Ют çын карточкипе тавар ан туян – суд умне тăма тивӗ
Р. ют банк карттисен реквизичӗсемпе усă курса паллă интернет-лавккара 13635 тенкӗлӗх тавар туяннă. Р. судра хăйӗн айăпне йышăннă, хур курнă çынна кӳнӗ тăкака саплаштарнă.
Нурлат район сучӗ Р. гражданин тӗлӗшпе пуçарнă уголовнăй ӗçе пăхса тухнă. Суд ларăвӗнче паллă пулнă тăрăх, вахта мелӗпе ӗçлекен Р. пӗррехинче ӗçрен таврăннă та хăйӗн докуменчӗсен хушшинче икӗ ют банк карттин реквизичӗсене çырнă хут асăрханă. Ку хута вăл ӗçлекен çӗрте вырнаçнă вакунран хаçатпа пӗрле асăрхамасăр чиксе тухнă-мӗн. Р. ют банк карттисен реквизичӗсемпе усă курса паллă интернет-лавккара 13635 тенкӗлӗх тавар туяннă. Р. судра хăйӗн айăпне йышăннă, хур курнă çынна кӳнӗ тăкака саплаштарнă.
Суд Р.-на РФ Уголовнăй кодексӗн 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗн «г» пунктӗнче пăхса тухакан преступление тунă тесе айăпланă (ют çыннăн пурлăхне çаратни), 1 çул та 6 уйăх тӗрӗслев вăхăчӗ палăртса 2 çуллăха условнă ирӗкрен хăтармалла тунă.
Алия ГИЛЬМУТДИНОВА,
Нурлат район сучӗн судья пулăшуçи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев