Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АНДРЕЕВПА СОРОКИН ÇӖНТЕРӲÇӖСЕН ЙЫШӖНЧЕ

Апрелӗн 24-мӗшӗнче ЧР Наци библиотекинче «Чăваш Ен литератури: 2017 çулхи чи вуланакан кӗнеке» республика шайӗнчи фестиваль-конкурс çӗнтерӳçисене наградăларӗç. Ăна «Культурăна тата туризма аталантарасси» патшалăх программин «Чăваш Республикинче вулава тӗрев парасси тата аталантарасси» подпрограммипе ирттереççӗ.

Конкурса ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви тӗрев панипе ЧР Наци библиотеки йӗркелесе ирттерет. ЧР Профессиллӗ çыравçăсен союзӗпе Чăваш кӗнеке издательстви те хутшăнаççӗ йӗркелӳ ӗçне.

Ку хутӗнче 2017 çулта тухнă 162 кӗнеке конкурса хутшăннă. «Проза жанрӗпе чăвашла çырнă чи вуланакан хайлав» номинацире Валерий Муравьевăн «Çылăхлă арçын» тата Хӗветӗр Агиверӗн «Йӗпхӳри сасă» кӗнекисем çӗнтерчӗç.

«Ача-пăча валли чăвашла çырнă чи лайăх кӗнеке» номинацире Людмила Смолинан «Натали» тата Николай Андреевăн «Шăрăх кунсем» кӗнекисем чи аваннисем пулчӗç.

«Драма жанрӗпе çырнă чи вуланакан кӗнеке» номинацире Николай Терентьевăн «Суйласа илнӗ пьесăсем. Виççӗмӗш том» кӗнекине палăртрӗç.

«Куçарусем» – çӗнӗ номинаци. Унччен кун пекки пулман. Николай Сорокинăн «Аттеçӗм Атăл» кӗнеки чи нумай сасă пухнă. Ăна чăвашла Юрий Сементер, Римма Прокопьева тата Валери Туркай куçарнă. Кӗнеке авторӗ çапла палăртрӗ: «Çак кӗнекене çырма çур ӗмӗр шухăшласа çӳрерӗм. Пилӗк çулта вырăслине çырса пӗтертӗм. Ăна Юрий Сементер вуласа тухнă та мана чăвашла куçарма сӗнчӗ. Вăл хăш-пӗр сыпăксене куçарса та хунă иккен, мана вулама пачӗ. Куçарăва вуласан эп анне сассине илтрӗм, тепре вуларăм та – атте сасси янраса кайрӗ! «Чăвашла куçармаллах», – тесе шутларăм вара. Ман кӗнекене чи лайăх тăлмачсем куçарчӗç».

«Чăваш кӗнеке издательствин чи нумай сутăнакан кӗнеки» номинацие те пуçласа пӗлтерчӗç кăçал. Унта Людмила Николаеван «Хӗвел кулли. Улыбнулось солнышко» тата Ольга Австрийскаян «Чăлах пуканесем» кӗнекисем çӗнтерчӗç. Асăннă кăларăмсем 2017 çулта пӗтӗмпех сутăнса пӗтнӗ.

Чăваш литературине пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн Николай Мартыновăн «Пурнăç урапи», Марина Карягинан «Паттăр вăйӗ – пăтăра», Елена Мустаеван «Уй варринче çинçе хăва», Владислав Николаевăн «Дипломлă тиха», Елена Светлаян «Не шутите на лороге!» кӗнекисем дипломсене тивӗçнӗ.

Редакци хамăр ентешсене Николай Андреевпа Николай Сорокина çӗнтерӳпе саламлать, малашне те пултарулăхра пысăк çитӗнӳсем тума сунать. (Ольга ФЕДОРОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература