News by date 27 February 2021
-
Анатолий ХМЫТ: «ЧУНА ПЫРСА ТИВЕКЕН ӖÇ-ПУÇ ÇИНЧЕН КАЛАСА КĂТАРТСАН ÇЫРМАСĂР ЧĂТАЙМАСТĂП»
– Астăватăп-ха, Афганистанра ту çинче выртатпăр, чуллă вырăн, пулеметран пени илтӗнет, хăрушă. Аялта шăпчăксем юрлаççӗ, сад пахчисем курăнаççӗ. Çавăн чухне хама сăмах патăм: ку шăтăкран чӗрӗ тухсан ятарласа Шупашкара каятăп, вӗренме кӗретӗп, çак вăрçă çинчен çырса кăтартатăп. Юлташсем, пӗлӗшсем чуна пырса тивекен ӗç-пуç çинчен каласа кăтартсан çырмасăр чăтаймастăп. Кашни хайлаврах чăнлăх тӗпре.
-
Ют çынсемшӗн кредит тӳлес темесен, парольсемпе пин-кодсене никама та ан пӗлтер
Пӗрре ун патне палламан çынсем шăнкăравланă та хăйсем банк ӗçченӗсем пулнине, унăн ячӗпе кам-тăр кредит илме хăтланни пирки пӗлтернӗ. Кредит илес операцие пăрахăçлама пулăшатпăр тесе улталаса вӗсем хӗрарăма хăйсем мӗн хушнине пурнăçлама сӗннӗ. А. гражданка ыйтнине пӗтӗмпех тунă, хăйӗн телефонӗ çине килнӗ парольсене те каланă. Палламан çынсемпе калаçса пӗтерсен хӗрарăм мобильлӗ приложение кӗнӗ те хăйне кредит панине, унтан ăна палламан икӗ арçынна куçарнине курнă.
-
Преступниксем вăрланă япалана сутма хăтланнă, анчах ӗç тухман
Çамрăк çынсем вăрланине складран аяккарах илсе кайса машина çине тиенӗ те кӳршӗлле облаçа илсе кайнă. Те туянакан темшӗн хăйӗн шухăшне улăштарнă, те хакӗ пирки калаçса килӗшеймен – вăрăсене кӗске вăхăтрах пуйма май килмен. Полици çухалнă япалана шыранине илтсен хайхисем вăрланин пӗр пайне каялла тиесе килнӗ те çывăхри посадкăра пушатса хăварнă. Ăна часах хуçалăхра ӗçлекенсем асăрханă та каялла склада тавăрнă. Юлнă пайне каялла илсе килме май килменнипе çавăнтах çунтарса янă.