Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Амăш капиталӗпе усă курнă, тивӗçне пурнăçламан

Патшалăх панă укçапа пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма усă курнă пулин те, Н. çурт-йӗре ачисене пай уйăрса парса  пӗрле харпăрлăха çыртарман. Çавна кура Нурлат хулин прокуратури тавлашуллă çурта харпăрлăха çыртарасси пирки суда тавăç тăратнă.

Хăшӗ-пӗри патшалăх паракан укçапа усă курать, анчах хăйӗн тивӗçӗсене пурнăçламасть. Ак, тӗслӗхрен, Н. гражданка 2019 çулта ялта çурт туяннă. Çакна пурнăçлама вăл туянакан çурта салука хунă та банкран кредит илнӗ. Унтан вăл çав çурта ачисемпе пӗрле харпăрлăха çыртарса пурăнмалли çурт çинчен обремененине илнӗ хыççăн 6 уйăх иртиччен пай уйăрса пама шантарса нотариаллă обязательство çырнă. Амăш (çемье) капиталне Н. заявленийӗпе тӗп парăма тата кредитăн проценчӗсене тӳлесе татма янă. 

Анчах та патшалăх панă укçапа пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма усă курнă пулин те, Н. çурт-йӗре ачисене пай уйăрса парса  пӗрле харпăрлăха çыртарман. Çавна кура Нурлат хулин прокуратури тавлашуллă çурта харпăрлăха çыртарасси пирки суда тавăç тăратнă. Нурлат район сучӗ прокурор ыйтнине туллин тивӗçтернӗ. Унсăр пуçне суд Н.-ран 300 тенкӗ патшалăх пошлинин тӳлевне те шыраса илнӗ. 

Шел пулин те, çакнашкал тӗслӗхсем Нурлат районӗнче сахал мар. Амăш (çемье) капиталӗпе пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма усă куракан граждансен хăйсен тивӗçӗсене пурнăçласси çине тимлӗрех пăхмалла, унсăрăн судра явап тытма лекӗ. 

Альбина САМИГУЛОВА,

Нурлат район сучӗн судья пулăшуçи. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: из зала суда