55 çул тăсăлакан истори
Çӗнӗ хыпарсем

55 çул тăсăлакан истори

Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнче пурăнакан çак çемье пирки çырмалли питӗ нумай. Хула çывăхӗнчи яла пурăнма куçнăранпа вырăнти халăха вăл картиш тулли выльăх-чӗрлӗхпе хур-кăвакал усраса, пушă кӗленче савăтран хăйсем ăсталанă теплицăпа, ăнса пулакан пахча çимӗçпе тата çутçанталăка, спорта юратнипе тӗлӗнтерет. Сăмах – Кольцовсем пирки. Вăхăтӗнче выльăх апачӗ, строительство материалӗсем тупасси пек ӗçсем ытларах çемье пуçӗ Альберт Миронович çине тиеннӗ пулсан, теплицăри асама тăваканни, кил вучахне нумай çул упраканни вара – Нина Павловна. Сентябрӗн 5-мӗшӗнче вăл хăйӗн 80 çулне паллă турӗ. Кăçал тата вӗсем пӗрлешнӗренпе те 55 çул çитет.

​​Кольцовы Альберт Миронович и Нина Павловна Çурçӗр Кавказри тӗлпулу

Нина Павловна Кольцова (хӗр чухнехи хушамачӗ Богданова) пирӗн тăрăхри çын мар, Тюмень облаçӗнчи Ярково районӗнчи Согра ялӗнче çуралнă вăл, 5-ре чухне Тобольск районӗнчи Байкалово ялне пурăнма куçнă. Пӗрремӗш мăшăрне ир çухатнă хыççăн Турă пурнăç юлташӗ пулма Нина Павловнăна янăшăн çав тери хӗпӗртет Альберт Миронович. Унпа паллашнă самантăн кашни çеккунтне чӗрере упрать. Хальхинче те акă хăйӗн 55 çула тăсăлакан юрату историйӗ мӗнле пуçланнине аса илнӗ май сăн-пичӗ çуталчӗ ӗç ветеранӗн.

– Нинăпа эпир 1971 çулхине август уйăхӗнче Çурçӗр Кавказа санаторие кайсан паллашрăмăр. Мана унта хамăн строительство тресчӗн йӗлтӗр ăмăртăвӗнче иккӗмӗш вырăна тухнăшăн путевка панăччӗ. Нинăна та Тюменьти ял хуçалăх институчӗн йӗлтӗр ăмăртăвӗн çӗнтерӳçи пулнипе унта канма янă пулнă. Пӗр кунхине юлташпа пӗрле çӳллӗ ту тăррине çуранах хăпарнă хыççăн столовăя кӗтӗмӗр. Кунта пуç çаврăнмалла çӳлли, ту качакисене курни пирки калаçатпăр. Пирӗн умра тăракан çамрăк хӗр çаврăнчӗ те: «Э, эсир те канаканнисем иккен», – терӗ лăпкăн. Лайăх паллашса та ӗлкӗреймерӗм. «Каçхи ташăра тӗл пулсан калаçатăп-ха кунпа», – çирӗппӗн тӗв турăм хам.

Ниепле те май килмерӗ, çапла 26 куна тăсăлнă кану вăхăтӗнче ăна пурӗ те 4 хутчен кăна курайрăм. Иккӗмӗш тӗлпулу ирхине 6 сехетре пулчӗ. Ирпе ирех чупма тухрăм, пӗр виçӗ-тăватă çухрăм иртнӗ хыççăн каялла таврăнатăп. Пăхатăп та тӗмсем хыçӗнче хайхи хӗр те зарядка тăвать. Пӗр вăтанмасăрах ун патне пытăм. Çапла калаçса кайрăмăр. Вăл хăйне мӗнле тыткалани, калаçăвӗ тӳрех кăмăла кайрӗ.

«Киле, Тюмене, таврăннă чух, эсир хирӗç мар пулсан, Хусана чарăнса хулапа паллашнă пулăттăм», – терӗ. Хальхи пекех астăватăп вырсарникунччӗ вăл, сентябрӗн 5-мӗшӗ, эпӗ унăн çуралнă кунне астуса юласса шутламан ӗнтӗ вăл. Колхоз пасарне кӗрсе виçӗ гладиолус туянса ăна парнелерӗм. Уйрăлас килменнипе унпа пӗр поезда ларса Арска çитичченех кайрăм ун чух. 

Тюмене кайса качча тухма ыйтнă 

Пӗр уйăх пек иртсен, ун чух план уйрăмне ертсе пыраттăм эпӗ, ертӳçӗпе Н.А.Пастуховпа хутшăнусем аванччӗ, тунтикунччен мана Тюмене яма килӗшрӗ. Самолета билет та илтӗм. Аэропортра ман самолет çав кун вӗçменнине пӗлтерсенех чугун çул вокзалне çитсе Свердловска каякан поезд çине лартăм. Свердловскри аэропорт Кольцов ячӗпе хисепленет иккен.

«Ну, Кольцов, хăвăн пултарулăхна кăтарт», – терӗм хама хистесе. Пăхатăп та хирӗç форма тăхăннă çамрăк килет. «Савни патне Тюмене çитмелли майсем суйласа илейместӗп, пулăш-ха», – тетӗп кăна. «Эп вӗçетӗп Тюмене, ещӗксем çинче ларса кайма килӗшетӗн-и?» – хуравлать ку. Пăшăрханнипе темиçе талăк çывăрман япала эп пӗр сăмахсăрах почта самолечӗпе кайма килӗшрӗм. Укçа та илмерӗ.

Нинăн общежитине шыраса тупрăм. Пӳлӗмре юлташ хӗрӗ Таня кăна. Вăл вăхăтра вӗренсе тухнăскере вӗсене институтрах ӗçлеме хăварнăччӗ. «Халех килмест-ха, студентсемпе практика ирттерет. Çул çинче ывăнтăн пулсан канма вырт», – тет ку мана. Çывăрса кайичченех Нина та çитрӗ.

«Кăтра пуçли килнӗ кунта сан, халь кăна çывăрса кайрӗ», – калаçаççӗ хӗр-тантăшсем.

«Мӗн-тӗр хатӗрлемелле пуль апла, кухньăна тухам-ха», – илтетӗп Нина калаçнине.

«Мӗнле-ха капла, килме килтӗм, аван мар, мӗн-тӗр тумалла», – шухăшлатăп хам.

«Таня, итле-ха, эпӗ вӗт ăна качча тухма ыйтрăм, пӗлместӗп мӗнле йышăнать», – тетӗп.

«Нина, эс качча каятăн иккен, мана каламастăн пулать», – кăмăлсăрланчӗ Таня алăкран кӗрекен Нинăна курсанах.

«Мӗнле вăл качча каять тет? Кольцов, эс мана качча тухма ыйтман вӗт», – тесе хучӗ.

«Ну вăт, халӗ калатăп», – тетӗп. Сăмах хыççăн сăмах, калаçу сыпăнчӗ.

Хусана тунтикун çитес тесен ман çав кунах каçхине 5 сехетре поезда лармалла. Вăхăт иккӗ. «Хăвăртрах шутламалла сан. Халь мар-тăк, çухататăн», – терӗм хам ăшра. «Сирӗн кунта Ял совет председателӗ пур-и?» – ыйтатăп кусенчен. «Пур, канмалли кун вӗт паян, шăматкун», – теççӗ хайхи. Пуян çын пек такси тытсах кайрăмăр ун патне. «Çук, заявлени парăр та тепӗр уйăхран çырăнма килӗр», – хирӗçлет Ял совет председателӗ. Калаçтартăм вӗт, çав каçах улттăра çырăнтарма килӗшрӗ. Çапла октябрӗн 18-мӗшӗнче пӗрлешрӗмӗр, – йăл кулчӗ ветеран.

Кольцовы Альберт Миронович и Нина Павловна

Хусанти пурнăç 

Ӗçрен яманнипе Хусана Нина Павловна 1971 çулхине Çӗнӗ çул умӗн, декабрӗн 27-мӗшӗнче, тин çитет. «Кунти çынсем пӳ-сипе пӗчӗкки тӗлӗнтерчӗ мана», – шӳтлет Нина Павловна халӗ. Тутар ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗн селекци уйрăмӗн кӗçӗн наука сотрудникӗнче – 11, Хусанти ял хуçалăх институтӗнче 19 çул аслă преподаватель пулса студентсене экономика вӗрентет. Çавăнпа Аслă Кабан ялне пурăнма куçсан пахча çимӗçе мӗнле килчӗ çапла мар, наука хушнă пек ӳстерет.

1972 çулта Светлана, 1979 çулта Павел çуралать вӗсен. Ачисем иккӗшӗ те Хусантах тӗпленнӗ, çемьеллӗ. «Нина ман яланах манран иртерех тăнă, халӗ те çапла. Пахча ӗçӗ унăн чун киленӗçӗ. Ăнчӗ мана унпа. Пӗрремӗш арăмран çуралнă хӗрӗмпе Татьянăпа тӳрех пӗр чӗлхе тупрӗ вăл. Хамăр ӳстереймесен те пăрахман эпир хӗрӗме. Çавăнпа пирӗн виçӗ ача, тăватă мăнук, пӗр кӗçӗн мăнук тетпӗр», – мăнаçлăн пӗлтерчӗ Альберт Миронович.

«Альберт Мироновичăн çуралнă кунне Татьяна хӗрӗпе Ленăпа кашни çул Мускавран килсе çӳреççӗ. Лена пире кӗçӗн мăнук парнелерӗ. Марка каçса кайса юрататăп, юнпа пулмасан та хамăнах вăл», – чунне уçрӗ Нина Павловна та. 

Çакăн пек тӗлӗнмелле çынсем вӗсем 55 çул килӗштерсе пурăнакан Кольцовсем. Эпир те юбилей саламӗсем çумне хушăнса Нина Павловнăна иксӗлми вăй-хал, малашне те çакăн пекех ырă кăмăллă та тарават юлма сунатпăр. (Кольцовсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
 


Чуваши Татарстана #Семья Альберт Кольцов

Нет комментариев