АСĂРХАНĂР – УЛТАЛАÇÇӖ!

Тутарстанра хăйсене МЧС е газ службин сотрудникӗсем тесе улталаса килӗрен укçа пуçтарса çӳренӗ тӗслӗхсем нумайланнă. Вӗсем килсене кӗрсе пушар хăрушсăрлăхне тӗрӗслем пекки тăваççӗ те кил хуçисене тӗтӗм е газ шăршине систерекен хатӗрсене туянма хушаççӗ.
Тутарстанра хăйсене МЧС е газ службин сотрудникӗсем тесе улталаса килӗрен укçа пуçтарса çӳренӗ тӗслӗхсем нумайланнине пӗлтерет Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби. Çакнашкал шулӗксем ытларах ахаль тум, хăшӗсем Раççей МЧС службин сотрудникӗсен евӗрлӗ тум тăхăннă. Вӗсем килсене кӗрсе пушар хăрушсăрлăхне мӗнле пăхăннине тӗрӗслем пекки тăваççӗ те кил хуçисене тӗтӗм е газ шăршине систерекен хатӗрсене туянма хушаççӗ. Суя сотрудниксем ӗненмеллерех пултăр тесе кил хуçисен паспорт даннăйӗсене çырса килӗшӳ те тăваççӗ.
Пӗр датчика лартма 1500-3000 тенкӗ илеççӗ. Тӗрӗссипе, кун пек хатӗрсем сутлăхра пур, хакӗ те 350-500 тенкӗрен иртмест. Вӗсене лартма вара нумай вăй та, ăс та кирлӗ мар, пурӗ те икӗ шуруп кăна пăрса хумалла е скотчпа çыпăçтармалла. Хисеплӗ вулакансем, Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби ведомствăн сотрудникӗсем хуть мӗнле тӗрӗслеве те МЧС тумӗпе кăна çӳренине, граждансемпе тӗл пулсан яланах хăйсем ăçтан, кам пулнине пӗлтерсе удостоверени кăтартнине тата нихăçан та нимӗнле хатӗр, çав шутра пушартан сыхлакан датчиксем те, сутманнине асăрхаттараççӗ.
Енчен те хăйсене МЧС ӗçченӗсем е газ службин сотрудникӗсем тесе килӗрен çӳрекенсене тӗл пулсан, васкаса «102» телефонпа шăнкăравласа полицие пӗлтерме ыйтаççӗ. (Сăнӳкерчӗк ТР МЧС пресс-службин).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
12 августа 2022 - 09:36Хальхи цифра технологийӗсем уява тӳрӗ эфирта кăтартма май пачӗç «Пурнăç йывăççи» проекта Атăлçи халăхӗсен тăван чӗлхисемпе йăли-йӗркисене упраса хăварассишӗн пуçранă. Ун тăрăх Хусан çыннисем мари, удмурт, чăваш тата мордва халăхӗсен культурисемпе паллашмалла. Августăн 11-мӗшӗнче Хусанта пурăнакасем тата шӗкӗр хуламăр хăнисем чăваш çи-пуçӗпе, ал-ӗç хатӗрӗсемпе, ваттисен сăмахӗсемпе, йăлана кӗнӗ апат-çимӗçӗпе тата ыттипе паллашрӗç. Уявăн кашни хăни хăйне асăнмалăх чăваш пичечӗллӗ ялав туса хатӗрлеме, хур тӗкӗпе чернил пусса çырма пултаратчӗ е капăрлăх тăхăнса фото ӳкерӗнме.700
-
12 августа 2022 - 08:57Хусанта пӗчӗк чăваш акатуйӗ иртрӗ Паллах, акана халалламанччӗ вăл уява, кӗрхи культурăсене акассипе те. Çапах пирӗн халăх культурипе хусансене вăйă, ташă, юрă, фольклор, юмах, калав, тӗпел, эреш, тум, ал-ӗç ăсталăхӗ, техӗмлӗ чей тата тăван чӗлхе урлă паллаштарни – пысăк уявпа танлашма пултарать.1600
-
11 августа 2022 - 13:02АО «Транснефть – Прикамье» провело плановое учебно-тренировочное занятие в Республике Татарстан АО «Транснефть – Прикамье» провело плановое учебно-тренировочное занятие по устранению неисправностей оборудования на нефтеперекачивающей станции «Михайловка» и линейной части магистрального нефтепровода (МН) Альметьевск – Горький-2 в Республике Татарстан.17600
-
11 августа 2022 - 11:06Венгрире хунсен аслă пухăвӗ иртет, унта чăвашсем те хутшăнаççӗ Çыравçă тата журналист Альбина Юрату пӗлтернӗ тăрăх, ăна «Тюрксой» организацирен шăнкăравласа Венгрире иртекен Хунсен аслă курултайӗнче хутшăнма юрлакан делегат сӗнме ыйтнă. Çак пуху 2022 çулхи августăн 15-18-мӗшӗсенче иртет. Унта чăваш халăхӗн культурине тумпа кăтартмалла, чӗлхине – юрласа.14700
-
5 августа 2022 - 16:01Пахалăхне тӗрӗсленӗ
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
9 августа 2022 - 05:55Александр Денисович ЧЕРНОВА 55 çул тултарнӑ ятпа!Тӗнчери чи хаклӑ та юратнӑ çыннӑмӑра, Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурӑнакан Александр Денисович ЧЕРНОВА августӑн 9-мӗшӗнче 55 çул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!27300
-
5 августа 2022 - 10:53Александр Владимирович ИВАНОВ 60 çул тултарчӗАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович ИВАНОВ ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!44200
-
19 июля 2022 - 08:05Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВАНА юбилей ячӗпе!Пăва районӗнчи Ескуль ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Элмет хулинче пурăнакан Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВА (ИСАКОВА) июлӗн 19-мӗшӗнче 65 çул тултарать.73700
-
9 августа 2022 - 12:06Машинасем тырра йӗтеме турттарса ӗлкӗреймеççӗ Вырма вăхăчӗ çитнӗ. Аграрисем хӗрсе кайса хирсенче ӗçлеççӗ. Типӗ çанталăкăн кашни минучӗ хаклă. Ӳстерсе çитӗнтернине йăлтах вăхăтлă пуçтарса пӗтерес килет. Пăва районӗнчи «Заря» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӗвӗн «Гигант» уйрăмӗнче кӗрхи тулла вырма тытăннă. Комбайсем хирте тинӗсри карапсем пекех, мăнаçлăн ишеççӗ. Бункерӗсене те хăвăрт тултараççӗ. «Универсиада» сортăн улăмӗ нумайрах, вăтам тухăç – гектартан 40 центнера яхăн. Машинасем тырра йӗтеме турттарса ӗлкӗреймеççӗ.33200
-
9 августа 2022 - 14:55Жаркие фестивальные дни волонтеров АО «Транснефть – Прикамье» В жаркие минувшие выходные волонтеры АО «Транснефть – Прикамье» поддержали значимые культурные мероприятия в Пермском крае и Республике Татарстан.32300
-
9 августа 2022 - 05:55Александр Денисович ЧЕРНОВА 55 çул тултарнӑ ятпа! Тӗнчери чи хаклӑ та юратнӑ çыннӑмӑра, Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурӑнакан Александр Денисович ЧЕРНОВА августӑн 9-мӗшӗнче 55 çул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!27300
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика