Вăрçă ветеранӗсене укçа параççӗ
Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене çулталăкне пӗр хутчен хушма укçа парасси çинчен Указа алă пуснă.
Тӳлев 10 пин тенкӗпе танлашать. Документ текстне право информацийӗсен официаллă интернет-порталӗнче вырнаçтарнă. Çӗнӗлӗх Раççейре, Латвире, Литвара, Эстонире пурăнакан ветерансене тата вăрçă инваличӗсене пырса тивет. Унсăр пуçне Федераци Канашӗ ветерансен пенсийӗсем çумне хушса панă тӳлевсене шутлассин системине улăштаракан правительствăн законне ырласа йышăннă. Уйăхсерен парăнакан тӳлевсем вăтамран 9,5 пин тенке ӳсмелле. ( «Ял пурнăçӗ» хаçатри сăнӳкерчӗкре: Елисей Мурзич Тимирясов вăрçă ветеранӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев