Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ĂНА КӲРЕНТЕРЕКЕН АРÇЫН АЧА ÇУК

Йăвашкелӗн çамрăк пики Инна Андреевăна пуринчен ытла бокс килшет.

Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел шкулӗнчи 9-мӗш класра вӗренекен Инна Андреевăна кӳрентерекен арçын ачасем ялта çук. Мӗншӗн тесен хăйне хăй хӳтӗлеме пӗлекен хӗрача пулнине пурте пӗлеççӗ. Инна – боксер. Тутарстанăн юниорсен сборнăйне кӗнӗ. Çитӗнӗвӗсем пысăк унăн. Бокссăр пуçне тата волейболла вылять, йӗлтӗрпе чупать. Ăмăртусенчен пушă алăпа нихăçан та таврăнманран медаль-кубок пухмачӗ пӗчӗк мар. Чуна çывăххи çавах бокс иккен. «Ман шухăшпа, бокс питӗ кирлӗ япала пурнăçра, мӗншӗн тесен урамра хăрушсăр мар халь, хăвна хӳтӗлеме пӗлмелле», – терӗ вăл кун пирки. 2020 çулта республика ăмăртăвӗнче 1-мӗш вырăн йышăннине çулталăкри чи пысăк çитӗнӗвӗ пулнине палăртать.

Йăвашкел ку тăрăхра спортпа палăракан ял. Шкулӗ те ахальли мар, районти Ачасемпе çамрăксен спорт шкулӗн филиалӗ шутланать. Районти, республикăри паллă тренер-преподаватель Николай Емельянов шăпах çак ял çынни, шкулта физкультура вӗрентекенскер ачасене мӗн пӗчӗкрен спорта явăçтарать. Çавăнпа ачасем кăна мар, аслисем те спортпа туслă кунта. Тӗслӗхрен, ял хӗрарăмӗсен волейбол командине çитекенни ку тăрăхра сайра. Çакна шкулти чи курăнакан вырăна лартса тухнă кубоксем çирӗплетеççӗ.
Çапла çемьере аслине пăхса кӗçӗнни спортпа туслашасси йăлана кӗнӗ ку ялта. Инна та акă, хăйӗн ашшӗ, тӗрлӗ спорт тӗсӗпе туслă Олег Петрович Андреев тата хальхи вăхăтра Хусанта Атăлçи физкультурăпа спорт академийӗнче вӗренекен пӗртăван аппăшӗ тӗслӗх пулнине каларӗ.
9-мӗш класра вӗренекенскер патшалăх экзаменне (ОГЭ) хатӗрленет пулин те спорт валли вăхăт тупать. Эрнере темиçешер кун бокспа, волейболпа тренировкăсене çӳрет, пушă вăхăтра йӗлтӗр сырать. Çакăн пек графика мӗн пӗчӗкренех хăнăхнăран-ши вӗренӳре лайăх ӗлкӗрсе пырать вăл. Вырăс чӗлхипе, биологипе, физкультурăпа, историпе тата ытти предметсемпе олимпиадăсене тăтăшах хутшăнать. Илемлӗ литература вулама та ӗлкӗрет. Пуринчен ытла Сергей Есенинпа Петӗр Хусанкай пултарулăхӗ кăмăлне каять. Тăван чӗлхепе литература предмечӗ те юратнисен йышӗнче. Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» форумӗ çав тери килӗшнипе тепӗр форум пуласса чăтăмсăр кӗтет.
Кăçал 9-мӗш класс пӗтернӗ хыççăн аякка каяс шухăшлă мар-ха вăл, 11 класс пӗтерсе Хусана е Çырчаллинчи аслă шкула вӗренме кӗме ӗмӗтленет. Аппăшӗ пекех физкультура енӗпе професси илесшӗн. Атăлçи физкультурăпа спорт академине вӗренме кӗрейсен – Хусанти  чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗпе туслашас шухăшӗ те пур. Пысăк хулана шанчăклă юлташсемпе хăнăхма çăмăлрах вӗт. Çакăн пек ӗмӗтпе пурăнать Йăвашкел пики паян. Куратпăр, умри тӗллевӗ пысăк. Пирӗн вара ăна ăнăçу сунасси кăна юлать! ( И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество