Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

«Апла Библире çырнă хăрушă суд вăхăчӗ çитсе пырать пулӗ?» – ыйтаççӗ манран час-час.

Паянхи çăмăл мар лару-тăрура халиччен кӗлӗ сăмахӗсем каласа курманнисем те Турăран пулăшу, çăлăнăç ыйтаççӗ. Нумай ашшӗ-амăшӗн ывăлӗ халӗ Тăван çӗршыва хӳтӗлеме нацистсене хирӗç пуçарнă çар операцине хутшăннă. Вӗсемпе çыхăну çукки хумхантарать, пăшăрхантарать. Çак йывăр вăхăтра турăш умне чӗркуçленсе ларса ывăлне чӗрӗ-сывă хăварма ыйтасси кăна юлать. Çапах мӗн каласа ыйтмалла-ха Турăран, Турă Амăшӗнчен? Хăш çветтуя пуç çапмалла? Тата мӗнлерех ăнлантарать паянхи хирӗçтăрăва чиркӳ? Кун пирки Гурьевски епископӗнчен, Кемерово епархийӗн викарийӗнчен Игнатирен ыйтрăмăр. – Тăвансем, туссем, чăн та çăмăл мар вăхăтсене чăтса ирттеретпӗр. Çапах паян мӗн пулса иртни çӗнӗлӗх мар. Эпӗ сире Евангелин юлашки сыпăкне – Матфейран каланине вулама сӗнетӗп. Патшалăх çине патшалăх тапăнса кӗрӗ, халăхпа халăх çапăçӗ, тӗрлӗ чир алхасӗ тесе çырнă унта

ЙĂЛТ ЕВАНГЕЛИРЕ ÇЫРНĂ ПЕК ПУЛСА ПЫРАТЬ

 

Паянхи çăмăл мар лару-тăрура халиччен кӗлӗ сăмахӗсем каласа курманнисем те Турăран пулăшу, çăлăнăç ыйтаççӗ. Нумай ашшӗ-амăшӗн ывăлӗ халӗ Тăван çӗршыва хӳтӗлеме нацистсене хирӗç пуçарнă çар операцине хутшăннă. Вӗсемпе çыхăну çукки хумхантарать, пăшăрхантарать. Çак йывăр вăхăтра турăш умне чӗркуçленсе ларса ывăлне чӗрӗ-сывă хăварма ыйтасси кăна юлать. Çапах мӗн каласа ыйтмалла-ха Турăран, Турă Амăшӗнчен? Хăш çветтуя пуç çапмалла? Тата мӗнлерех ăнлантарать паянхи хирӗçтăрăва чиркӳ? Кун пирки Гурьевски епископӗнчен, Кемерово епархийӗн викарийӗнчен Игнатирен ыйтрăмăр.

– Тăвансем, туссем, чăн та çăмăл мар вăхăтсене чăтса ирттеретпӗр. Çапах паян мӗн пулса иртни çӗнӗлӗх мар. Эпӗ сире Евангелин юлашки сыпăкне – Матфейран каланине вулама сӗнетӗп. Патшалăх çине патшалăх тапăнса кӗрӗ, халăхпа халăх çапăçӗ, тӗрлӗ чир алхасӗ тесе çырнă унта кӗскетсе каласан. Халӗ çавна хамăр куçпа курса тăратпăр. Раççейре кăна чăн ӗненӳ пурăнать, çавăнпа пире хирӗççисен шучӗ нумай, пур енчен те хупăрласшăн. Анчах хăрама кирлӗ мар, йăлт йӗркеллӗ пулӗ. Халӗ чи кирли – эпир пӗрле пулни, патшалăх ертӳçине тӗрев пани кирлӗ. Санкцисем йышăнаççӗ, хӗсеççӗ, паллах, ырă ăспа шутласа туни мар ку, усал çапла арпаштарать, ăна вăрçă кирлӗ. Йăлт Евангелире çырнă пек пулса пырать халӗ. Православи çыннин кашни кун вилӗме хатӗр пулмалла, кунтан хăрамалли çук. Ку ӗнтӗ вăл этем Турă умне хуть хăçан та таса чун-чӗрепе тăма хатӗррине пӗлтерет. Паян вилӗп тесе те хăраса тăмалла мар. Турра, ун хӳтлӗхне шанмалла.
Паллах, Украинăра мӗн пулса иртни кулянтарать. Киев çумӗнчи Белая Церковь текен ялта чăвашсем питӗ йышлăн пурăнаççӗ. Манăн анне енчи тăвансем Херсон хулинче пурăнаççӗ. Шел те, ку вăхăтра вӗсемпе çыхăнма май пулмарӗ. Çавăнпа туслă пӗрлӗх, çӗршыв пуçлăхӗсем калаçса татăлма пӗлни питӗ кирлӗ пире.
Тата çакна та ан манăр, пирӗн пурнăçра ахаль нимӗн те пулмасть.
«Апла Библире çырнă хăрушă суд вăхăчӗ çитсе пырать пулӗ?» – ыйтаççӗ манран час-час. Кашни çӗр çулта халăхсен хушшинче пулать ун пекки. Çавăнпа чи кирли – ачасене упрасси. Халӗ вӗсен пуçӗсене пăтратма тăрăшаççӗ. Хăвăрах куратăр – кӳршӗлле çӗршывра вырăссем çине курайманлăхпа пăхма вӗрентеççӗ.  Вӗсемшӗн ыйтса кашни кун Турра кӗлтăвăр. Халӗ тата типӗ вăхăчӗ, типӗ тытса тасалма тăрăшмалла пирӗн. Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗн Кирилăн «Тăнăçлăх çинчен»  кӗллине тата Иоанн Кронштадский кӗллине вулăр. Пурин те тăрăшмалла нацистсене хирӗç тапраннă çапăçура.
Халăхра вара çапла та калаççӗ: «Пупсем пӗр-пӗринпе çапăçма, вăрçăнма пуçларӗç-тӗк – вăрçă тухать». Вăл та пур пулӗ, кăна хăвăр та куратăр.

 

Гурьевски епископӗ, Кемерово епархийӗн викарийӗ Игнатий.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Религия