Çӗнӗ хыпарсем

Питчинг, кинорынок – ӗçлӗ çынсен площадки

«Алтын минбар» кинофестивалӗн пилӗк кунӗ пӗр сисӗнми иртсе кайрӗ. Темиçе площадкăра параллельлӗ пыракан пулăмсене (çав вăхăтрах тата «Корстон» хăна çурчӗпе суту-илӳ, кану комплексӗнчи кинотеатрăн тăватă залӗнче, «Мир» кинотеатрта кинокăтартăвӗсем пулчӗç) хутшăнма ӗлкӗрме те çăмăл пулмарӗ

 

На Алтынминбар образовалась ассоциация«Алтын минбар» ТР Наци библиотекинче

Иртнӗ кунсене пӗтӗмлетсе çакна çирӗппӗнех калама пултаратпăр – кăçалхи «Алтын минбар» йӗркелӳçӗсемшӗн те, кинофестивале хутшăнакансемшӗн те ытти çултисенчен кăсăкрах пулчӗ-тӗр. Те тата тăватă çӗршыв хутшăннипе, те урăх сăлтавпа. Кăçал Марокко, Малайзи, Египет,  Армени киноиндустри представителӗсем те пулчӗç «Алтын минбарта».

 Уйрăмах кино ӗçӗнчи çамрăксен савăнма сăлтав пур. XXII «Алтын минбара» вертикальлӗ роликсем ӳкерсе хутшăннă çамрăксем ытти чухнехинчен йышлă пулчӗç. Ку енӗпе «çитес фестивальте ятарлă номинаци пӗлтерсен аван пулмалла» текен шухăша Кинопроектсен халăхсен хушшинчи питчингӗн эксперчӗсем те асăнчӗç. Сăмах май, «Алтын минбар»  кинофестиваль улттăмӗш хут питчинг ирттерчӗ.

Фестивалӗн ӗçлӗ пайӗ кăçал ТР Наци библиотекинче иртрӗ. Экспертсен ӗçӗ питчинга тăратнă проектсене пăхса тухса хакласси çеç пулмарӗ, вӗсем мастер-классем ирттерчӗç. Ку пуриншӗн те, уйрăмах кино ӗçӗнчи çӗнӗ çынсемшӗн, питӗ усăллă пулчӗ-тӗр. Кинопроекта питчингра ăнăçлăн мӗнле кăтартмаллине те, ытти вăрттăнлăхсене те экспертсем пӗр пытармасăр уçса пачӗç. 

Халь кинопроизводство умӗн­­че тăракан ыйтусем çине хӗ­рӳл­лӗ ­дискуссисенче хурав шыра­рӗç.«Алтын минбар» – халăхсен хушшинчи кинофестиваль, тӗрлӗ çӗршывсенче кино ӗçӗпе пурăнакансем хутшăнчӗç вӗсене. Çапла пӗрле канаш­ла­са тупрӗç хуравсене. 

Хусанăн Халăхсен хушшинчи кинофестивалӗн кинорынокӗ те, проектсен питчингӗ те тӗнчере хăйӗн хисеплӗ вырăнне тахçанах йышăннă. Ази, Европа, Африка çӗршывӗсене, христиан, мăсăльман тӗнӗсене тытса пыракансене пӗр чӗлхе тупма пулăшать вăл. «Культурăсен диалогӗ урлă диалогăн культури патне» сăмахсем чăна килеççӗ.

Питчингăн призсен фончӗ 500 000

Кăçал 13 çӗршывран, Раççе­йӗн 28 субъектӗнчен питчинга хутшăнма 84 заявка килнӗ. Кинопроектсен  Халăхсен хушшинчи питчингӗн шорт-листне 9 тулли метражлă тата 6 вертикальлӗ сериал (20-рен кая пулмалла мар) проекчӗсем кӗнӗ. Финала тухнисем хăйсен ӗçӗсене онлайн та, куçăн майпа та хӳтӗленӗ.  Питчинга хутшăнакансемшӗн пӗр услови – хăйӗн ӗçне Тутарстанпа пурнăçламалла. Питчингăн приз фончӗ 500 000 тенкӗ. Условипе çӗнтерӳçӗсем иккӗн çеç пулмалла – кашни сулăмпа пӗрер. Галия Измайлова балерина çинчен каласа паракан тулли метражлă «Галия» фильм проекчӗ (режиссерӗ Эльмира Хасанова, Узбекистан) тата Евгения Разгуляеван «Город букв»  вертикальлӗ сериалсен сулăмӗпе хатӗрленӗ проекчӗ çӗнтерчӗç. Экспертсем Юлия Захарован тулли метражлă «Однажды в Сербии» проектне ырларӗç, вăл çӗнтернӗ «Галияна» 1 балл кăна çитеймен иккен. Хусанти Халăхсен хушшинчи питчингăн лайăх енӗ – финала тухнă, анчах çӗнтереймен проектсене пурнăçланма пулăшасси – пур. Хальхинче те мӗнле продюсер, режиссер, киностуди директорӗ пулăшса экран çине тухма май парассине пӗлтерчӗç. 

«Алтын минбарăн» ӗçлӗ пайӗ килӗшӳсем çине алă пуснипе вӗç­ленчӗ.  Хусанти кинофестивалӗн ӗç тăвакан директорӗ Миляуша Айтуганова Оман султанатӗнчи кинофестивалӗн, Малайзи  кинокомпани представителӗпе киносем ӳкерессипе те, кăтартассипе те тату ӗçлесси пирки килӗшӳ турӗç. Тата тепӗр виçӗ енлӗ килӗшӳ туса ассоциаци йӗркелени çинчен пӗлтерчӗ Миляуша Лябибовна: Египет, Вели­кобритани тата «Алтын минбар». Ассоциаци тӗрлӗ тӗнче пайӗсенчи кино ӳкерекенсемпе прокат йӗркелекенсене пӗр чӗлхе тупма пулăшӗ. 

Сăнӳкерчӗксем «Алтын минбар» пресс-службин.


#Алтын минбар

Нет комментариев