Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АРТЕМА ШУПАШКАРТА КӖТЕÇÇӖ

Диплом илсен тăван республикăнах таврăнма шутлать

Çӗршыври пин-пин вӗренекеншӗн, çав шутра Анат Камăри 34-мӗш гимназире 11-мӗш класран вӗренсе тухакан Артем Герасимовшăн та, ыран юлашки шăнкăрав янрать.

Хулари пӗртен-пӗр чăваш гимназине 1-мӗш класах килнӗ вăл. Ашшӗпе амăшӗ, Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăш чăвашӗсем, ывăлне тăван чӗлхепех вӗрентес тенӗ. Артем чăнах та маттур каччă. Вăл тăван чӗлхепе тап-таса калаçать кăна мар, чăваш чӗлхипе литература предмечӗсемпе çуллен иртекен республика тата регионсен хушшинчи олимпиадăсене хутшăнса кашнинчех призер пулса таврăннă. Гимназире йăлана кӗнӗ «Мӗн? Ăçта? Хăçан?» интел­лектуаллă вăйă-­викторинăна та хутшăнмасăр юлман. Кăçал та хăйӗн командипе пӗрле И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн чăваш уйрăмӗнче вӗренекен студентсемпе, гимназин вӗрентекенӗсемпе тата Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни шкулӗн вӗренекенӗсемпе вăй виçрӗ. Сăмах май, хӗрӳ тупăшура 34-мӗш гимназин вӗренекенӗсен команди чи лайăх кăтартупа 1-мӗш вырăн йы­шăнчӗ.
Артем кӗрешӳ спорчӗпе те туслă. Пӗчӗкрех чухнехи çитӗнӗвӗсем те пур. Чи юратнă предметсенчен вара тата обществознанипе вырăс чӗлхипе литератури пулнине каларӗ. Вырăс классикӗсенчен Михаил Шолоховăн пултарулăхӗ чунне çывăх. Чăн пурнăçа сăнлакан «Тихий Дон», «Судьба человека» произведенисене килӗштерет.
Гимназирен вӗренсе тухакан Артем Герасимовăн умра хумханмалли самантсем халь – пӗрлехи патшалăх экзаменӗсем. Алла аттестат илсен ăçта вӗренме каясси пирки тахçанах шутласа хунă чăваш каччи. Ăна И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн вырăс, чăваш филологийӗсемпе журналистика тата экономика факультечӗсенче кӗтеççӗ. Шупашкарти тӗп аслă шкулпа гимнази тахçанах килӗшӳ тунă. Олимпиадниксене кунта тӳлевсӗрех вӗренме йышăнаççӗ иккен. Артемпа апрель уйăхӗнче тӗл пулнă вăхăтра вăл хăш факультета суйласси пирки хальлӗхе татăклăнах йышăну туманнине пӗлтерчӗ. Анчах вӗренсе пӗтерсе Диплом илсен тăван республикăнах таврăнассине татсах каларӗ. Тутарстанра лайăх ӗçе вырнаçас шанăç пысăкрах пулнине лайăх ăнланать каччă, çавăнпа Шупашкара вӗренме кăна кайма планлать. Ку ӗнтӗ малашне, халӗ вара  ППЭ ăнăçлă тытмалла. Шанатпăр, йăлтах аван пулать чăваш каччин, ăна тата кăçал шкултан вӗренсе тухакан пин-пин çамрăка экзаменсене лайăх парса пурнăç çулне тӗрӗс суйлама ăнăçу сунатпăр!

Ирина КУЗЬМИНА.
К. Романова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев