News by date 25 April 2019
-
Вăрçă ветеранӗсене укçа параççӗ
Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене çулталăкне пӗр хутчен хушма укçа парасси çинчен Указа алă пуснă.
-
АНДРЕЕВПА СОРОКИН ÇӖНТЕРӲÇӖСЕН ЙЫШӖНЧЕ
Апрелӗн 24-мӗшӗнче ЧР Наци библиотекинче «Чăваш Ен литератури: 2017 çулхи чи вуланакан кӗнеке» республика шайӗнчи фестиваль-конкурс çӗнтерӳçисене наградăларӗç. Ăна «Культурăна тата туризма аталантарасси» патшалăх программин «Чăваш Республикинче вулава тӗрев парасси тата аталантарасси» подпрограммипе ирттереççӗ.
-
Акимов ӗçне Петербург хаклать
Тутарстан халăх художникӗн Владимир Акимовăн картинисен куравӗ Петербургра уçăлчӗ.
-
Ватти вăййа тухман
Нурлатри «Уява» та ахаль куракан юлашки çулсенче çӳреми пулчӗ. Республика, çӗршыв шайӗнче 9-мӗш, 10-мӗш хут ирттеретпӗр тесен те, çамрăксене уяв ункине тăратаймарăмăр. Ку вăл пирӗн ӗçӗн хаклавӗ. Пурне те пырса тивет, пӗрлехи çитменлӗх.
-
ЧĂВАШ ЧӖЛХИ КУНӖПЕ!
Тутарстанри ял шкулӗсенче кун пек оркестр урăх çук. Пăва районӗнчи Киштек çамрăкӗсен вăйă картине тул çутăличчен пăхса, итлесе тăнă хыççăн Иван Яковлевич чăваш алфавитне тума шут тытнă теççӗ.