Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Ватти вăййа тухман

Нурлатри «Уява» та ахаль куракан юлашки çулсенче çӳреми пулчӗ. Республика, çӗршыв шайӗнче 9-мӗш, 10-мӗш хут ирттеретпӗр тесен те, çамрăксене уяв ункине тăратаймарăмăр. Ку вăл пирӗн ӗçӗн хаклавӗ. Пурне те пырса тивет, пӗрлехи çитменлӗх.

ЮНЕСКО чӗлхе хăрушлăхра пулни çинчен асăрхаттарни çине Чăваш наци конгресӗн 2-мӗш президенчӗ Геннадий Архипов (ырă вырăнта вырттăр) мӗнлерех çăмăлттайлăн алă сулнине халӗ те астăватăп: «Нимех те мар, ан шанăр! Пӗтмест!» Халӗ те çак çивӗч ыйтăва санкцисемпе е вӗрентӳ валли укçа çуккипе çыхăнтаракансем тупăнасса иккӗленес килмест. Мӗншӗн-тӗр эпир тăван чӗлхе ыйтăвне пурнăçра иккӗмӗш е виççӗмӗш вырăна хăваратпăр. Çав вăхăтра халăх аталанăвӗнче вăл 1-мӗш вырăн йышăнмалла. Мӗнлерех кăтартусемпе килсе тухăпăр эпир, чăвашсем, 2020 çулхи перепись патне?

Хам та ăслă

Асăрхарăр пулӗ, ăрусен хушшинчи çыран тарăнланса пырать. Пӗр енче аслисем, вӗсем хăйсене мӗн вӗрентсе хăварнине çитӗнекенсене парасшăн. Тепӗр енче çамрăксем, вӗсем аслисем каланине хăлхине те чикмеççӗ. Мӗншӗн тесен: халӗ вӗсем хăйсем те ăслă тесе шутлаççӗ, мӗн пӗлменнине кирек хăш вăхăтра та интернетран пăхса пӗлме пулать, хăлхисенче наушниксем. Халăхăн хут çинче çырăнман, япалара палăртман еткерлӗхӗ (нематериальное наследие текенни) ирӗлнӗçем ирӗлсе пырать. Отчетсем çинче веçех лайăх, ӗç çинче – макăрса ямалла. Килте калаçмастпăр ачасемпе чăвашла. Çавăнтан пуçланать те чӗлхерен писесси.

Хăракан турат

Вунă-вун пилӗк çул каялла Шупашкар площадкисенче пирӗн ачасене хамăр чӗлхепе мультфильмсем, компьютер вăййисем кирлӗ тесе сăмах çӗкленине ун чух пуçлăхсенчен никам илтесшӗн пулмарӗ çав. Вăл вăхăтра ял ачисем пӗр-пӗринпе чăвашла калаçатчӗç-ха. Анчах ютрисене итлесси, вӗсен шухăшне тӗпе хурасси йăлара марччӗ тӗп хулара. «Çамрăксен пуçӗнче çил шăхăрса иртмен пулмалла», – терӗç-тӗр президиумри шупăрлисем. Паян чăваш ӗçӗнче пуçлăхра ларакан çынсем «ман ӗмӗре çитет» тесе шутланăн туйăнать. Тепӗр хут калатăп, хут çинче веçех аван пирӗн. Пысăк грантсем те çӗнсе илме пултараççӗ хут çырса, влаçпа тачă çыхăнса ӗçлетпӗр теççӗ. Ку питӗ аван, маттурсем. Анчах тутарăннипе танлаштарсан, пирӗн нацие сыхласа хăварас ӗç – хăракан турата аса илтерет. Ку сферăра мӗн-тӗр савăнтараканнине шыраса тупма питӗ хӗн. Ман шутпа çакă проблемăна курманнипе е асăрхас теменнипе пулса иртет.

Карчамас-шоу

Аслăраххисем каçарччăр ку сăмахшăн, хамăр та ватăлатпăр, анчах каламасăр чун чăтмасть. Карчăк-кӗрчӗке пуçтарса фольклор ансамблӗ туни вăл, мӗнле каламалла, культурăна аталантарни мар. Вăл ӗç кăтартни. «Акă, пирӗн те пур, курăр», – тени. Тухса юрлани-ташланисен пахалăхне мӗнпе танлаштармалла? Пӗлетӗп, ветерансем чунӗпе çамрăк, патвар, хăпартланаççӗ çӳллӗ нотăсене илме. Анчах вăхăт хăйӗннех тăвать, никама та икӗ ӗмӗр паман. Асаннесен сассисем шала кайса пыраççӗ, сăнӗсем те çамрăк чухнехи мар ӗнтӗ. Фольклор ушкăнӗсем 25, 30 çул тултарнине уявлаççӗ те.

Çапла кашни концертра сцена çинче, уявра-мӗнре пирӗн культурăна пенсионерсем сӗтӗрсе пыраççӗ. Пӗрлехи туслăх мероприятийӗсенче ытти халăхăн çамрăкӗсем тухса юрлаççӗ, пирӗн вара – карчамас.

Пуçламăшӗ

Мӗн, çапла кивелнӗ халăх-им эпир? Çук. Хамăра çеç хисеплеместпӗр. Хăшӗ-пӗрин пуçӗнче «апла та юрать» шухăш ӗмӗрлӗхех тӗпленнӗ. Кӗрсе ларнă та вăл должноçа, ларать филиалта сутăн илнӗ дипломне сыхласа. Çав вăхăтра культура çăлкуçӗ майӗпен типсе пырать. Шупашкартан яла 200 тенкӗлӗх фонограмщиксем килсе юрласа каяççӗ те, кăмăл тулать пек. Анчах ку пирӗн мар. Хамăрăн та мухтава тивӗç, лайăх сасăллă, капăр тумлă çамрăксем пур вӗт. Вӗсем мӗншӗн хăйсен халăхӗн юрă хăватне çӗклесшӗн мар? Е çул уçса памастпăр-и? Мӗншӗн вӗсене кăтартмастпăр Уявăн пысăк сцени çинче? Ячӗшӗн пултăр тесе тăрăшнипе мар-ши?..

Ку вăл вӗçӗн пуçламăшӗ-тӗр, юлташсем. Хăйӗн халăхӗн юрри-ташшинчен, чӗлхинчен писекен яш-кӗрӗм çуратнă ачисене хăш чӗлхе ытамӗнче çитӗнтересси паллă ӗнтӗ. Тарăн çыран, тарăн. Пӗвелемелле ăна вăй пур чухне.

Уяв илемӗ

Уява-мӗне ют çӗршыв çыннине илсе килсе кăтартсан – вăл унта ытларах аслă çулти юрлакансем пулнине тӳрех асăрхать. Уявăн илемӗ – чăваш пенсионерӗ. Ăçта пырса тухатпăр ӗнтӗ кун пек? Кăмăл писет вӗт!

Аса илтерес килет маннисене. Ватăсен Уява килӗ умӗнче пăхса лармалла пулнă. Унта йăлт çамрăксем кăна тухнă. Çемьеллисенчен – çав çул пӗрлешнӗ мăшăрăн çеç, юлашки Уяв тесе, унта хутшăнма юранă. Çапла вӗсем çамрăклăхне ăсатнă. Йӗрке çирӗп пулнă. Уяв картинче ватă валли вырăн пулман ӗлӗк. Халӗ çамрăк питсене куриччен шырамалла-ха. Тӗрӗссипе вăл ункăра клуб ӗçченӗсемпе учительсемсӗр пуçне çамрăксем пачах та çук. Уявăн илемӗ те аякран шурă-хӗрлӗ тумсем ешӗл курăк тăрăх хитрен шунине пăхса тăма кăна. Йăласем çамрăксене куçас вырăнне пăсăнса пыраççӗ.

Аксура пулать

Тен, çавăнпах пулӗ, Нурлатри «Уява» та ахаль куракан юлашки çулсенче çӳреми пулчӗ. Республика, çӗршыв шайӗнче 9-мӗш, 10-мӗш хут ирттеретпӗр тесен те, çамрăксене уяв ункине тăратаймарăмăр. Ку вăл пирӗн ӗçӗн хаклавӗ. Пурне те пырса тивет, пӗрлехи çитменлӗх.

Ак кăçал «Уяв» Аксура пулать. Республика ертӳçисене тав сăмахӗ каламалла ăна урăх вырăна куçарнăшăн. Питӗ шанас килет çак кирлӗ йăлана халăх валли ирттерессе. Вăл ӗлӗк те Кама леш енчи районсем тăрăх куçса çӳретчӗ. Кашни çӗрте хăйне евӗрлӗ илемлӗччӗ.

Вӗренччӗр

Тӗрӗссипе каласан, çамрăксем чăваш культуринчен вуççех писмен. Хуласенчисем хăйсем тӗллӗн чăваш ташă каçӗсем ирттереççӗ. Апла-тăк, вӗсемшӗн интереслӗ хамăр юрă-ташă. Кам е мӗн кансӗрлет районсенчи чăваш наципе культура центрӗсен ертӳçисене унта çамрăксене чăвашла тумлантарса илсе килме? Ку ӗçре патшалăх чиновникӗсене кăна шанмалла мар, хамăрăн тăрăшмалла. Пӗлтӗр Дмитрий Самаренкин тăрăшнипе нумай халăх тумӗ валеçрӗ вӗт ЧНКА. Апла-тăк костюмсем пур. Июль – каникулпа отпуск вăхăчӗ, çамрăксем ялта. Илсе килӗр яш-кӗрӗме, паллашчăр пӗр-пӗринпе, вӗренччӗр аслисенчен. Кашни районтан 10 хӗрпе каччă килсен те малтанлăха аван пулӗ. Пуçлар вӗсене пӗлӳ пама, йăласене вӗрентме. Пăтă пурне те çитет. Малтанласа пӗлтернӗ тăрăх, кăçал Уяв июлӗн 6-мӗшӗнче пулмалла.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев