Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăратлă выльăх туянма çулла Чăваш Ене кай

Ăратлă ӗне-выльăх сутакан Пӗтӗм Раççейри пӗрремӗш аукциона Чăваш Енре июлӗн 13-мӗшӗнче ирттерме хатӗрленеççӗ. Çӗршыври выльăх ӗрчетекенсем унта ăратлă пăрупа тына туянма пултарассине пӗлтерет ЧР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

Аукциона «Чебомилк» агрокомплекс пуçарăвӗпе ЧР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви йӗркелет. Ведомствăн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, ăратлă выльăха аукцион площадкинче («Чебомилк» агрокомплексра) кăна мар, онлайн мелпе те туянма май пулать. Килекенсене çаплах Герефорд ăрачӗллӗ вăкăрсене те, Голштински ăрачӗллӗ ӗне-выльăх эмбрионӗсене те кăтартма хатӗрленеççӗ. Аукцион кăнтăрла 12:30 сехетре пуçланать.

Куçăн майпа хутшăнакансем валли виçӗ кунлăх (июлӗн 11-13-мӗшӗсем) программа хатӗрлеççӗ. Аукционсăр пуçне кунта конференци те иртет. Ăратлă выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессине аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство