Преступниксем вăрланă япалана сутма хăтланнă, анчах ӗç тухман
Çамрăк çынсем вăрланине складран аяккарах илсе кайса машина çине тиенӗ те кӳршӗлле облаçа илсе кайнă. Те туянакан темшӗн хăйӗн шухăшне улăштарнă, те хакӗ пирки калаçса килӗшеймен – вăрăсене кӗске вăхăтрах пуйма май килмен. Полици çухалнă япалана шыранине илтсен хайхисем вăрланин пӗр пайне каялла тиесе килнӗ те çывăхри посадкăра пушатса хăварнă. Ăна часах хуçалăхра ӗçлекенсем асăрханă та каялла склада тавăрнă. Юлнă пайне каялла илсе килме май килменнипе çавăнтах çунтарса янă.
Нумай чухне ӗçлеме пултаракан çынсем, çав шутрах тивӗçлӗ канăва тухнисем те, укçа пурăнмалăх çителӗклӗ пултăр тесе май килнӗ таран ытларах ӗçлеме тăрăшаççӗ. Анчах та эпир каласа паракан историнчи çынсем пирки мар ку сăмах. Кусем ӗçлемесӗрех хăвăрт пуйма шутланă. Кӗнӗ укçана ăçта тăкакласси пирки те кашниех маларах шутласа хунă ахăр…
Акă 2020 çулхи август вӗçӗнче тăватă çамрăк Аксу районӗнче вырнаçнă пӗр ял хуçалăхӗн шучӗпе саккунсăр майпа пуйма шутланă. Вӗсенчен пӗри çав хуçалăхра ӗçленӗ, çавăнпа та ӳсен-тăран ӳстерес ӗçре усă куракан хаклă йышши химикатсене ăçта упранине те, складсене еплерех хуралланине те лайăх пӗлнӗ. Хăйсен планне пурнăçа кӗртме вӗсем маларахах тӗплӗн калаçса татăлнă. Çапла вара пӗррехинче çӗрле хуçалăхăн Кукăркӳл ялӗ çывăхӗнчи склачӗн алăкне ватнă та канистрсенче упранакан 770 литр химиката вăрласа тухнă, пӗтӗмпе 1954220 тенкӗлӗх. Çапла майпа хуçалăха пысăк тăкак кӳнӗ.
Çамрăк çынсем вăрланине складран аяккарах илсе кайса машина çине тиенӗ те кӳршӗлле облаçа илсе кайнă. Те туянакан темшӗн хăйӗн шухăшне улăштарнă, те хакӗ пирки калаçса килӗшеймен – вăрăсене кӗске вăхăтрах пуйма май килмен. Полици çухалнă япалана шыранине илтсен хайхисем вăрланин пӗр пайне каялла тиесе килнӗ те çывăхри посадкăра пушатса хăварнă. Ăна часах хуçалăхра ӗçлекенсем асăрханă та каялла склада тавăрнă. Юлнă пайне каялла илсе килме май килменнипе çавăнтах çунтарса янă. Следстви çакна тӗпчесе пӗлсен вăрăсен хăйсем çук тунă химикатшăн пӗтӗмпех тӳлесе татма тивнӗ.
Çак преступленипе çыхăннă уголовнăй ӗçе Аксу район сучӗ пăхса тухнă. Суд айăпланакансене РФ Уголовнăй кодексӗн 4-мӗш статйин «б» пункчӗ пăхса тухакан преступление тунăшăн айăплă тесе йышăннă. Айăпне йышăнса хăйсен ирӗкӗпех пынине, преступление уçса пама пулăшнине, тăкака хăйсен ирӗкӗпех саплаштарнине, айăпа йышăнса ӳкӗннине шута илсе суд вӗсене кашнинех 3 çул та 6 уйăхлăха ирӗкрен хăтармалла тунă. РФ Уголовнăй кодексӗн 73-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, суд айăплисене палăртнă наказание условнăй тесе йышăнса кашнинех 3 çуллăха тӗрӗслев вăхăчӗ палăртнă. Приговор саккунлă вăя кӗмен-ха.
Аксу район сучӗн пресс-служби.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев