Маскăсăр çӳрекенсене штраф пысăкки те хăратмасть
2021 çулхи çак тапхăрччен Нурлат районӗн судне çӗнӗ коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тесе кӗртнӗ чарусене пăснăшăн граждансем, харпăр предпринимательсем, должноçри çынсем тӗлӗшпе 2800 ытла материал килнӗ. Ытларах чухне вӗсене административлă явап тыттарса тӗрлӗ суммăлăх административлă штраф тӳлеттерме йышăннă. Суд палăртнă штрафа хăйсен ирӗкӗпе тӳлеменнисем тӗлӗшпе административлă явап тытмалли пирки калакан постановление суд приставӗсене ярса параççӗ.
РФ Правительствин 2004 çулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче тухнă 715 № Постановленийӗпе килӗшӳллӗн, коронавирус инфекцине таврари çынсене хăрушлăх кӳрекен чирсен переченьне кӗртнӗ. 1999 çулхи мартăн 30-мӗшӗнче тухнă «Халăхăн санитарипе эпидемиологи тӗлӗшпе ăнăçлă лару-тăрăвӗ çинчен» 52-ФЗ № Федераллă законăн 31-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн, инфекциллӗ чирсем пуçланса сарăлас хăрушлăх сиксе тухсан Раççей Федерацийӗн субъекчӗн ӗç тăвакан влаçӗн органӗн йышăнăвӗпе чаруллă мероприятисем (карантин) кӗртме пултараççӗ.
Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн 2020 çулхи мартăн 19-мӗшӗнче тухнă «Тутарстан Республикинче çӗнӗ коронавирус инфекцийӗ сарăлассипе кӗрешмелли мерăсем çинчен» 208 № Постановленийӗн 4-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн вара санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ лайăхланиччен, çав шутра 2020 çулхи майăн 12-мӗшӗнчен пуçласа граждансен ваккăн сутă тăвакан, услугăсемпе тивӗçтерекен, культ çурчӗсенче, ытти çӗрте, транспортра, таксире тата РФ Патшалăхăн тӗп санитари врачӗн 2020 çулхи октябрӗн 16-мӗшӗнче кăларнă «Сывлăш çулӗсен вируслă инфекцийӗсемпе тата гриппа чирлесси ӳснӗ тапхăрта COVID-19 сарăлассине чакарас хушма мерăсем çинчен» 31 № Постановленийӗнче çирӗплетнӗ ытти вырăнсенче сывлăш органӗсене хӳтӗлекен уйрăм хатӗрпе (маска, респиратор) усă курмасăр кӗме юрамасть.
РФ Патшалăхăн тӗп санитари врачӗ 2018 çулхи декабрӗн 10-мӗшӗнче алă пусса çирӗплетнӗ «МР 3.1.3140-18.3.1 Инфекциллӗ чирсен профилактики. Грипп тата сывлăш çулӗсен ытти инфекцийӗсен спецификăлла мар профилактики» методикăлла рекомендацисемпе килӗшӳллӗн, маскăна тӗрӗс тăхăнмалла: вăл çăвара, сăмсана тата янаха хуплатăр, пит çинче тачă тăтăр.
Пӗлтӗр чарусем йышăннă пулин те, граждансем вӗсене пăхăнасшăн мар. Нумай чухне çынсем хăйсен çумӗнче сывлăш çулӗсене хӳтӗлемелли хатӗрсем пур пулин те, вӗсемпе кирлӗ пек усă курасшăн мар: маскăпа янаха çеç хуплаççӗ, ун пек чух сăмсапа çăвар уçă. Маскăна çапла майпа тăхăнни вара административлă право нормисене пăсни шутланать, мӗншӗн тесен вăйри закон нормисене хирӗçлет.
Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас хăрушлăх пур территорире е чрезвычайлă лару-тăру зонинче пысăк хатӗрлӗх режимӗ пуçлансан хамăра тытмалли правилăсене пăхăнманшăн РФ Административлă право нормисене пăснин кодексӗн 20.6.1-мӗш статйипе административлă явап тыттараççӗ. Пӗрремӗш хут йӗркене пăссан гражданина асăрхаттараççӗ е 1 пинрен пуçласа 30 пин тенкӗ таран (РФ КоАПӗн 20.6.1-мӗш статйин 1-мӗш пайӗ) административлă штраф тӳлеттереççӗ. Иккӗмӗш хут йӗркене пăссан вара 15 пинрен пуçласа 50 пин тенкӗ таран (РФ КоАПӗн 20.6.1-мӗш статйин 2-мӗш пайӗ) административлă штраф тӳлеме тивет.
2021 çулхи çак тапхăрччен Нурлат районӗн судне çӗнӗ коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тесе кӗртнӗ чарусене пăснăшăн граждансем, харпăр предпринимательсем, должноçри çынсем тӗлӗшпе 2800 ытла материал килнӗ. Ытларах чухне вӗсене административлă явап тыттарса тӗрлӗ суммăлăх административлă штраф тӳлеттерме йышăннă. Суд палăртнă штрафа хăйсен ирӗкӗпе тӳлеменнисем тӗлӗшпе административлă явап тытмалли пирки калакан постановление суд приставӗсене ярса параççӗ.
Паянхи кун тӗлне граждансем административлă право нормисене иккӗмӗш хут пăсасси, штрафӗ пӗчӗк маррине пăхмасăрах, ӳссе пырать.
Альбина САМИГУЛОВА,
Нурлат район сучӗн судья пулăшуçи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев