Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Акимов ӗçне Петербург хаклать

Тутарстан халăх художникӗн Владимир Акимовăн картинисен куравӗ Петербургра уçăлчӗ.

Санкт-Петербургри Тӗрлӗ нацисен çуртӗнче Раççей тава тивӗçлӗ художникӗн, Тутарстан халăх художникӗн Владимир Акимовăн картинисен куравӗ уçăлчӗ. «Чăнлăх евӗр юмах» (16+) ятлă вăл. Курава автор тӗрлӗ вăхăтра ӳкернӗ 80 ӗçне тăратнă. Нева çинчи хулара ӳнерçӗ пӗлӗвне ӳстернӗ пулсан та Акимов кунта пӗрремӗш куравне кăна йӗркелет-ха. Самар облаçӗнчи тăван ялӗ Ендурайкино ăна халӗ те ӳкерме хавхалантарать. Курав майăн 15-мӗшӗччен тăсăлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев