Новости по рубрике - Интервью, статьясем
-
27 августа 2021 - 22:57Раççейри паллă хирург тата пултаруллă прозаик Анатолий ВолковВырăс чӗлхи вӗрентекенӗ ăна филологи факультетне вӗренме кӗме ӳкӗтленӗ пулин те çамрăк Волковра тухтăр пулас ӗмӗт çӗнтернӗ. Анатолий Никандрович Хусанти медицина
-
19 июля 2021 - 11:56Кӗçӗн классенче вӗреннӗ чухнех пьесăсем çырма пуçланăЛевтина Марьене чăвашла вулакансенчен нумайăшӗ аван пӗлет. Аслисем кăна мар, ачасем те. Вăл чăваш театрӗсем валли пьесăсем те сахал мар çырнă. Унăн тӗрлӗ çулсенче Чăваш кӗнеке издательствинче «Хитре Марье», «Пурçăн кӳлӗ вăрттăнлăхӗ», «Венчете санпа тăрасчӗ» тата ытти кӗнекисем тухнă. Алевтина Никитична Нестерова (Левтина Марьен чăн ячӗ) 1945 çулхи августăн 22-мӗшӗнче Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районне кӗрекен Хурапха ялӗнче çуралнă. «Эп улттăра чух пирӗн çемье Çичӗпӳрте пурăнма куçрӗ. Халӗ икӗ ялӗ те мана хăйсен тесе хисеплеççӗ», – йăл кулать вăл. Алевтина Никитична Чăваш патшалăх пукане театрӗпе Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗнче ӗçленӗ, Çӗнӗ Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх центрӗнче драма тата вокал кружокӗсем ертсе пынă. 2001 çултанпа ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ. Пӗлтӗр ăна «Чăваш автономи облаçӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул» медальпе наградăланă.
-
19 июля 2021 - 08:47Дедушкин – асра юлакан хушаматТаврапӗлӳпе интересленсе кампа кăна тӗл пулман-ши эпӗ, кампа кăна калаçман-ши? Шупашкарта вӗреннӗ чухне Чăваш патшалăх университечӗн доценчӗпе Николай Степанович Дедушкинпа час-часах курнăçаттăм. Ытларах чухне хваттерӗнче пуплесе лараттăмăр. Вăл хамăрăн тăван яла – Пăва районӗнчи Элшеле – питӗ юрататчӗ. Час-часах Чăнлăпа Сӗве хутлăхӗнче çӳренине, пулă тытнине аса илетчӗ.
-
2 июля 2021 - 12:22Юратнă поэт, прозаикСветлана Асаматăн «Çăка çеçки çурăлсан» ятлă кӗнеки çав тери килӗшет. Унти хайлавсем пурнăçăн актуаллă ыйтăвӗсене хускатаççӗ. Çав хушăрах авалтан килекен халăхăн ăслăлăхне, кăмăл-сипет йăлисене палăртаççӗ. Вуласа пынă май кашниех хăйне валли ырă сӗнӳ-канаш тупма пултарӗ.
-
18 мая 2021 - 17:00Хаçата çырăнакансен хушшинче ирттерекен выляв условийӗсене вырăсла пичетлетпӗрПОЛОЖЕНИЕ О рекламно-стимулирующей акции для подписчиков на 2-ое полугодие 2021 года: «Подпишись на газету «Сувар» - выиграй приз!»
-
12 февраля 2021 - 13:17Блиц-интервью: Марина КарягинаЛитература – этемлӗхӗн чун аталанăвӗн çӳллӗшне палăртакан виçипе ăс-хакăлӗн çӳпçи тес килет. Кирек хăш халăха та литературине кура хаклаççӗ
-
19 января 2021 - 16:57Чун ыйтни, хушни, тӗкни, васкатни...блиц-интервью пирӗн хӑна ЛИДИЯ ФИЛИППОВА
-
11 декабря 2020 - 11:26Елена Мустаева: «Турă мӗн те пулин панă пулсан ăна çӗр ăшне чавса чикни çылăх пулать»Елена Мустаева çыравçă тата журналист Чăваш Енри Вăрнар районӗнчи Кушлавăш ялӗнче çуралнă. Кульцаври вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи вырăс уйрăмӗнче вӗреннӗ. Пӗр вăхăт вырăс чӗлхипе литературин учителӗ пулса ӗçленӗ. 1991 çултанпа Ульяновск хулинчи «Канаш» хаçатра вăй хурать. 2000 çултанпа Раççей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн пайташӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Уй варринче çинçе хăва» кӗнеки пичетленнӗ.
-
29 ноября 2020 - 13:55Анатолий Хмыт – пирӗн ентешКунне пӗр сыпăк калав е пӗр çаврăм сăвă вуласа тухмасан хама çын пек те туймастăп
-
16 ноября 2020 - 14:50ЧИРКӲ ВĂЛ БИЗНЕС МАРÇӗнӗ епископ епархи пурнăçне тирпее кӗртме пуçлани нумайăшӗн çулне пӳлнӗ. Хирӗç тăракансем те пур
-
7 ноября 2020 - 11:53Улькка ЭЛЬМЕН: «Телее хамăрăн шырамалла. Вăл пуянлăхра та, ят-сумра та мар. Телей – сывлăхра»Улькка Эльмен ятне илтмен çын çук-тăр чăвашсен хушшинче. Паллă прозаикăн «Ма инçе-ши çăлтăрăм?», «Кая юлнă ӳкӗнӳ», «Çирӗп чунлисем телейлӗ», «Упраймарăм сана…», «Сарă кӗпе» кӗнекисене чăваш литературине кăмăллакансем тахçантанпах юратса вулаççӗ, библиотекăсенче черет тăрса илеççӗ, вулав конференцийӗсем ирттереççӗ. «Упраймарăм сана…» романри тӗп сăнар Маша вӗсен чӗринех кӗрсе вырнаçнă. 2012 çултанпах, произведенин малтанхи кӗнеки пичетленнӗренпе, героиньăн шăпи вулакансене калаçтарать, пăшăрхантарать. Икӗ çул каялла Чăваш кӗнеке издательствинче асăннă хайлавăн виççӗмӗш кӗнеки кун çути курнăччӗ. Кăçал вара унăн «Анне çăкăрӗ йӳçӗхмест» калавӗ «Инкеклӗ телей» коллективлă сборникра пичетленчӗ. Пирӗн калаçу шăпах çав хайлав тата литературăпа пултарулăх тавра йӗркеленчӗ.
-
30 октября 2020 - 18:0899 интервью илекен хӑй ыйтусене хуравлатьКăкăр çине вун-вун орден-медаль çакни, кашни пули-пулми ятшăн хыпкаланни мана питӗ кулăшла пек туйăнать
-
18 октября 2020 - 13:53Атте миçе чикӗ урлă каçарса йăтса килнӗ чăматанне кӳршӗ яла çитсен çухатнăАтте Берлинах çитнӗ, рейхстаг тăррине ялав çакас операцие те хутшăннă. «Кунта вырăссем нихçан та кӗреймӗç, кунта пирӗн 105 гарнизон тăрать», – тесе çырса хунă лозунг пуррине каласа панă вăл яла килсен. Ялав çакнă чух темиçе совет салтакне персе антарнине те каланă. Рейхстаг тăррине хăпаракансене нимӗçсем пӗр вăрттăн чӳречерен персе тăнă тет. Вара пирӗннисем команда панă – çак чӳречерен перекеннине тӗп тумасăр çӳлелле урăх улăхмалла мар. Ăна тӗп тусан тин вара ялав çакнă.
-
10 октября 2020 - 06:08Тӗтӗмсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗТутарстанăн чи лайăх пушарнăйӗ Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнать