Генерал-лейтенант, летчик-испытатель  Николай Гаврилов паттăрла вĕçев тунăранпа 25 çул çитрĕ
Тӗп хыпар

Генерал-лейтенант, летчик-испытатель Николай Гаврилов паттăрла вĕçев тунăранпа 25 çул çитрĕ

Чăваш Енре çуралса ӳснӗ Раççей Геройӗ Николай Федорович Гаврилов çар заданийĕсене пурнăçласа пурӗ виçĕ пин ытла вĕçев тунă. Çар летчикӗ пулнăскер нумай теветкеллӗ те хăрушă лару-тăруран тухма пултарнă вăл. Владимир Путин Премьер-министр тивӗçӗсене пурнăçланă вăхăтра вăл пӗрре мар унпа вӗçевсене тухнă.

2001 çулхи  сентябрь уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче çĕрле Кабул хулине террористсем ракетăпа пенĕ чухне Николай Гаврилов полковник ертсе пыракан экипаж  вертолетпа харсăрла вĕçев – унăн чи пысăк паттăрлăхӗ. Николай Федорович Афганистанри террористсен инфраструктурине тĕп тăвассипе пуçарнă вăрттăн операцие ертсе пынă. Çак пулăм  Америкăри террорла ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн тепĕр темиçе сехетрен пулса иртнĕ. Ракетăсем вырнаçтарнă вертолетсем боеприпассем тата горючи упранакан складсене тĕпĕ-йĕрĕпе аркатнă. Çавăн пекех тĕрлĕ çĕршывсенчи боевиксен пысăк пуçлăхĕсем канашлăва пухăннă çурта тĕп тунă.

Çак пулăмпа çыхăннă ĕçсене чылай çул хушши вăрттăнлăхра тытнă, 20 çул иртсен тин информацие уçăмлатнă. Асăнннă паттăрла ĕçшĕн 2002 çулхи январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн  указĕпе Николай Федорович Гаврилова Раççей Геройĕ ята панă. 

Каласа хăвармалла, паянхи кун Николай Гаврилов Раççейри чăвашсен наципе культура автономине ертсе пырать. 

Пӗлтӗр апрелӗн уйăхӗнче  Шупашкарти Пичет çуртӗнче Раççей Геройӗпе Николай Гавриловпа тӗлпулу иртнӗ.

Сăнӳкерчӗк «ФНКАЧР Чувашский мир» телеграм-каналтан. 


Герой России Николай Гаврилов

Нет комментариев