Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ĂСАТРĂМĂР ХӖЛЛЕНЕ ЙӖЛТӖРЕ СЫРСАХ...

26 ӳсӗмри 170 ытла спортсмен йӗлтӗр çине тăчӗ çак кун Беловкăра. Трасса çинче вӗсене судьясем тӗрӗслесе тăчӗç. Финишра Кивӗ Тимушкел шкулӗнче физкультура учителӗ пулса ӗçлекен Василий Аркадьевич Чугунов кӗтсе илсе результачӗсене çырса пычӗ. Йӗлтӗрçӗсен ӳсӗмӗсем те тӗрлӗрен – 6-ран 78-ра çитичченех.

Йăлана кӗнӗ «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» кăçал мартăн 10-мӗшӗнче иртрӗ, Çăварнин юлашки кунӗпе тӗл килчӗ. Календарьпе çуркунне çитрӗ пулсан та хӗлле хăйӗн тилхепине ярасшăнах мар çав. Ăмăртуччен виçӗ кун маларах çумăр чашлаттарчӗ, тепӗр кун шăнтрӗ, шăматкун вара асар-писер тăман тустарчӗ. Кун пек çанталăк йӗркелӳçӗсене хытах хăратрӗ. Трасса пăрланса ларчӗ, ăмăрту лапамӗ, ун патне пыракан çул тем çӳллӗш кӗртсемпе тулса ларчӗç, çанталăк йăлтах ăмăртăва йӗркелекенсене хирӗç пулчӗ. Лапама кашни çул каçран хатӗрлетчӗç пулсан, кăçал ăмăрту кун кăна хатӗрлеме тиврӗ. Юрать-ха çанталăкӗ кăмăлне улăштарчӗ. Тăман лăпланчӗ, хӗвел тухса ăшăтса ячӗ.

Палăртнă кун ирех хӗрӳ ӗç пуçланчӗ. Кам кăна хутшăнмарӗ-ши çак пысăк ӗçе? Пăрланнă трасса хӗвелпе ăшăнса çителӗклӗ кăна çемçелчӗ, ăна бурансемпе йăлтах таптаса якатрӗç. Кӗске вăхăтрах трассăна çӗнетсе те хучӗç! Владимир Давыдов хăйӗн тракторӗпе лапама хырчӗ, «Премьер-Сити» СК тракторӗ вара çулсене кӗртсенчен тасатрӗ. Ял халăхӗ пулăшнипе кухня валли палатка, финиш створӗ, йӗлтӗрсене йӗркелесе хумалли вырăнсем çӗкленсе те ларчӗç, баннерсене, Тутарстанпа Раççей ялавӗсене çакрӗç, трассăн икӗ хӗррипе астутармалли сеткăсене (ытти çулсенче лентăсем кăначчӗ) тăсрӗç, старт тӳремӗ вӗçне ялавсем лартрӗç – ăмăрту лапамӗ йăлтах хатӗр пулчӗ.

Çак кун Беловкăра икӗ мероприяти иртрӗ. Уяв Çăварни ячӗпе вăйă картине тăрса юрăсем юрланипе пуçланчӗ. Тӗрлӗ çӗртен килнӗ хăнасем нумай пулнипе илемлӗрех, интереслӗрех, тӗрлӗ çӗнӗ вăйăсем выляттарса ирттерме тăрăшрӗç Çăварние ертсе пыракансем.

Çак вăхăтрах ăмăрту лапамӗнче те ӗç чарăнмарӗ. «УАЗик» ăшӗнче спортсменсен регистрацийӗ пычӗ. «Вӗри апат» пунктра Галина Константинова, Валентина Статина, Елена Полорусова, Валентина Наумова, Светлана Ефимова пӗтӗм халăха тутлă, техӗмлӗ апатпа сăйлама хатӗрленчӗç. Кухня çумӗнчех «Людмила» лавкка ӗçченӗсем шашлык пӗçерме, тавар сутма пуçларӗç. Çӗнӗ Ӳсел ял клубӗн директорӗ А.Идиятуллин юрă-кӗвӗ янраттарма тытăнчӗ. Тӗлӗнмелле пултаруллă çын вăл Алим Самигуллович, йăлтах ӗлкӗрет. Пӗтӗм халăха хăйӗн юррисемпе савăнтарать. Ахальтен мар ăна Аксу районӗн шăпчăкӗ теççӗ.

10 сехет тӗлне пӗтӗм халăх ăмăрту вырăнне пуçтарăнчӗ. Мероприяти Аксу район администрацийӗн Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт уйрăмӗн пуçлăхӗ Р.К.Канафин, тӗп спонсорсем В.Г.Панковпа В.Л.Терентьев саламланисенчен, А.Ф.Шуркин, В.Д.Кузьмин шурсухалсен сӗнӗвӗсенчен, йӗркелӳçӗсем ăмăрту йӗркипе паллаштарнинчен пуçланчӗ.

Стартсем пӗринчен тепри йышлăрах, интереслӗрех, хумхануллăрах иртрӗç. Чи интереслӗ ӳсӗмрисем 2009,2010,2011 çулсенче çуралнă  шăпăрлансем пулчӗç. Çак ӳсӗмрисене кашни çулне уйрăммăн ячӗç. Пӗтӗм вăйне парса, тин çӗкленнӗ çуначӗсене вӗçтерсе ăнтăлчӗç вӗсем финиша. Çавăнпа та организаторсем çак ӳсӗмри йӗлтӗрçӗсене пиллӗкмӗш вырăн таранччен палăртрӗç. Çитес çул та килччӗр, малашне те йӗлтӗре ан пăрахччăр терӗç пулмалла.

26 ӳсӗмри 170 ытла спортсмен йӗлтӗр çине тăчӗ çак кун Беловкăра. Трасса çинче вӗсене судьясем тӗрӗслесе тăчӗç. Финишра Кивӗ Тимушкел шкулӗнче физкультура учителӗ пулса ӗçлекен Василий Аркадьевич Чугунов кӗтсе илсе результачӗсене çырса пычӗ. Йӗлтӗрçӗсен ӳсӗмӗсем те тӗрлӗрен – 6-ран 78-ра çитичченех пулчӗç. Финишра йӗлтӗрçӗсене шоколадпа кӗтсе илчӗç. Чупса тухнисем вӗри апатпа, шашлыкпа сăйланчӗç.

Малти вырăна тухнă спортсменсене медальсемпе Хисеп хучӗсем тата укçан парнесем парса чысларӗç.

Аванах ывăннăччӗ ăмăрту вӗçленнӗ вăхăта. Ача-пăчасен савăнăçпа çиçекен сăн-питне, ашшӗ-амăшӗсен хăйсен тӗпренчӗкӗсемшӗн савăннипе телейпе тулнă куçӗсене курсан ывăнни таçта кайса çӗтрӗ. Çак савăнăçпа телейшӗн çӳлерех асăннă çынсемсӗр пуçне тав сăмахӗсене хаклă спонсорсем те тивӗçлӗ. Çак уяв Хусан хулинче ӗçлесе пурăнакан Вячеслав Панкова, Çырчаллинчи Бокс федерацийӗн тренерне Владимир Терентьева, Беловка ялӗнчен тухнă, хальхи вăхăтра Çырчаллинче пурăнакан Сергей  Янилкинпа Алексей Уланова, Пухтел ялӗн хастар пенсионерне Владимир Кузьмина пула чаплă иртрӗ.

Ăмăрту спонсорсене спорта аталантарма пулăшнăшăн Хисеп хучӗсем, пулăшакансене Тав хучӗсем парса чысланипе вӗçленчӗ. Пулăшакансем пурте мухтавпа хисепе тивӗçлӗ, вӗсен ӗçне курсан чун савăнать, вӗсен çинчен çырас пулсан хаçатăн пӗр номерӗ кăна та çитеймест.

Ăмăртăвăн калăпăшӗ, спортсменсен, курма килекенсен шучӗ çулран çул ӳссе пырать. Ытти çулсенче ачасем тренерӗсемпе кăна килетчӗç пулсан, халӗ вара хăйсен ачисемшӗн стартра пăшăрханма, финишра пепкисемшӗн савăнма ашшӗ-амăшӗ те туртăнма пуçларӗ. Ку вара ăмăртăва йӗркелекенсене питӗ те савăнтарать. Атте-анне пулăшнипе ача-пăча хăйӗн пултарулăхне малалла аталантарма, пысăкран та пысăк çитӗнӳсем тума пултарать. Ачасен малашлăхӗ атте-аннерен нумай килет çав… (Татьяна БУЛЬБОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт