Хусанта Спортăн хӗллехи тӗсӗсемпе Ятарлă Олимпиадин Пӗтӗм Раççейри Спартакиади иртет
Тутарстанăн тӗп хули мартăн 3-мӗшӗнчен пуçласа 7-мӗшӗччен Пӗтӗм Раççейри спорт пулăмӗн центрӗ пулса тăрать.
Старта çӗршывăн 250 регионӗнчен 550 спортсмен тухать, вӗсенчен 430-шӗ менталь аталанăвӗн уйрăмлăхӗсемпе. Республика команди 127 çынран тăратать. Ăмăртусем тăватă тӗспе иртеççӗ: снегоступпа чупни, йӗлтӗрпе ăмăртни, флорбол тата юнифайд-флорбол.
Спортсменсем хулари чи лайăх спорт объекчӗсенче хăйсен вăйне, тӳсӗмлӗхне тата ăсталăхне виçӗççӗ. Мероприятисем «Буревестник» тата «Локомотив» стадионсенче, çавăн пекех Бокспа сӗтел çи теннисӗн центрӗнче иртеççӗ.
Спартакиадăра уйрăммăнах инклюзивлăх çине тимлӗх уйăраççӗ: ăмăртăва хутшăнакансем хăйсен çитӗнӗвӗсене кăтартнисӗр пуçне, пӗр-пӗринпе туслашма та пултараççӗ.
Мероприятие Раççейӗн тата Тутарстанăн Спорт министерствисем, ТР Вӗрентӳпе наука министерстви «Раççейри Ятарлă Олимпиадин» регионти организациӗпе пӗрле йӗркелеççӗ.
ТР Спорт министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев