Баклажан – укроппа тата ыхрапа
Тӗпелте

Баклажан – укроппа тата ыхрапа

Баклажана 1,5×1,5 сантиметр пысăкăш тăваткалсем çине турамалла. 4,5 литр шыва вӗреме кӗртмелле те ¼ стакан уксус хушмалла. Туранă баклажана уксус хушнă шыва ярса вӗреме кӗнӗ хыççăн 5 минут пӗçермелле, унтан дуршлаг çине силлесе шывне сăрăхтармалла. Унтан пысăк кастрюле хумалла.

Маринад хатӗрлемелле: укроппа ыхрана вӗттӗн турамалла, 1 стакан уксус, тип çу, тăвар, сахăр песокӗ тата пăрăç хушса пăтраштармалла. Маринада пӗр 15–20 минут ахалех лартмалла. Вара баклажан çине ярса лайăх пăтраштармалла та салата банкăсене пусмасăр кăна тултармалла. Кастрюль тӗпӗнче пухăннă шыва банкăсене ямалла. Банкăсене хупкăçпа витсе шыв янă кастрюле лартмалла та 20 минут стерилизацилемелле. Хупласа сулхăн çӗрте упрамалла. 

Кирлӗ: 5 кг баклажан, 3 пуç ыхра, ешӗл укроп, 300 мл тип çу, 300 мл 9% уксус, 1 чей кашăкӗ вӗтетнӗ хура пăрăç, 4 кашăк тăвар, 1 чей кашăкӗ сахăр песокӗ.

 


Рецепты

Нет комментариев