Сувар

г. Казань

16+
Интервью, статьясем

Чăваш позывнойлă командир

Ятарлă çар операцине тулли мар мобилизаципе 2022 çулхи октябрӗн 26-мӗшӗнче кайнă Алексей Анатольевич Ягашкин сержантăн (Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел ялӗ) çар тумӗ çине «Чуваш» тесе çырни тӳрех куç тӗлне пулчӗ. СВОри атьсен сăмахӗсем тăрăх, позывноя салтаксем нумай чухне хăйсемех суйлаççӗ... Пӗлтӗр апрель уйăхӗнче йывăр аманнă командира çарпа медицина комиссийӗн декабрь уйăхӗнчи йышăнăвӗпе запаса янă. Алексей хальхи вăхăтра мирлӗ пурнăçа хăнăхать. Ентешӗмӗрпе эпир Алешкин Саплăк ялӗнче ятарласа тӗл пултăмăр.

– Тулли мар мобилизаципе каймашкăн повестка килни саншăн кӗтменлӗх пулчӗ-и?

– Мана та лекет пуль тесе шутламан та эпӗ, повестка кӳрсе парсан тарса çӳремерӗм. Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе пурнăçламаллах терӗм кăна. Килтен тухса кайма йывăрччӗ ӗнтӗ, вăл вăхăтра ача та 4-ра кăначчӗ-ха (Есения кăçал шкула каять), аннесем те çамрăк мар.

– Мӗнле полка, батальона лекрӗн?

– Мотострелоксен 430-мӗш полкӗн (Тутарстанран мобилизаципе кайнисенчен 2022 çулта йӗркеленӗ. – Авт.) 2-мӗш батальонӗн 7-мӗш ротин 2-мӗш взводне лекрӗм. Званипе эпӗ сержант. Салтакра чухнех автомобиль взвочӗн уйрăм командирӗ пулнипе мана Хусантах уйрăм командирне суйларӗç, кайран взвод командирӗн çумне лартрӗç. Ман подчиненире пӗр взвод, 30 çынччӗ. Эп çав взводпа хам аманичченех командоват турăм. Пӗтӗмпе 2 çул та пӗр уйăх пулчӗ СВОри ман служба. Вӗсенчен çур çулӗ госпитальсенче.

– Алексей, позывной хитре вара сан, пит нумай шыраса та тăман пек.

– Тутарстанра пурăнакан чăвашсем вӗт эпир. Хусанта чухнех батальонсемпе ротăсем йӗркеленчӗç. Взводра эпир икӗ чăваш кăначчӗ, тепри те хамăр районсемехчӗ, Пăрăнтăк станцийӗнчи Виктор Юрьевич Тихонов. Вăл Хамăрьял позывной илчӗ, эпӗ хам чăваш пулнипе Чăваш позывноя суйларăм. Çапла тутарсен хушшинче чăваш пулса çӳреттӗмччӗ. 

– СВОра Виктор Тихоновсăр пуçне ытти чăвашсене те кураттăнччӗ-и?

– Урăх бригадăсенчен килекеннисем ытларах тутарсемччӗ. Хам эп тутарла пӗлетӗп те, тутарла калаçаттăм вӗсемпе, чăвашсене пит курмарăм. Хамăр районтан Хулаçырминчен Андрей Романов, Аслă Аксуран Николай Малов пурччӗ, вӗсем 8-мӗш ротăраччӗ. Виктор Тихоновпа чăвашлах калаçаттăмăр. Аманичченех пӗрле пултăмăр унпа. 

– СВОра хăш направленире пулма тиврӗ?

– Хусанта 1-2 уйăх вӗрентнӗ хыççăн Çӗнӗ çул умӗн пире Ростова (Дон-çи-Ростов. – Авт.) илсе кайрӗç. Унта 1-2 каç выртсанах – лента леш енне кӗртрӗç. Кăнтăр Донецк направление лекрӗмӗр. Запорожьепе Донецк чиккинче Благодатное, Старомлыновка ятлă ялсем енче иккӗмӗш эшелонра çур çул оборонăна сыхласа тăтăмăр. Çав çур çул хушшинче прилетсене хăнăхса çитсен майпен-майпен малалла яма тытăнчӗç – оборона линийӗн пӗрремӗш эшелонне. Урожайное ялӗ патӗнче çур çул ытла та тăтăмăр. Тăшмана хамăр оборонăна татма памалла марччӗ пирӗн. Çур çултан кăшт хыçалалла, симӗс зонăна, кăларчӗç. Çухатусем те пулчӗç, унта штата тултарчӗç. Каллех полигонра вӗрентрӗç. Çапла 2-3 уйăх тылра кантарнă хыççăн пире Угледар çывăхӗнчи Павловка ялне штурмлама ячӗç. Пирӗн батальон Инçет Хӗвелтухăç çар округӗн 29-мӗш Çарӗн йышӗнче. Морпехсен 40, 155-мӗш бригадисемпе юнашар тăтăмăр ун чух. Вӗсемпе тата ытти бригадăсемпе пӗрле пирӗн батальон неонацистсен вăйлă укрепрайонне – Угледара – илчӗ. 

– СВОри атьсем пӗрремӗш кунсенче çухалса кайнине аса илеççӗ, санпа та çапла пулчӗ-и?

– Ун пек лару-тăрура хуть мӗнле çын та çухалса каять. Хам çакна кăтартма тăрăшмастăм, мӗншӗн тесен командир, эпӗ те çухалса кайсан ман атьсем мӗн шутлӗç тесе шутлаттăм.

– Курни-тӳсни нихăçан та асран тухманни паллă-ха ӗнтӗ, çавах чи асра юлнă самант пур-и?

– Хамăн куккана, Юрий Кузнецова, тӗл пулни пуль. Вăл МВД ветеранӗ, малтан хамăр районта ӗçленӗ, унтан Ханты-Мансийска куçса кайнă. Унта уголовнăй шырав уйрăмӗн ертӳçинче ӗçлесе пенсие тухнă. Чечняра 9 хутчен командировкăра пулнă вăл. СВОна мобилизаципе лекнӗ. Урожайный енчи Старомлыновка ялӗ патӗнче пӗр ирхине тухрăм та «Камазсем» килсе ларнă, çынсем нумай. Белорусси чиккинче 2-3 уйăх тăнă хыççăн пирӗн çума куçарнă вӗсене. Командирсем окопсем валли вырăн кăтартма кайсан ман кукка 430-мӗш полк Тутарстанрисен пулнине пӗлсен: «Эп хам та Тутарстанран-ха, Çӗпрел районӗнчен кам та пулсан пур-и?» – тесе ыйтнă ман командиртан. Вăл килчӗ те: «Çӗпрел районӗнчен ентешне тӗл пултăм, кайса пăх-ха, паллатăн-и ăна?» – тет. Позицири хамăн атьсене тӗрӗсленӗ хыççăн посадкăпа пыратăп, атьсем окопсем чаваççӗ. «Кам кунта Тутарстанран?»– тесе ыйтрăм. «Эпир мар, Ханты-Мансийсксем эпир, дядя Юра пуль», – теççӗ. Тӗл пултăмăр. «Анне ман Кивӗ Йӗлмелӗнчен, атте Чăваш Çӗпрелӗнчен...» – паллаштаратăп хампа. «Эпӗ те Кивӗ Йӗлмелӗнчен, аçуна пӗлетӗп, мана палламастăн-и?» – тет чăвашлах ку. Курни пур, палласа илейместӗп кăна. Вăл ялтан тухса кайнă чух эпӗ шкула та кайман пулнă-ха ӗнтӗ. Халӗ те СВОра кукка, Часов Яр патӗнче, командир, аманнипе госпитальтеччӗ-ха. Паттăрлăх орденне те панă ăна. Пӗр-пӗринпе çыхăнса калаçса тăратпăр.

– Хăçан, мӗнле амантăн?

– Пӗлтӗр апрелӗн 29-мӗшӗнче Павловка ялне кӗнӗ чухне пехотăна хирӗç мина çинче сирпӗнсе ураран амантăм. Малтан çывăхри, унтан Ростоври, Мускаври госпитальсенче çур çул сиплентӗм. Сывлăха пула декабрӗн 7-мӗшӗнче мана çартан комиссоват турӗç. 

– Мирлӗ пурнăçа хăнăхса пыратăн апла?

– Амансан реабилитаци иртсе килнӗ хыççăн районти «Прогресс» предприятин директорӗ Евгений Николаевич Иванцов ӗçе чӗнчӗ: «Газ котелӗсен мастерӗн вырăнӗ пур, килетне?» – терӗ. Акă 3-мӗш уйăх ун патӗнче ӗçлетӗп. 

– Çакăн пек йывăр аманнă хыççăн ӗçлеме кансӗр мар-и?

– Компьютер умӗнче ытларах эп. Аван, йӗркеллӗ. Хама ӗçе илнӗ директора Евгений Николаевича çав тери тав тăватăп. Лайăх çын. Салтаксем отпуска килсен ялан пулăшать, шывсем кӗртсе парать, кайнă чух кучченеçсем парса ярать. Эпӗ те пулăшу ыйтрăм унран, пӗр сăмахсăрах гуманитарка пухса леçсе пама пулăшрӗ.

– Çартан кайсан та, чунпа унтах-ха ӗнтӗ эсӗ, хăвăн взводри атьсем çыхăнăва тухаççӗ-и?

– Калаçсах тăратпăр. Çӗнӗ çул хыççăн шăнкăравласа пулăшу ыйтрӗç. Техника, запас пайсем кирлӗччӗ вӗсене. Хальлӗхе эпӗ тылра, май пур таран пулăшас тетӗп. Çӗнӗ çул хыççăн гуманитарка пухса леçме хам та кайрăм. Лента леш енне кӗме кӗтӗм-ха, каялла кăларасшăн мар. Эсӗ çар çынни, тухма юрамасть теççӗ. Электронлă базăна пăхаççӗ. Амансан вертолетпа илсе тухнă та мана, чикӗ урлă каçни çук. Паспорта тӗрӗслеме тытăнчӗç. «Ав çав лере кай-ха», – теççӗ тепӗр çӗре ярса. «Гуманитаркăпа кӗтӗм-ха, çар çынни мар ӗнтӗ халӗ», – теп. Комиссоват тунин хучӗсене кăтартма тиврӗ. Эвакуаци ушкăнӗнчи хамăр район ачисем халӗ акă тата квадроцикл ыйтаççӗ. Çавна илейсен тепре кайса пулмасть-и-ха тесе шутлатăп.

– Алексей, малашнехи планусем мӗнле санăн?

– Хам эпӗ профессипе анлă профильлӗ водитель-слесарь. Паянхи кун аслă пӗлӳсӗр ниçта та кайма çук. Çавăнпа Хусанти социаллă тата гуманитари пӗлӗвӗсен институчӗн юридици факультетне вӗренме кӗтӗм. Пӗрремӗш курс пӗтеретӗп ӗнтӗ. «Батырлар. Герои Татарстана» программăна хутшăнма заявка патăм. Хам çуралса ӳснӗ районтан ниçта та каяс килмест манăн, кунтах ӗçлесе пурăнасшăн. 

– Тавах сана, Алексей, пирӗнпе калаçма вăхăт тупнăшăн. 

Алексей Ягашкин сержанта çапăçу хирӗсенче паттăрлăх кăтартнăшăн Суворов тата Паттăрлăх медалӗсене пама тăратнă, наградăсем хальлӗхе хуçи патне çитеймен-ха.

Автор тата А.Ягашкинăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО Наши герои