ.

Алексей Трофимов ӗçри çитӗнӗвӗсене пăхмасăрах сăпайлă та ырă çынччӗ, мăнкăмăлланине пӗрре те асăрхаман. Тутарстана та килсех тăратчӗ. Ентешӗсемпе тӗл пулма питӗ кăмăллатчӗ вăл. «Тăван республикăна килме питӗ юрататăп, кунтан çӗнӗ вăй пухса каятăп», – тенине пӗрре мар илтнӗ унран.

Хал акă вăл пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ. Пирӗн асра вăл çутă сăнарӗпе, ырă кăмăлӗпе ӗмӗрлӗхех асра юлӗ. Ӗçӗсем халăх культурин тупри шутланса çитес ăрусем валли еткер пулса юлӗç.

Алексей Александровичăн тăванӗсемпе, ӗçтешӗсемпе, çывăх тусӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланнине пӗлтеретпӗр.

ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн Канашӗ, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем.  

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: знаменитые люди чувашского народа