News by tag - из зала суда
-
Сыхлăх пирки мӗншӗн манатпăр-ши?
2023 çулхи çулла шăрăх пулчӗ. Халăх май уйăхӗнчех çырма-кӳлле шыва кӗме çӳрерӗ. Шыва кӗрес килет-тӗк хăшӗ-пӗри юраман вырăнне те пăхмасть вӗт. Акă Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьел ял хутлăхӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи 2023 çулхи майăн 19-мӗшӗнче ял хутлăхне кӗрекен çырма-çатрара шыва кӗме юраманни пирки постановлени кăларнă.
-
Ют çын карточкипе тавар ан туян – суд умне тăма тивӗ
Р. ют банк карттисен реквизичӗсемпе усă курса паллă интернет-лавккара 13635 тенкӗлӗх тавар туяннă. Р. судра хăйӗн айăпне йышăннă, хур курнă çынна кӳнӗ тăкака саплаштарнă.
-
Амăш капиталӗпе усă курнă, тивӗçне пурнăçламан
Патшалăх панă укçапа пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма усă курнă пулин те, Н. çурт-йӗре ачисене пай уйăрса парса пӗрле харпăрлăха çыртарман. Çавна кура Нурлат хулин прокуратури тавлашуллă çурта харпăрлăха çыртарасси пирки суда тавăç тăратнă.
-
Маскăсăр çӳрекенсене штраф пысăкки те хăратмасть
2021 çулхи çак тапхăрччен Нурлат районӗн судне çӗнӗ коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тесе кӗртнӗ чарусене пăснăшăн граждансем, харпăр предпринимательсем, должноçри çынсем тӗлӗшпе 2800 ытла материал килнӗ. Ытларах чухне вӗсене административлă явап тыттарса тӗрлӗ суммăлăх административлă штраф тӳлеттерме йышăннă. Суд палăртнă штрафа хăйсен ирӗкӗпе тӳлеменнисем тӗлӗшпе административлă явап тытмалли пирки калакан постановление суд приставӗсене ярса параççӗ.
-
«Муллă» çӗр лаптăкӗ
Кабель чăнах та пурăнма чăрмантарнине С. гражданин судра ӗçпе çирӗплетеймен. Çӗнӗ вырăн тупмасăр кабеле куçарни сисӗнмеллех чăрмав кӳресси куçкӗрет, мӗншӗн тесен вăл нумай абонента çыхăнупа тивӗçтерет.
-
Хăйне явап тыттарасран хăранипе машинине вăрланă тесе полицие евитленӗ
Çынсем нумай чухне ӗçсӗр аптраса закона пăсаççӗ. Аксу поселокӗн Б. гражданинӗпе те çаплах пулса тухнă. Хăйӗн юлташӗсене поселок тăрăх ярăнтарма шутланă. Нумай пулмасть кăна уçăлнă çуран çӳремелли парка, тин кăна брусчатка сарнă строительсен ӗçне тӗрӗслесе пăхас шутпа та ахăр, машинипех кӗрсе кайнă. Нимӗн интереслине те курманнипе çаврăнма хăтланнă вăхăтра çывăхри çырманах чăмнă. Машинине кăларайманнипе киле саланнă. Хăйне явап тыттарасран хăранипе машинине вăрланă тесе полицие евитленӗ.
-
Хăй чăн та ӗçленине документпа çирӗплетеймен
Суд тӗрӗслевӗ тата тăратнă документсем кăтартнă тăрăх, РФ Пенси фончӗн Тутарстанри управленийӗн Нурлатри уйрăмӗ Н. гражданина ятарлă стаж çителӗксӗррине кура чăнах та 2013 çулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче тухнă 400-мӗш номерлӗ «Страхлакан пенсисем çинчен» Федераллă законăн 30-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 2-мӗш пункчӗпе вăхăтсăр пенсие кăларма ирӗк паман. Мӗншӗн тесен вăл каменщиксен бригадинче е комплекслă бригадăсенчи каменщиксен ушкăнӗнче ялан ӗçленине ӗнентерекен документсем тăратман. Каменщиксен ятарлă ушкăнӗсенчен тăракан каменщик е комплекслă бригадăсем йӗркеленине ӗнентерекен приказсем те, ытти документаци те, ӗç паракансенчен ӗç характерне çирӗплетекен справка та пулман унăн.
-
Ют çынсемшӗн кредит тӳлес темесен, парольсемпе пин-кодсене никама та ан пӗлтер
Пӗрре ун патне палламан çынсем шăнкăравланă та хăйсем банк ӗçченӗсем пулнине, унăн ячӗпе кам-тăр кредит илме хăтланни пирки пӗлтернӗ. Кредит илес операцие пăрахăçлама пулăшатпăр тесе улталаса вӗсем хӗрарăма хăйсем мӗн хушнине пурнăçлама сӗннӗ. А. гражданка ыйтнине пӗтӗмпех тунă, хăйӗн телефонӗ çине килнӗ парольсене те каланă. Палламан çынсемпе калаçса пӗтерсен хӗрарăм мобильлӗ приложение кӗнӗ те хăйне кредит панине, унтан ăна палламан икӗ арçынна куçарнине курнă.
-
Преступниксем вăрланă япалана сутма хăтланнă, анчах ӗç тухман
Çамрăк çынсем вăрланине складран аяккарах илсе кайса машина çине тиенӗ те кӳршӗлле облаçа илсе кайнă. Те туянакан темшӗн хăйӗн шухăшне улăштарнă, те хакӗ пирки калаçса килӗшеймен – вăрăсене кӗске вăхăтрах пуйма май килмен. Полици çухалнă япалана шыранине илтсен хайхисем вăрланин пӗр пайне каялла тиесе килнӗ те çывăхри посадкăра пушатса хăварнă. Ăна часах хуçалăхра ӗçлекенсем асăрханă та каялла склада тавăрнă. Юлнă пайне каялла илсе килме май килменнипе çавăнтах çунтарса янă.