Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Апат-çимӗçсӗр юлмастпăр-ха

Санкцисене пула выçă юласран хăраса халăх лавкка сентрисем çинчен чи кирлӗ апат-çимӗçе: сахăр песокне, çăнăха, тип çăва, тӗрлӗ кӗрпепе тăвара кирлинчен ытла туянса хума васкать. Çакăн пек вăхăтпа усă курса ытларах укçа ӗçлесе илес текенни яланах тупăнать. Йӳнӗ хакпа туянса хаклă хакпа сутма тăрăшать вăл. Шăпах çакăн пеккисене пула ахаль çынсем чи кирлӗ апат-çимӗçсӗр ан юлччăр тесе лавккасен чару мерисене йышăнма тивет те.

Украинăри лару-тăрăва пула тӗнче ухмаха ерчӗ тейӗн, нумай çӗршывра хаксем çӗпре çинчи пек ӳсеççӗ. Вун-вун çул хăнк та тумасăр пурăннă Америка, Европа халăхӗ тинех йывăрлăх мӗн иккенне хăй çинче туйрӗ. Нумай çӗршыв çине санкцисем хурса экономикине юри хавшатни çынла маррине, тен, халӗ ăнланӗç?

Санкцисен шучӗпе Раççей çӗршывне çитекенни тӗнчере урăх çук. Ку енӗпе эпир чемпион, юлашки çулсенче 7 пине яхăн санкци хунă пирӗн çине. Пӗр шутласан, тен, пире тахçанах çапла кутран тапни кирлӗччӗ-тӗр-ха, ютран туяниччен хамăрăн производствăна аталантармаллине, хамăр предпринимательсемпе фермерсене çул памаллине урăхла ăнланмастăмăр пуль. Çапах та ку вăл урăх калаçу. Сăмахăм паянхи лару-тăру çинчен. 

ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров ТР Министрсен Кабинетӗнче çак кунсенче иртнӗ брифингра халăха лăплантарма васканă. Тутарстан хăй халăхне чи кирлӗ апат-çимӗçпе тивӗçтереет. «Пирӗн логистика, валеçӳ центрӗсем лайăх аталаннă, апат-çимӗçе вӗçӗмсӗр турттарма транспорт та хамăрăн. Валеçӳ центрӗсенче продуктсен запасӗ çителӗклӗ. Хальхи вăхăтра чи кирлӗ апат-çимӗçпе тултарсах тăратпăр вӗсене. Лавккасене тавар куллен килет», – тенӗ вăл. 

Министр сăмахӗсемпе, асăннă центрсенчи запас сахалтан та икӗ уйăха çитет. «Мӗншӗн икӗ уйăха кăна?» – тейӗ вулакан. Министр ăнлантарнă тăрăх, валеçӳ центрӗсем, складсемпе хранилищесем ытлашшине шăнăçтарайманнипе çыхăннă вăл. Ытти продукци производительсен склачӗсенче упранать. Лавккасем яланхи режимпа ӗçлеççӗ. Апла-тăк халăхăн пăшăрханма сăлтав çук, выçă вилместпӗр. Çитменнине çулла инçе мар, çӗнӗ тухăçчен те вăхăт нумай юлмарӗ.

«Апат-çимӗç дефицичӗ пулма сăлтав çук. Тутарстан сӗт юр-варӗпе хăйне хăй туллин тивӗçтерет. Тӗслӗхрен, пӗр çын пуçне тивекен нормăран – 37 процент нумайрах сӗт сăвать, аш-какай – 25 процент нумайрах туса илет. Выльăх-чӗрлӗх продукцине (сӗт, çăмарта, аш-какай) туса илесси юлашки икӗ уйăхра ӳснӗ те. Пысăк чăх-чӗп фабрикисем çăмартапа, талăкри чӗпсемпе  хăйсене тивӗçтереççӗ. Инкубаторта чӗп кăлармалли çăмартана ытти çӗршывсенчен кӳрессипе ӗçлетпӗр, ку енӗпе пирӗнпе ӗçлес текен çӗршывсем пур», – тенӗ вăл. 

Санкцисен вăхăтӗнче наяннин те харсăрланма майӗ пур, мӗншӗн тесен ӗçлес текен валли çулсем уçăлаççӗ. ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви те акă кӗрпе тирпейлемелли проектсене тӗрев пама хатӗр. Ку енӗпе тырă тирпейлекен пысăк предприятисемпе калаçусем пыраççӗ халӗ. Тӗнчери лару-тăрăва пăхмасăр ял хуçалăх продукцине ют çӗршывсене сутас ӗç те чарăнман. Экспортпа ӗçлекен Тутарстан команди ытти çӗршывсемпе калаçусем йӗркелет, продукцие вырнаçтармалли ытти çул-йӗр шырать. Республика кăçала палăртнă экспорт планне (320 миллион доллар) чакарма шутламасть. (Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество