«Муллă» çӗр лаптăкӗ
Кабель чăнах та пурăнма чăрмантарнине С. гражданин судра ӗçпе çирӗплетеймен. Çӗнӗ вырăн тупмасăр кабеле куçарни сисӗнмеллех чăрмав кӳресси куçкӗрет, мӗншӗн тесен вăл нумай абонента çыхăнупа тивӗçтерет.
С.гражданин сотовăй компанийӗн оптововолокноллă кабелӗ (ВОЛС) харпăрлăхри çӗр лаптăкӗпе туллин усă курма чăрмантарнипе урăх çӗре куçарма ыйтса тавăç тăратнă. Çакна асăннă çӗр лаптăкӗн хуçи хăй пулнипе сăлтавлать вăл.
Çурт строительствине пуçăнас умӗн, 2017 çулта, хула строительствин планне те илнӗ, анчах унта участок хӗррипе иртекен çыхăну кабелӗсӗр пуçне тата çӗр айӗнче те коммуникацисем пурри пирки нимӗн те çырман-мӗн. Лаптăк варрипе çӗр айӗнчен оптововолокноллă кабель (ВОЛС) иртнине çурт лартма тытăнсан кăна курнă вăл, çакăн йышши «мул» пуррине хыпарлакан нимӗнле паллă та пулман. Каярах кабель сотовăй компанийӗн пулнине пӗлнӗ. Анчах С.гражданин çырнă претензие компани хуравсăр хăварнă.
Хальхи вăхăтра кабель вырăнтах, çурт никӗсӗ айӗнчен иртет. Анчах строительствăна малалла тăсма тата лаптăкпа тулли усă курма чăрмантарма пултарать имӗш.
Суд тавăçа пăхса тухнă май, ăна улшăнусăрах хăварнă. Мӗншӗн тесен асăннă кабеле компани закона пăхăнса, проект документацийӗпе килӗшӳллӗн тăснă, куçман пурлăх пулнине ӗнентерсе патшалăх регистрацине те иртнӗ. Çӗр лаптăкне С.гражданин туяничченех унта ВОЛС пурри паллă пулнă, çӗнӗ хуçа тавлашман. Кунсăр пуçне кабель пурри закона пăсни шутланмасть, çӗр лаптăкӗпе усă курма та чармасть. Анчах С. гражданинăн РФ Правительстви 1995 çулхи июнӗн 9-мӗшӗнче йышăннă «Çыхăнăвăн сооруженийӗсемпе линийӗсене сыхласси çинчен» правилисене пăхăнмах тивет. Çитменнине кабель чăнах та пурăнма чăрмантарнине С. гражданин судра ӗçпе çирӗплетеймен. Çӗнӗ вырăн тупмасăр кабеле куçарни сисӗнмеллех чăрмав кӳресси куçкӗрет, мӗншӗн тесен вăл нумай абонента çыхăнупа тивӗçтерет.
Альбина САМИГУЛОВА,
Нурлат район сучӗн судйин пулăшуçи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев