Сентябрӗн 12-мӗшӗнче 10.00 сехетрен пуçласа 12.00 сехетчен Казанка юханшывӗн çыранӗ хӗрринче (Сибгата Хакима урамӗ) «Чистый поток – чистая страна» экологи акцийӗ иртет.

Мероприятие хутшăнакансем темиçе тематика экостанцине иртмелле, унта тавралăх çинчен пӗлнине тӗрӗслеме, нумай çӗннине пӗлме май пулӗ. Заданисене ăнăçлă пурнăçлакансене «Эколог паспортне» параççӗ.
Акцие хутшăнма çак ссылкăпа регистраци иртмелле. Тӗлпулăва хăвăрпа пӗрле пластик кӗленчесен хупписене илсе килмелле. Вăл акцин пӗрремӗш заданийӗ пулӗ. Чи хастар та тухăçлă хутшăнакансене йӗркелӳçӗсенчен асăнмалăх парнесем кӗтеççӗ.
Акцие Вырăс географи обществин регионти уйрăмӗпе ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви йӗркелет.
Нет комментариев