Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анат Кама çӗнӗ трактор кăларасшăн

Проекта 500 миллион тенкӗ инвестици хывса 2022 çулччен пурнăçлӗç. Çӗнӗ производство халăха 150 ӗç вырăнӗпе тивӗçтерӗ.

«Нижнекамский трактор» тулли мар яваплăхлă обществăн учредителӗн Вадим Шамиловăн сăмахӗсем тăрăх, предприятин планӗнче çӗнӗ йышши тракторсем кăларасси. Мӗншӗн тесен Белоруссипе пӗрле кăларакан техника паянхи куншăн кивӗ. Хăватлăраххи кирлӗ. РФ Ял хуçалăх министертви çӗршыва сахалтан та 204 пин хăватлă трактор кирлине пӗлтерет. Хамăр патра кăларни ют çӗршывран туянаканнисенчен самай йӳнӗрех пулӗ. Район ертӳçи Айрат Метшин проекта ырласа кун пек техника ял хуçалăхӗ валли кăна мар, коммуналлă хуçалăх валли те аван пулассине каланă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Производство