Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Амадины – туслăх кайăкӗ

Октябрӗн 30-мӗшӗнче Хусанта Раççей тӗп халăхӗсен тăван чӗлхисемпе «Амадины» регионсен хушшинчи юрă конкурсӗн финалӗ пулать.

Октябрӗн 30-мӗшӗнче Хусанта Раççей тӗп халăхӗсен тăван чӗлхисемпе «Амадины» регионсен хушшинчи юрă конкурсӗн финалӗ пулать. Вăл Атăлçи патшалăх физкультурăпа спорт академийӗн Концерт залӗнче иртет (17.30 сехетре пуçланать).

«Амадины» çамрăксен хушшинчи автор тата анлă сарăлнă юрăсен конкурсӗ. Унăн тӗп условийӗ – юрăсем тăван чӗлхепе пулмалла. Конкурс темиçе тапхăрпа иртнӗ, заявкăсене октябрӗн 15-мӗшӗчченех йышăнчӗç. 14 регионтан çитнӗ 140 яхăн заявкăран 17-шне финала суйласа илнӗ, çак шута ансамбльсемпе юрă ушкăнӗсем те кӗреççӗ.

Вӗсен хушшинче Чăваш Республикинчен Культура институчӗн «Илем» ушкăнӗ пурри пире уйрăмах савăнтарать. Конкурсантсемпе ӗçлекен наставниксенчен пӗри – Раççей эстрада юрăçи, ТР тава тивӗçлӗ артистки, «Голос» шоу финалистки Эльмира Калимуллина финалистсене пысăк хак пачӗ.

– Конкурса хутшăннисенчен сахалăшӗ музыка пӗлӗвӗллӗ, ку пит пӗлтерӗшлех те мар, мӗншӗн тесен халăх юррисем вӗсем çӗр ăшӗнчен евӗр шалтан тухаççӗ, юнра пур. Нумайăшӗ мана хăйӗн пултарулăхӗпе тӗлӗнтерчӗ, савăнтарчӗ. Конкурс çулсерен пуласса шанатăп, – терӗ Эльмира Калимуллина «Татар-информра» октябрӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире.

Калас пулать, конкурса Хусан патшалăх энергетика университечӗ Тутарстан Халăхсен Çамрăксен ассамблейипе пӗрле «Росмолодежь» çамрăксен ӗçӗсемпе федераллă агентствăпа ТР Çамрăксен ӗçӗсемпе министерстви пулăшнипе йӗркеленӗ.

Мӗншӗн-ха конкурса «Амадины» ят панă, мӗне пӗлтерет вăл? Пурте пӗлсе те пӗтереймеççӗ пулӗ амадина кайăкӗ çинчен. Ку ыйтăва ТР Халăхсен Çамрăксен ассамблейин канашӗн председателӗ Тимур Кадыров хуравларӗ.

– Нумайччен шутларăмăр конкурса мӗнле ят парасси пирки. Шăпчăк кайăкӗ хитре юрланă май кайăк ячӗ парас килчӗ. Анчах ăна тахçанах йышăннă. Шырарăмăр та амадина кайăкне тӗл пултăмăр. Вăл çичӗ тӗслӗ кайăк, Раççей халăхӗ те нумай тӗслӗ, тӗрлӗ халăх пурăнать унта. Çӗршыв та çитмӗл çичӗ тӗслӗ амадина пек. Амадина пирӗншӗн туслăх символӗ пулса тăчӗ, – терӗ Тимур Кадыров. («Татар-информ» ИА сăнӳкекрчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль