Асăрханăр, шыв анать
Кăçал çурхи шыв вăйлă каяс хăрушлăх пур, пысăк юханшывсем çумӗнче пурăнакансем сыхă пулмалла.
Республика территорийӗнче мартăн 25-мӗшӗнче çунă вăйлă юр, çурхи ейӳпе çыхăннă лару-тăрăва самай йывăрлатас хăрушлăх пур. Кун çинчен паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ. Çавна кура МЧС ӗçченӗсем коммуналлă хуçалăх службине ӗçе вăйлатма, çул-йӗр службине вара шыва ирттерекен пăрăхсене тата кӗпер айӗсене тасатма ыйтать.
Специалистсен шучӗпе, кăçал çурхи шыв вăйлă кайма пултарать. Уйрăмах Кайпăç, Ешӗлвар, Çӗнӗ Шуçăм, Чистай, Аксу , Алексеевски тата Нурлат районӗсем урлă иртекен Кубня тата Кӗçӗн Çарăмсан юханшывӗсенче шыв çырантан тухма пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев