Ташлаттарать вăл «Ăраскал»

Арçынсенчен кăна тăракан «Ăраскал» чăваш ансамблӗ пекки республикăра урăх çук.
Республика кунне Тутарстан çуллен анлăн паллă тăвать. Çак кун кашни район-хулара вун-вун мероприяти иртет. Паллах,тӗп уяв Хусанта пулать. Республика кунӗ вăл район-хуласенчи купăсçăсен пӗрле пуçтарăнмалли сăлтав та. Г.Камал ячӗллӗ театр умӗнче çуллен «Выля, хуткупăс!» республика фестивалӗ иртесси йăлара. Кăçал унта пурӗ 100 ытла купăсçă хутшăнса хăй пултарулăхне кăтартрӗ.
Кунта мӗнле халăх кӗвви кăна янăрамасть пулӗ, анчах та Çӗпрел районӗнчи «Ăраскал» кӗвӗ инструменчӗн ансамблӗ (ертӳçи Александр Беззубов) тухсан халăх çăвар карсах итлет. Ну параççӗ вара çӗпрелсем чăваш кӗввине. Пӗр тӗрлине кăна та мар тата – попурри. Куракансем те ташламасăр чăтаймаççӗ. Купăсӗ, балалайки, параппанӗ, кашăкӗ... пӗрле хитре кӗвӗ каласа таврана янратаççӗ. Çапла çулран çул. «Ăраскалсăр» «Выля, хуткупăс!» иртни пулман-ха хальччен. Палăртса хăварар, чăвашсен арçынсенчен кăна тăракан «Ăраскалӗ» пек ансамбль республикăра урăх çук.
Ансамбль районти чăваш ялӗсенчи чи пултаруллă кӗвӗçӗсенчен тăрать. Республика кунне те акă пӗрле пуçтарăннă вӗсем. Сцена çине хальхинче районти культура уйрăмӗн ӗçченӗ Валерий Самойлов, Хурăнвар Шăхалӗнчи Александр Беззубов, Алексей Степанов, Аркадий Еремеев, Александр Никифоров, Владимир Захаров, Владимир Петров, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Геннадий Карсаков, Николай Мулеев тата Кӗçӗн Аксури Василий Кадушкин тухса тӗрлӗ кӗвӗ каларӗç. Чăваш ансамбльне хусансемпе хăнасем хыттăн алă çупса тав турӗç. Мероприяти йӗркелӳçисем вара Дипломпа чысларӗç. (Г. КАРСАКОВ сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
18 января 2021 - 19:12Тукай районӗнчи ялта выльӑхсен урнӑ чирӗпе карантин кӗртнӗ Ҫакӑн ҫинчен калакан указа Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ2301
-
18 января 2021 - 18:52Шывран тухсан ӑшӑнма палаткӑсем пулаҫҫӗ Вакӑсем январӗн 19-мӗшӗнче ирхине 9:00 сехетрен пуҫласа 23:00 сехетчен уҫӑ пулӗҫ3200
-
18 января 2021 - 17:07Чистай районӗн пуҫлӑхӗ коронавирусран прививка тутарнӑ Начальниксем тӗслӗх кӑтартнине халӑх кирлӗ пек йышӑнать3000
-
18 января 2021 - 11:12Антителосем иккӗмӗш эрнерен тухӗҫ Тутарстанра коронавирусран йышлӑн вакцинацилес тапхӑр пуҫланнӑ8400
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр4300
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.4700
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ37700
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.96600
-
15 января 2021 - 11:51«Ералаш» ашшӗ Борис Грачевский пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ Борис Юрьевичпа 2019 çулта вăл Хусанти Халăхсен хушшинчи кинофестивале килсен паллашнăччӗ. Çапах вăл мӗнлерех ырă та кăмăллă çын пулнине пӗлме кӗске интервьюпа творчествăлла тӗлпулу та çитрӗ. Борис Грачевский çынпа уççăн калаçатчӗ, хăйне ахаль тытатчӗ. Ун чухне вăл «Ералашпа» çыхăннă çӗнӗ проектсем шухăшра пуррине пӗлтернӗччӗ. Пурнăç вӗресе тăратчӗ-ха унра.22201
-
15 января 2021 - 14:06Вӑкӑр ҫулталӑкӗнче кама ытларах ӑнать Вăкăрăн йывăр кăмăлӗ Шывтăканăн çăмăл характерӗнчен тӗпрен уйрăлса тăрать22001
-
16 января 2021 - 08:19Пандеми саврăшпуçсен планне пăсайман Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче Çӗнӗ çул умӗн стадион уçăлни, Сосновка поселокӗнчи çуртсене тахçан кӗтнӗ газ яни ял хутлăхӗнчи 2020 çула вӗçлекен чи илемлӗ те хаваслă пулăмсем пулни иккӗленӳллӗ мар. Стадион, тӗслӗхрен, ачасене те, çамрăксене те пӗрлештерекен вырăн халь. Варрине 5 метр çӳллӗш капăр чăрăш лартса халăхпа пӗрле уçнă ăна. Çӗнӗ çул уявӗн кунӗсенче чун каничченех конькипе ярăнман çын юлмарӗ те пуль ку ялта. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Зиновьевич Николаев пӗлтернӗ тăрăх, стадиона ашшӗ-амăшӗсем хăйсен вăйӗпе тунă. Эпир ку яла пынă чух ӗç йăлтах вӗçленменччӗ-ха, шыв сапса тунă каток çинче вара шăпăрлансем ярăнатчӗç те ӗнтӗ.16900
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика