Ют çынсемшӗн кредит тӳлес темесен, парольсемпе пин-кодсене никама та ан пӗлтер
Пӗрре ун патне палламан çынсем шăнкăравланă та хăйсем банк ӗçченӗсем пулнине, унăн ячӗпе кам-тăр кредит илме хăтланни пирки пӗлтернӗ. Кредит илес операцие пăрахăçлама пулăшатпăр тесе улталаса вӗсем хӗрарăма хăйсем мӗн хушнине пурнăçлама сӗннӗ. А. гражданка ыйтнине пӗтӗмпех тунă, хăйӗн телефонӗ çине килнӗ парольсене те каланă. Палламан çынсемпе калаçса пӗтерсен хӗрарăм мобильлӗ приложение кӗнӗ те хăйне кредит панине, унтан ăна палламан икӗ арçынна куçарнине курнă.
Хальхинче сăмах каллех кредит пирки. Анчах та çынсем кредит организацийӗсенчен илсе хăйсен нушишӗн тăкаклаканни пирки мар, шульăксем çынсене улталаса илтерекенни пирки. Уйрăмлăхӗ мӗнре-ха? Пӗрремӗшсем илнӗ укçапа усă кураяççӗ пулсан, иккӗмӗшсем ăна тытса та кураймаççӗ, тӳлевне вара пурпӗр тӳлесе татмалла.
Нурлат район судне нумай пулмасть А. гражданка банк тӗлӗшпе кредит килӗшӗвне туса çитермен тесе тавăç (иск) тăратрӗ. Унта вăл хăйӗн çав банкăн дебет картти пуррине, вӗсен мобильлӗ приложенийӗпе усă курнине палăртнă. Пӗрре ăна палламан çынсем шăнкăравланă та хăйсем банк ӗçченӗсем пулнине, унăн ячӗпе кам-тăр кредит илме хăтланни пирки пӗлтернӗ. Кредит илес операцие пăрахăçлама пулăшатпăр тесе улталаса вӗсем хӗрарăма хăйсем мӗн хушнине пурнăçлама сӗннӗ. А. гражданка ыйтнине пӗтӗмпех тунă, хăйӗн телефонӗ çине килнӗ парольсене те каланă. Палламан çынсемпе калаçса пӗтерсен хӗрарăм мобильлӗ приложение кӗнӗ те хăйне кредит панине, унтан ăна палламан икӗ арçынна куçарнине курнă. Палламан çынсем вара ăна калаçнă чух кредита банка тавăрса патăмăр, сирӗн халь пӗр пус та тӳлемелле мар тесе шантарнă.
Тепӗр кун А. гражданка банка кайса хăй çинче нимле кредит та пулманнине тӗрӗслеме шутлать. Банкра ăна ун ячӗпе кредит килӗшӗвӗ туни пирки пӗлтереççӗ. Çакна илтсен вăл Раççей ШӖМӗн Нурлат районӗнчи уйрăмне заявлени çырнă та çак ӗç тӗлӗшпе уголовнăй ӗç уçнă, А.-на инкек тӳснӗ çын тесе йышăннă. Банкра кредит парăмне хупма килӗшмен, çавăнпа та уйăхсерен хӗрарăмăн шучӗ çинчен тӳлев илсе тăрасси çинчен пӗлтернӗ. Тавăç заявленийӗнче А. гражданка кредит килӗшӗвне туса çитермен тесе йышăнма ыйтнă, мӗншӗн тесен вăл банка потребитель кредичӗ илме тесе нимӗнле заявлени те çырман, анкета та тултарман, кредит илес ӗçсене унăн телефонӗнчи мобильлӗ приложени урлă та туман.
Суд ларăвӗнче А. гражданка операцисене (кредит килӗшӗвне алă пуснине, условисемпе паллашнине) мобильлӗ приложени урлă, банка каймасăрах, банк унăн телефонӗ çине ярса панă пароле çырса пурнăçланине палăртнă. Çапла вара кредит илмелли заявлени-анкета çине те, кредит килӗшӗвӗ çине те А. гражданка электронлă майпа хăйех «алă пуснă». Мобильлӗ приложение унăн банк карттин персональнăй даннăйӗсемпе усă курса кӗнӗ.
Суд çакăн пек пӗтӗмлетӳ патне килсе тухнă: явап тытакан хăйӗн ӗçӗсене тунă чух килӗшӳсене пăхăннă, тавăç параканăн прависене пăсман. Палламан çынсене укçа куçарнă чух пӗрре усă курмалли парольсене çырнă, вӗсем вара тавăç параканăн телефон номерӗ çине килнӗ. Тавăç паракан банка хăй çав телефон номерӗпе усă курма пăрахни пирки нимӗнле информаци те паман. Килӗшӗве закон ыйтнине пӗтӗмпех пăхăнса тунă. Сделкăна тавăç паракан хăй хутшăннипе тунă пулса тухать, çавăнпа та суд тавăç паракан ыйтнине тивӗçтерме нимӗнле йӳтӗм (основание) те тупайман.
Çавăнпа та граждансене тепӗр хут аса илтерес килет: асăрхануллă пулăр! Шульăксене нимӗнле парольсемпе пин-кодсене те ан пӗлтерӗр, хăвăрăн банк карттин даннăйӗсене ют çынсене ан калăр!
Альбина САМИГУЛОВА,
Нурлат район сучӗн судья пулăшуçи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев