Сувар

Амăшӗ ӳсӗрле 8 уйăхри ывăлне вакланă

24 çулти анне ӳсӗрле алла çӗçӗ тытнă та 8 уйăхри ывăлне мăйӗпе хырăмӗ тӗлӗнчен каснă...

Ку хăрушă преступлени сентябрӗн 18-мӗшӗнче Тутарстанри Ютаза ялӗнче пулнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Следстви кăтартнă тăрăх, 24 çулти аннеçав кун  ӳсӗрле алла çӗçӗ тытнă та 8 уйăхри ывăлне мăйӗпе хырăмӗ тӗлӗнчен каснă. Юн юхнине курсан вара хăйех амăшне тата васкавлă пулăшăва шăнкăравласа пӗлтернӗ. Телее, пулăшу нумай кӗттермен, ачана Лениногорскри тӗп больницăна илсе çитернӗ, хальхи вăхăтра унăн пурнăçӗ хăрушлăхра мар.

Çамрăк анне айăпран тунмасть, полицие те хăй ирӗкӗпех килнӗ вăл, анчах каçӗ-ши унăн çылăхӗ? Çитес вăхăтра хӗрарăма арестлӗç. Халӗ вара судпа медицина тата генетика экспертизи пулать. Хӗрарăм ниçта та ӗçлеменни, час-часах эрехпе иртӗхни паллă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: