Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Алмаз АХМЕТШИН: «ЧĂВАШ ЧӖЛХИПЕ КАЛАÇАССИ МОДĂРА ПУЛМАЛЛА»

Чӗлхе çухалать, тăван халăхăн историне çамрăксем пӗлмеççӗ тесе тем пек йӗрсе лар, анчах унран усси çук. Ӗçне тумалла

Чăваш ачисемпе çамрăксене тăван чӗлхепе, культурăпа, историпе интереслентерес тӗллевпе Нурлатра чӗлхеçӗсемпе, историксемпе, таврапӗлӳçӗсемпе пӗрле çитес çулта анлă форум ирттерме планлаççӗ. Кун пирки Нурлат районӗн пуçлăхӗ Алмаз Ахметшин пӗлтерчӗ. Унпа эпир ноябрӗн 30-мӗшӗнче тӗл пултăмăр. Ӗçлӗ калаçу тăван чӗлхесене вӗрентесси, упраса хăварасси тавра пычӗ.

 

«Чӗлхе çухалать, тăван ха­лă­хăн историне çамрăксем пӗлмеççӗ тесе тем пек йӗрсе лар, анчах унран усси çук. Ӗçне тумалла. Мӗншӗн шкул ачисене пуçтарса конференци е форум ирттерес мар? Унта историксем, чӗлхеçӗсем, ыттисем хутшăнч­чăр. Хамăр тумасан пирӗншӗн никам та ӗçлемӗ», – терӗ Алмаз Салимович пирӗнпе пӗрле ӗçлеме хатӗррине палăртса.
Ӗçлӗ тӗлпулăва район пуçлă­хӗсӗр пуçне унăн Нурлат хули енӗпе çумӗ Владимир Кашкаровпа Нурлат районӗн Канаш аппарачӗн ертӳçи Дина Хуззятова хутшăнчӗç.
Алмаз Салимович шучӗпе ытларах хула ачисене тăван чӗлхепе историе вӗрентессипе ӗçлемелле. Ун шучӗпе, хулара ачасен хушма пӗлӳ илме ытларах май пур, çавăнпа вӗсем аталану енӗпе маларах пыраççӗ. Çавна май мăнкăмăлланма, ял ачине кӳрентерме пăхаççӗ. Имӗш тăван чӗлхепе калаçни модăра мар. Ял ачи вара хулари тантăшӗнчен вăтанса хăйӗн тăван чӗлхипе калаçмасть, тăрăхласа куласран хăрать. Майпен ку комплекса çаврăнать. Хулара пурăнакан тутар е чăваш ачи хăй чӗлхине пӗлни вара ăна ялти тантăшне тата чӗлхен чăн пӗлтерӗшне ăнланма, ăша хывма пулăшать, чăваш чӗлхипе калаçасси модăна кӗрет.  
– Ялсенче тăван чӗлхесене вӗренеççӗ-ха, хулара ку йывăрпа пырать. Çавăнпа маларах каланă шухăшсем питӗ пӗлтерӗшлӗ, – тет Алмаз Салимович.
Район пуçлăхӗ Нурлатра Тă­ван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче питӗ нумай мероприяти ирттернине, вӗсен кăтартăвӗ пуррине каларӗ. Хулари Туслăх Çуртӗнче чăваш туйне ирттернине те асăнса хăварчӗ. Район админист­рацийӗ наци туйне ирттерекенсене парне пама пулни те хавхалантарнă пулӗ мăшăрсене. Мăшăрланăва çирӗплетме тӳлевсӗр залпа тивӗçтернӗ, артистсене чӗнес тăкака та район хăй çине илнӗ.
Алмаз Ахметшин шучӗпе, нумай нациллӗ республикăра пӗр-пӗрин культурине хисеп­лени питӗ кирлӗ. «Тутар чăваш патне хăй наци тумне тăхăнса уявлама килтӗр, чăваш тутар Сабантуйне капăрланса килтӗр. Çапла пӗрле кăна эпир наци чӗлхисене упраса хăварма пултаратпăр».
Тӗлпулура Нурлат районӗнче чăваш чӗлхине вӗрентессине аталантарма комисси йӗркелесе ярассине те сӳтсе яврăмăр. Унта ЧНКЦ председателӗнчен пуçласа ытти ведомствăсенче ӗçлекен чăвашсем, чăваш чӗлхине вӗрентекенсем таранччен кӗме тивӗç.

Историе пӗлменни ура хурать

Каларăмăр ӗнтӗ, нумай чухне хамăрăн историе, пуян культура еткерӗ пуррине пӗлменни чӗлхене вӗренессинчен пис­терет. Шкулта Раççей историне вӗрентеççӗ-ха, анчах ытти халăхсен кун-çулне уçса пани çук. Сăмахран, мӗншӗн историе Атăлçи халăхӗсемпе çыхăннă пай кӗртес мар? Çумра пурăнакан халăхсем çинченех нимӗн те пӗлместпӗр вӗт?
Алмаз Салимович шучӗпе, Раççей историйӗ ытларах вăр­çăсен урлă сăнланать: «Пӗтӗм ис­тори камăн-тăр çӗрне вăр­çăпа кайса туртса илни е кам­ран та пулин хӳтӗленни çинче никӗсленсе тăрать. Вăрçă тата патшасен историйӗ пулса тухать. Халăх вара унта çук. Çакă пысăк çитменлӗх».
Çавăнпа çитес çулта чăваш ачисемпе Нурлатра анлă форум ирттерессине ӗç программине кӗртме сӗнчӗ те район пуçлăхӗ. Ун шучӗпе, унта тутар, вырăс ачисене явăçтарсан аван пулмалла.
«Чăваш культурине аталантарассипе эпир ӗçлетпӗр. Тӗрӗссипе, республикăра ку ӗç пиртен пуçланчӗ. 10 çул ытла Раççей шайӗнче Уяв ирттертӗмӗр. Вăл пиртен кайсан та ăна кашни çул йӗркелетпӗр. Тепӗр çул та пулать, рес­публика Уявӗччен пӗр эрне маларах», – пӗлтерчӗ Алмаз Ахметшин.
Нурлатра чăваш çыравçисем нумай пулнине тата Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн съездӗнче тунă йышăнăва шута илсе район пуçлăхӗ черетлӗ съезда Уявччен пӗр кун маларах ирттерме сӗнчӗ.
Амбицилле тӗллевсен шутӗнче районта чăваш театрне йӗркелесси те пур. Хальлӗхе Туслăх Çуртӗнче драмкружок ӗçлет, малашне унран  халăх театрӗ туса хурасшăн.
Владимир Михайлович Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн филиалне уçасси пирки те каларӗ. Район пуçлăхӗ ку енӗпе те пулăшма сăмах пачӗ.
Ун шучӗпе тăван чӗлхесене вӗрентесси Хусанти патшалăх педагогика университетне Хусанти федераллă университетпа пӗрлештерни те ура хурать. Педагогсем, чӗлхеçӗсем çитмеççӗ. Тӗрӗссипе пӗрлештерни те мар ку, педагогика аслă шкулӗ федераллă университетра юхăм пек   тăрса юлчӗ. Район пуçлăхӗн сăмахӗпе, ку педагогика вӗрентӗвне вӗлернипе танах. Чăн та, ХППУн наукăпа пурлăх бази, преподавательсен йышӗ питӗ пуян та çирӗпчӗ. Çавна пула вӗрентӳ сферинче кадрсен çитменлӗхӗ çивӗч. Федераллă университет­ран вӗренсе тухнисем (педагогика енӗпе пулсан та) шкула ӗçлеме каясшăн мар. Çавăнпа тăван чӗлхене вӗрентессипе çыхăннă мероприятисем питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Ирина ГОРДЕЕВА.
Д.Хуззятова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев