Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анатолий Аксаков ТР Вӗрентӳпе наука министерствин специалистне Хисеп хучӗпе палăртнă

Константин Малышев Лилия Тазетдиновна Сахбиевăна РФ Патшалăх Думин Финанс рынокӗ енӗпе комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков ятӗнчен Хисеп хучӗпе наградăларӗ.

Паян, декабрӗн 29-мӗшӗнче Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев ТР Вӗрентӳпе наука министерствин наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн ертӳçӗ специалистне Лилия Тазетдиновна Сахбиевăна РФ Патшалăх Думин Финанс рынокӗ енӗпе комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков ятӗнчен Хисеп хучӗпе наградăларӗ. 

Тутарстанра кăçал И. Я. Яковлевăн 175-çуллăхне халалланă мероприятисем нумай иртрӗç, нумайăшӗ ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пуçарăвӗпе. Лилия Сахбиева наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн сотрудникӗ пулнă май чăваш учителӗсемпе, чăваш шкулӗсемпе питӗ нумай ӗçлет. Вăл тăрăшнипе нумай ӗçсем вăхăтлă та лайăх шайра пурнăçланса пыраççӗ. Чăваш наципе культура автономийӗпе те Лилия Сахбиева туслă çыхăнусем тытать. 

Çавна шута илсе Анатолий Аксаков ăна Хисеп хучӗпе наградăлама шутланă та. Саламлатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество