Новости с тегом - Спорт
-
15 июня 2022 - 09:32КУБОК ХАЛЬХИНЧЕ ТЕ ПĂВАРА ЮЛЧӖВӗсен йышӗнче кăçал пӗрремӗш хут чăваш каччи, Пăвари Никита Ильин («Сувар» кубокне пӗрре мар хутшăннă çамрăк футболист) та пурччӗ. Тӗп судьян сăмахӗпе, унăн ку енӗпе пултарулăхӗ пур, тен, вăхăт çитсен вăл та арбитрсен шкулне иртӗ.
-
16 апреля 2022 - 13:45Саплăксем ентешне Валерий Юдина хисеплесе йӗркелекен турнира 17-мӗш хут ирттерчӗçАпрель пуçламăшӗнче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк шкулӗнче вырăнти предпринимателе Валерий Юдина халалланă сӗтел çи теннис уçă турнирӗ иртрӗ. Район шайӗнчи ăмăрту пирӗн тăрăхра çирӗп йăлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ăна çулсерен унăн пӗртăванӗ, шкулта физкультурăпа ОБЖ предмечӗсене вӗрентекен Борис Юдин йӗркелет. Палăртса хăвармалла – турнир кăçал 17-мӗш хут иртрӗ.
-
13 марта 2022 - 16:19«БЕЛОВКА ЙӖЛТӖР ЙӖРӖ» ПХЕНЧХАНРИ ĂМĂРТУСЕНЧЕН КАЯ МАР ПУЛЧӖ«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ – 2022» Пекинри Олимпиадăри йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртусене вӗçлекен 50 километрлă масс-старта аса илтерчӗ – çанталăкпа та, спортсменсен хӗрӳ кӗрешӗвӗпе тата трасса кăткăслăхӗпе. Юрать тăманӗ ăмăртусем вӗçленессе кӗтрӗ, ăшă тумтире те касса кӗрекен сивӗ çилӗ вара пӗрре те чарăнмарӗ. Старта хирӗç вӗрекенскер йӗлтӗрçӗсене сывлама памасăр хыпăнтарчӗ вăл. Çапах ниме пăхмасăр Беловкăри регионсен хушшинчи йӗлтӗр йӗрӗ иртрӗ-иртрех. Ăмăртусем мартăн 5-мӗшӗнче, ирхине 10 сехетре пуçланчӗç.
-
9 февраля 2022 - 17:19Хусан каллех тӗнче чемпионачӗсене йышăнӗ, апрельте синхронлă ишессипе унтан шыва сикессипе тӗнче серийӗн тапхăрӗсем иртмелле.Раççейӗн Олимп комитечӗн спортсменӗсем Пекинри Хӗллехи Олимпиадăра хăйсене питӗ аван кăтартаççӗ. Тем пек Раççей сборнăйӗ тесе калас килет те, анчах шел пулин те, допинг скандалне пула пирӗн çӗршыва тӗнчери ăмăртусене хутшăнассипе Халăхсен хушшинчи Олимп комитечӗ санкцисем йышăннă. Вӗсем 2022 çулхи декабрьччен вăйра. Çавна май пирӗн спортсменсем акă ӗнтӗ миçемӗш Олимпиадăна ялавсăр, гимнсăр хутшăнаççӗ. Паллах, питӗ кӳрентерет ку. Çапах та пирӗн спортсменсен çирӗп кăмăлне, çӗнтерӳ патне ăнтăлăва санкцисем ура хураймарӗç. ТР спорт министрӗ Владимир Леонов та Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифинга спортсменсене тав тунинчен пуçларӗ.
-
6 июня 2021 - 08:00Борис Чернов: «Ачасене кӗрешме вӗрентесси – манăн чи пысăк ӗмӗтчӗ»Атăлçи регионӗсенчи спорта юратакансем, ирӗклӗ кӗрешӳпе интересленекенсем Борис Чернова лайăх пӗлеççӗ. Вăл Çӗпрел районӗнчи Куршанкă Шăхаль ялӗнче 1956 çулхи июнӗн 7-мӗшӗнче çуралнă. Халӗ Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗн ирӗклӗ кӗрешӳçисен командин аслă тренерӗ. Борис ачаллах йăрă ӳснӗ, спорт вăййисене юратнă, тантăшӗсем хушшинче хоккейла выляссипе кӳршӗ ялсемпе вăйăсем йӗркеленӗ. Вӗренме те япăх вӗренмен, шкул çумӗнчи участокра ӗçлесе вăл ВДНХ бронза медальне тивӗçнӗ. 1973 çулта Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкула пӗтерсен вăл Ижевскри ял хуçалăх институтне кайса кӗнӗ. Малтан лаша спорчӗпе аппаланнă. Çур çул хыççăн вара пӗр тӗлпулу унăн пурнăçне улăштарса янă.
-
28 февраля 2021 - 10:43ПЕТР МУСКАТИНОВĂН ХАЛЬХИНЧЕ КӖМӖЛ МЕДАЛЬФевралӗн 17-18-мӗшӗсенче Орел хулинче сывлăх енчен çирӗпех маррисен хушшинче армрестлингпа иртнӗ XVII Раççей чемпионатӗнче Аслă Аксу чăвашӗ кӗмӗл медаль çӗнсе илнӗ.
-
27 января 2021 - 16:00Салават Гайсин: 95 лет для «Динамо» в Татарстане — это только началоРеспубликанскому спортивному обществу 29 января исполнится 95 лет.
-
23 января 2021 - 18:56«Дакар – 2021» ралли-рейдра штурмансене кăçал Сауд Аравийӗн çутçанталăкӗпе киленме май пулманШăп пӗр эрне каялла, январӗн 15-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче Халăхсен хушшинчи «Дакар – 2021» ралли-рейд вӗçленчӗ. Массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлетпӗр ӗнтӗ, кăçал грузовиксен хушшинче малтанхи виçӗ вырăна та Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда йышăнчӗ: пьедестал çинче пирӗннисем тăчӗç, чыслав церемонийӗнче Раççей гимнӗ янрарӗ. «КАМАЗ-мастер» тепӗр хут Раççей автомобилӗсем чи шанчăклине, хăватлине, спортсменӗсем чи чăтăмлă тата опытлине кăтартса пачӗ. «Сувар» вулаканӗсем асăннă командăн йышӗнче хамăрăн ентешӗмӗр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин пулнине аван пӗлеççӗ. Кăçал вăл тăваттăмӗш хут А.Шибалов экипажӗн йышӗнче штурман пулса «Дакара» хутшăнчӗ, виççӗмӗш хутчен çак ăмăртуран призлă вырăнпа таврăнчӗ. Кăçал экипаж 2-мӗш вырăн йышăнса «Кӗмӗл бедуина» тивӗçрӗ. Сауд Аравийӗнчен таврăнсанах эпир Дмитрий Никитинпа тӗл пултăмăр, вăл хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.
-
24 октября 2020 - 14:27Хусанта халăхсен хушшинчи теннис ăмăртăвӗ пуçланчӗХалăхсен хушшинчи теннис ăмăртăвне республикăран 13 спортсмен хутшăнать. Вӗсем чи лайăх кăтарту тăвасса питӗ шанатпăр.
-
9 августа 2019 - 09:30Любовь Моргунова: «Ман рекордран никам та иртеймен-ха»Чупма эпӗ кукамай патне Çӗньяла (Аксу районӗ) каникула килсен пуçланă темелле. Кашни çулла пире – аккана, мана тата йăмăка – аттепе анне кукамай патне леçсе яратчӗç. Пӗр çулхине эпир Пӳлер çумӗнчи ача-пăча ӗçпе кану лагерьне лекрӗмӗр. Питӗ интереслӗччӗ унта. Тӗрлӗ спорт ăмăртăвӗсем нумай ирттеретчӗç. Эпӗ яланах чупакансен хушшинче çӗнтереттӗм. Кукамай патне таврăнсан Çӗньял тавра кашни кун чупма пуçларăмăр – 3 километр таран чупаттăмăр. Вăрмана çити е фермăна та чупаттăмăр, унта хӗр-тусăн Света Самсонован амăшне сӗт витрисене йăтма пулăшаттăмăр. Çак ӗç пӗрре те йывăр мар пек туйăнатчӗ пирӗншӗн. Ăмăртас хăнăху çакăнта пуçланчӗ.
-
4 августа 2019 - 09:52ЦСКА-па 9 хут выляса "Рубин" 1 кӑна ҫӗнтернӗҪапах паян Хусанта иртекен вӑйӑра вӑл мала тухма пултарать, мӗншӗн тесен командӑн ҫӗнӗ тренер
-
27 июня 2019 - 21:27Ҫӑвар маччинчен сиксе тапӑп акКореецсен кӗрешӳ тӗсӗ - тхэквондо - хӳтӗленмелли меслет. Вӑл спортра урапа тапнине кӑна шута илеҫҫӗ.
-
14 июня 2019 - 08:53Кире пукан паттӑрӗсем Хусанта пухӑнаҫҫӗЭсир пӗлнӗ-и, Тутарстанри кире-пукан спорт федерацийӗн президенчӗ Салават Фатхетдинов пулнине?
-
5 июня 2019 - 17:51Ульяновск облаҫӗнчи команда турнирӑн сенсацийӗ пулса тӑчӗ"Сувар" турнирне пӗрре те сиктермен Рункӑ команди ӑмӑртӑва хутшӑнманни йӗркелекенсене кӑштах тӗлӗнтерчӗ.
-
5 июня 2019 - 11:12Тăхăрьялсем елчӗксемпе альшихсене çӗнтерчӗç«Альшихпе» «Тăхăрьял» командисем выляни винегрета аса илтерчӗ.