Светлана Асаматăн çӗнӗ кӗнеки çемье вулавӗ валли те питӗ паха, сӳтсе явмалли пайтах унта
Светлана Асамат чăваш халăх поэчӗ – тухăçлă ӗçлекен автор. Сăввисене вăл ачасем валли те, çитӗннисем валли те çырать. Вӗсем тăрăх композиторсем чылай юрă кӗвӗленӗ. Светлана Васильевна сăвăç кăна мар, прозаик та пулнине чылайăшӗ пӗлмест ахăртнех. Нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче шăпах унăн прозăлла хайлавӗсен пуххийӗ – «Сăнавçăсем» – пичетленсе тухрӗ. Вăтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗскерне вун икӗ калавпа пӗр халап кӗнӗ. Редакторӗ – Алина Майорова, ӳнерçи – Юлия Лутошкина.
Кăларăма ахальтен мар «Сăнавçăсем» тесе ят панă. Калавсенчи тӗп сăнарсем (чылай чухне – арçын ачасемпе хӗрпӗрчисем) тавралăха сăнама, çут тӗнчере мӗн пулса иртнипе кăсăкланма, тӗрлӗ пулăмпа ӗç-пуçа тишкерме, танлаштарма юратаççӗ. Хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусен хуравӗсене тупаймасан ашшӗ-амăшне, аслашшӗ-асламăшне, кукашшӗ-кукамăшне тӗпчеççӗ, тӗрлӗ кӗнеке вулаççӗ. Акă «Философ» калаври Даша Лакрей вăрманӗнче çӳренӗ май хăйне евӗрлӗ пӗтӗмлетӳсем патне пырса тухать:
«Çулçăсем вӗсем йывăç ачисем, йывăçӗ айнех ӳкеççӗ. Йывăç урине ăшăтаççӗ… Мана йывăçăн миçе çулçă, çавăн чухлӗ куç пек туйăнать. Çулçă ӳксен унăн йывăç çинче юлнă вырăнӗ, ну, куçӗ тейӗпӗр, хупăнать. Çуркунне çитсен куç вырăнӗ уçăлать те, унтан çулçă папки шăтарса тухать. Çулçă ӳкнӗ вырăнтан çӗнӗ çулçă тухса ларать…»
«Сăнавçăри» хӗрача асламăшне чечек татса парасшăн, лешӗ вара мăнукне ун илемӗпе çаран е клумба çинчех киленме вӗрентет. Ача ватă çынна савăнтармалли урăх мел тупать – вун пилӗк йӗркерен тăракан сăвă шухăшласа кăларать. Хайхи вун пилӗк йӗрке чечек çыххи вырăнне пулса тăрать. Унта мӗн çинчен каланине пӗлес тесен хайлавпа паллашмалла. «Шапа» калавра пӗве чӗрчунӗ юрлас енӗпе кайăксемпе тупăшнине асăрхатпăр. Хăй çине çав тери пăхтарасшăн вăл, анчах ăшталанни кăлăхах.
«Пӗве шывӗ пăтранчăк. Симӗс шапа тăрă шывра пурăнаймасть. Тен, çавăнпа ун ăсӗ те пăтранчăк», – тет автор.
Кӗнекере паянхи çивӗч ыйтусене те хускатнă. Тӗслӗхрен, «Кахал» калавра хальхи çамрăк ăрупа аслисем хушшинчи хутшăнусене сăнланă. Хулара пурăнакан Алина яла аслашшӗпе асламăшне пулăшма çӳремест, хурпа кăвакала та курман вăл, мӗн нăриклетнине те пӗлмест. Хӗрачан амăшӗ, ялти ӗçрен ютшăнаканскер, ырă тӗслӗх кăтартмасть паллах. «Йывăр шухăш» хайлаври икӗ арçын ача килти лару-тăру çинчен калаçаççӗ. Пӗри лайăх çемьере çитӗнет, лăпкă пурăнать-тӗк, теприн кунсерен ашшӗнчен хăрама е тарма тивет: лешӗ эрех-сăрапа иртӗхет, арăмӗпе ывăлне нуша кăтартать. Ачан мӗн тумалла ӗнтӗ кун пек чухне? Чун ыратăвне юлташӗпе пайлать йывăр шухăшлăскер.
Светлана Асамат поэт пулни прозинче те сисӗнет. Унăн сăнарӗсем тепӗр чухне сăвăласа калаçаççӗ, хайлавсенче хăйне уйрăм кӗвӗлӗх пур. Калу сюжет хиврелӗхӗпе ӗç-пуç черетленӗвӗ çинче мар, геройсен диалогӗ çинче тытăнса тăрать. «Чăваш вырăса хăна туни» халапра та тӗпре – калаçу мелӗ. Кăларăм çемье вулавӗ валли те питӗ паха. Сӳтсе явмалли пайтах унта.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ. С.Асаматăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Нет комментариев